Раççейре «Астăвăм сачĕ» акци пырать. Унăн тĕллевĕ — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшманпа кĕрешсе паттăррăн пуç хунă 27 миллион салтак ячĕпе 27 миллион йывăç лартасси.
Канаш районĕнчи Тăрăн ялĕнче «Асăну сачĕ» çĕкленнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа çĕршывра «Асăну сачĕ» акци пырать.