Комментари хушас

28 Ака, 2020

«Астăвăм сачĕ» акцие хутшăнса 70 йывăç лартнă

Раççейре «Астăвăм сачĕ» акци пырать. Унăн тĕллевĕ — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшманпа кĕрешсе паттăррăн пуç хунă 27 миллион салтак ячĕпе 27 миллион йывăç лартасси.

Акцие Чăваш Ен те хастар хутшăнать. Республикăри лесничествăсем йывăç лартни çинчен тăтăшах пĕлтереççĕ. Çак акцие хутшăнни — паянхи мирлĕ пурнăçшăн пуç хунисене тав туниех. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи Чăваш Енри пĕр çемьене те хур кăтартмасăр хăварман. Çакна асра тытса паттăрсен ячĕсене манăçма парас марччĕ.

«Хыпар» Издательство çурчĕн журналисчĕ Роза Власова та «Астăвăм сачĕ» Пĕтĕм Раççей акцине хутшăннă. Вăл пуçарнипе ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче 8 çын йывăç лартма Çерçи касси урамне тухнă.

Ку ĕçе малтанах тĕплĕн хатĕрленни палăрчĕ.

Йывăç тĕммисене Атăл леш енчен кăларса килтĕмĕр, Турхан ялĕнчи паллă хурт-хăмăрçăран Николай Пирожковран пилешсемпе çăкасем илтĕмĕр. Трак тăрăхĕнчи Мефодьевсем кедрсемпе, Амур бархачĕпе тата пихтăпа тивĕçтерчĕç, — каласа кăтартрĕ Роза Анатольевна.

Туслă йыш йывăç лартиччен Пăла шывĕ хĕррине çӳп-çапран тасатма та ӳркенмен. Халĕ унта кедр, пихта, кăвак чăрăш, симĕс чăрăш, уртăш, Амур бархачĕ, лиственница, çăка, пилеш, жасмин, çĕмĕрт, шурă сирень, кăвак сирень, шăлан, слива, чие, хĕрлĕ йышши хăва, хурăн, шĕшкĕ — пурĕ 70 йывăç тымар ярса ларать. Кедрсене качакасемпе сурăхсем тапăнасран çатан карта тытса çавăрнă. Çыран хĕрне илем кӳме пионсемпе лилисем куçарса лартнă. Пурăна-киле çăтмах пахчи евĕрех пулĕ.

Йывăç лартакансенчен кашниех çак ĕçе çемьере паттăррăн пуç хунă тăванне халаллать. Власовсем те çавнашкал çынпа мухтанаççĕ. Вăл — Роза Анатольевнăн хунешшĕн ашшĕ Петр Иванович, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Ржев патĕнче пуç хунăскер. Çавăнпа йывăç лартас сăваплă акцие Роза Анатольевнăн хунямăшĕ Нина Алексеевна та хутшăнмасăр пултарайман. Сăмах май, пуçтарăннă йышра чи асли пулнă вăл. Акцие хутшăнакансем асăрхану мелĕсене шута илнĕ: 1,5 метр дистанцие пăхăннă, маска тăхăннă, перчеткепе ĕçленĕ.

— Çак ĕçе «Астăвăм сачĕ» акцие хутшăнса 27 миллион йывăç лартнă çĕрте тӳпе хывас, тăван тавралăха илем кӳрес, çĕре сыватас тĕллевпе йĕркелерĕмĕр. Çут çанталăк пирĕн пата тĕрлĕ инфекци ярса /çав шутра — коронавирус/ çĕр мĕн тери тасамарланса çитнине кăтартать. Ăна сыватмаллах! Таса мар çĕр çинче эпир сывă пулаймастпăр! Йывăç лартни çынсене туслаштарать тата ырă ĕçсем тума хистет, — терĕ Роза Анатольевна.

Унсăр пуçне Власовăсем килти пахчара та тĕрлĕ йышши йывăç-тĕм лартнă: улмуççи, абрикос, черешня, персик, хура хурлăхан, иçĕм çырли, клематис, жимолость… Кĕлчечексем валли те вырăн тупнă.

Аса илтерер, «Астăвăм сачĕ» Пĕтĕм Раççей акцийĕ çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕччен пырать. Ялта пурăнакансем унта килтен аякка каймасăрах хутшăнма пултараççĕ. Йывăç лартнине сăн ӳкерсе илмелле те соцсете #СадПамятиДома хештегпа вырнаçтармалла. Унтан садпамяти2020.рф сайта кĕрсе интерактивлă карттă çинче йывăçа ăçтарах лартнине кăтартмалла.

www.hypar.ru Роза Власова сăн ÿкерчĕкĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Нина Алексеевна Власова.