Чĕрĕ палăк
Канаш районĕнчи Тăрăн ялĕнче «Асăну сачĕ» çĕкленнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа çĕршывра «Асăну сачĕ» акци пырать.
Çак кунсенче Канаш районĕнчи Тăрăнра та чĕрĕ палăксем хывса хăварнă. Канашри лесничество ĕçченĕсем вăрçăра вилнĕ ентешĕсене асăнса палăкпа юнашар 20 туя хунавӗ лартнă. Ырă пуçарăва ял çыннисем те хастар хутшăннă.
www.hypar.ru minpriroda.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ