Комментари хушас

24 Ака, 2020

Шӑмӑршӑ лесничествин - ҫӗнӗ тракторсем

Ҫут ҫанталӑка упрасси пирки Чӑваш Енре нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Эковолонтерсем йышланни те ҫакнах ҫирӗплетет. Йывӑҫ лартассине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ кунта. Вӑрман - ҫӗр ӳпки теҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӑна упрасси кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнмалла.

"Экологи" наци проекчӗн "Вӑрмансене упрасси" регион проекчӗпе килӗшӳллӗн республикӑра сахал мар ӗҫ туса ирттереҫҫӗ. Ҫак кунсенче Шӑмӑршӑ лесничествине икӗ ҫӗнӗ "Белорус" тракторпа тивӗҫтернӗ. Ку техника пушара хирӗҫле ӗҫсем ирттерме, йывӑҫ лартнӑ чухне ҫӗр сухалама, хунавсене куҫарма тата вӑрманти ытти ӗҫе пурнӑҫлама кирлӗ.

Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр Шӑмӑршӑ лесничествине 5 "Белорус-82" тракторпа тата 4 пӗчӗк вӑрман патрулӗн комплексӗпе тивӗҫтернӗ.

www.hypar.ru Minpriroda.cap.ru

Рубрика: