Комментари хушас

23 Ака, 2020

Олег Кульевӑн "Айван автан" кӗнеки кайӑк ячӗсене те вӗрентӗ

Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн Олег Кульевӑн "Айван автан" кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Мӗншӗн автан? Ку сӑнара ахальтен суйламан пулӗ автор. Чӑваш халапӗсенче, тупмалли юмахсенче, ваттисен сӑмахӗсенче, каларӑшсенче ҫак кайӑк-кӗшӗк час-часах тӗл пулать.

Кӗнекен страницисене Екатерина Васильева ӳнерҫӗн тӗрлӗ тӗслӗ ӳкерчӗкӗсем илемлетеҫҫӗ. Хайлав тӗлӗшӗнчен пӑхсан вара унта ҫут ҫанталӑк, тӑван ен, арҫын ачасемпе хӗрачасем ҫинчен калакан сӑвӑсем кӗнӗ. Тӗпре - пурнӑҫпа савӑнма пӗлекен ачасем. Автан сӑнарӗ уйрӑмах кӑсӑклӑ. Вӑл тул ҫутӑличченех вӑранать те ыттисене те вӑратма пуҫлать, ҫав шутра Яккӑва та. "Кайӑк мӗн ятлӑ-ши?" ярӑм ачасемшӗн уйрӑмах усӑллӑ.

Таврари кайӑксен ячӗсене пурте пӗлмеҫҫӗ, киле панӑ ӗҫе пурнӑҫлама ларсан ашшӗ-амӑшне халтан яраҫҫӗ. Ҫак кӗнекене вуласан ку ҫитменлӗх те пӗтӗ.

www.hypar.ru Фото cap.ru