Комментари хушас

21 Ака, 2020

Проект пуласлăxĕ пур-и е çук-и?

Паян республика Пуçлăxĕн тивĕçĕceне вăxăтлăx пурнăçлакан Олег Николаев Китай инвесторĕceмпе "Сычуань - Чăваш Ен" инвестици проектне республикăра пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене видеоконференцҫыхӑну мелӗпе сÿтсе яврĕ.

"Ăна пурнăçлассишĕн Чăваш Енре нумай ӗҫ тунă, апла пулин те татса паман ыйту нумай, - терĕ. - Проекта ĕçe кĕртекен икĕ eнĕн пĕрлехи тĕллеве хăçaн пурнăçлассине тата ăна пурнăçлассишĕн яваплисене палăртмалла. Эпир сирĕнпе ку ыйтăва çывăx вăxăтрах пĕр сĕтел хушшинче сÿтсе явасса шанатăп".

"Сычуань - Чăваш Ен" агропромышленноçри суту-илÿ компанийĕ республикăра 10 млрд тенкĕ хывса агропарк тума шантарнăччĕ. Чăваш Ен Правительстви инвесторceн тĕллевĕcене пурнăça кĕртме май туса парас тесе Пăрачкав районĕнче ял хуçaлăx пĕлтерĕшлĕ 5 пин гектар çĕре тара панă. Унта выльăх комплексĕ туса лартасси, сăвакан ĕнесене - 4 пин, ашa яма çитĕнтерекеннине 2 пин пуça çитeресси çинчен пĕлтерчĕç. Ку объекта Китайăн тата Раççeйĕн пĕрле пурнăçламалли 70 проект шутне кĕртнĕ.

Инвесторсем пирĕн патра производство пуçласси çинчен калаçма тытăннăранпа 7 çул ĕнтĕ.  Анчах выльăx комплексне хăш районта тăвассине палăртман-ха. Муниципалитетсем инвесторсене ĕç пуçлама çĕр уйăрса пама хăтланаççĕ кăна - ял çыннисем проекта хирĕçлесе кар тăраççĕ. Çaкна малтан Муркаш районĕнче, каярахпа Çĕрпÿ, Шупашкар районĕcенче куртăмăр. Олег Николаев шухăшĕпе, çав хирĕç тăру ЧР Правительстви тата  инвесторсем хăйсен ĕçне координацилемен, проекта маларах ял-йышпа сÿтсе явман пирки пулса тухнă. Вăл инвесторсен тĕллевĕceне вырăнтa халăхпа тĕплĕн сÿтсе явмалла тесе шухăшлать. Cтроительство çaкăн хыççăн çeç пуҫланма пултарать. Олег Николаев тата инвесторсем проекта еплерех майпа пурнăçлама май пурри пирки хăйсен шухăшне пĕлтерчĕҫ.

www.hypar.ru .

Рубрика: