Новости по теме

24 Ака, 2020

"Чăваш çĕршывне мухтанă эпĕ"

Ака, 25: Чăваш чĕлхи кунĕ

Çеçпĕл Мишши, Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Пĕтĕм чăвашсен "Кĕмĕл сасă" фестивалĕн "Чи чаплă поэт" дипломанчĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса САРПИ:

24 Ака, 2020

Шӑмӑршӑ лесничествин - ҫӗнӗ тракторсем

Ҫут ҫанталӑка упрасси пирки Чӑваш Енре нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Эковолонтерсем йышланни те ҫакнах ҫирӗплетет. Йывӑҫ лартассине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ кунта. Вӑрман - ҫӗр ӳпки теҫҫӗ.

23 Ака, 2020

Олег Кульевӑн "Айван автан" кӗнеки кайӑк ячӗсене те вӗрентӗ

Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн Олег Кульевӑн "Айван автан" кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Мӗншӗн автан? Ку сӑнара ахальтен суйламан пулӗ автор.

22 Ака, 2020

Коллективсенче амакран сыхланаççĕ

Вĕсене «ЭЛАРА» обществăра еплерех йĕркеленĕ-ха? Çакăн çинчен предприятин генеральнăй директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Бусарев каласа пачĕ.

22 Ака, 2020

Общество канашĕсем ячĕшĕн ан пулччăр

Кун йĕркине тишкерме икĕ теçетке ытла ыйту кĕртнĕ пулин те Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕ вăраха каймарĕ - çур сехетрех вĕçенчĕ. Икĕ саккуна кĕртмелли тÿрлетÿсене ырларĕç, патшалăхăн темиçе программине, Правительствăн хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç.

21 Ака, 2020

Проект пуласлăxĕ пур-и е çук-и?

Паян республика Пуçлăxĕн тивĕçĕceне вăxăтлăx пурнăçлакан Олег Николаев Китай инвесторĕceмпе "Сычуань - Чăваш Ен" инвестици проектне республикăра пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене видеоконференцҫыхӑну мелӗпе сÿтсе яврĕ.

"Ăна пурнăçлассишĕн Чăваш Енре нумай ӗҫ тунă, апла пулин те татса паман ыйту нумай, - терĕ. - Проекта ĕçe кĕртекен икĕ eнĕн пĕрлехи тĕллеве хăçaн пурнăçлассине тата ăна пурнăçлассишĕн яваплисене палăртмалла. Эпир сирĕнпе ку ыйтăва çывăx вăxăтрах пĕр сĕтел хушшинче сÿтсе явасса шанатăп".

21 Ака, 2020

Ача сачӗсенче - "Халӑх культурин фестивалӗ"

Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарса пынӑ май республикӑри ача сачӗсенче "Халӑх культурин фестивалӗ" пуҫланчӗ. Ҫавӑн пекех ӑна Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Чӑваш халӑхӗн культура пуянлӑхне, йӑли-йӗркине упраса хӑварас, аталантарас тӗллевпе Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ "Халӑх культурин фестивалӗ" ҫулленех иртет.

21 Ака, 2020

Строительсем яваплăха туйса ĕçлеççĕ

Строительство министрĕ Александр Героев ку яхăн ĕç кунĕсене стройплощдкăсенче пуçлать теме те юрать. Строительство отрасльне пандеми тапхăрĕнче те ĕçлеме ирĕк панине кура республикăн коронавирус сарăласран сыхланас енĕпе ĕçлекен штабĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче санитарипе эпидемиологи нормисене пăхăнассине çирĕп тĕрĕслесе тăмалли пирки асăрхаттарнăччĕ. Вăт, министр тĕрĕслет.

21 Ака, 2020

"Ҫак чире ҫĕнтеретпĕрех"

Паян ЧР Правительство ҫуртĕнче ЧР Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑх пурнăçлаканĕ Олег Николаев ертсе пынипе Хулари тĕп больница врачĕсемпе ВКС ҫыхӑну иртрĕ.

Вĕсен, 16 шурӑ халатлипе 7 пациентӑн акан 13-мĕшĕнчен хупӑнса пурӑнма тивет. Апла пулин те тухтӑрсем хӑйсене лайӑх туйни пирки пĕлтерчĕҫ. Кулленхи кун йĕркине те пӑхӑнаҫҫĕ-мĕн вĕсем, зарядка тӑваҫҫĕ.

Pages