Новости по теме

17 Ака, 2020

Олег Николаев: «Мăнкун савăнăçĕ кашни киле çиттĕр»

Хаклă юлташсем!

Чăваш Республикинчи православи христианĕсене Мăнкунпа пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ кăçал, шел те, ăна унчченхилле ирттерме кансĕрлерĕ. Уява эпир хăнăхнă йăлапа чиркÿсенче кĕтсе илеймĕпĕр, пирĕн килте пулма тивĕ — çакă хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен хăрушсăрлăхĕшĕн кирлĕ.

17 Ака, 2020

Волонтерсене автомобильпе тивӗҫтернӗ

Автомобиль компанийӗсен ушкӑнӗ #МыВместе ("Эпир пӗрле") Пӗтӗм Раҫҫей акцине хутшӑнакан волонтерсене 2 ҫӑмӑл автомобильпе тивӗҫтернӗ - ҫапла майпа коронавируспа кӗрешме пулӑшу кӳнӗ.

16 Ака, 2020

Документсене вăхăтра хатĕрлемелле

Паян Правительство çуртĕнче районсемпе хуласенче футбол уйĕсем тăвас тĕлĕшпе канашлу иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ. Унта райадминистраци пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

16 Ака, 2020

Чăваш чĕлхине дистанци мелĕпе вĕрентессине тишкернĕ

Паян Шупашкарта тăван (чӑваш чӗлхи) вӗрентекенсен конференцийӗ иртнĕ. Унта  хулари шкул ачисене чăваш чĕлхи урокĕсене дистанци мелӗпе ирттерес ыйтăва сÿтсе явнă.

16 Ака, 2020

«Вăрçă ачисем çинчен» саккуна йышăнчĕç

Коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăх пысăккине шута илсе ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ вăтăр тăххăрмĕш сессине те çĕнĕлле йĕркелерĕç: патшалăх влаçĕн органĕсен представителĕсем унта видеоконференцçыхăну мелĕпе хутшăнчĕç. Министрсем тата ведомство ертÿçисем кун йĕркинчи ыйтусемпе видеоçыхăну урлă калаçрĕç, депутатсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та сессие асăннă мелпех хутшăнчĕ.

16 Ака, 2020

Регионти "Эпир пӗрле" штаб волонтерӗсем 600 ытла ҫынна пулӑшнӑ

Ку вӑхӑтра, пӗтӗм Раҫҫейри пекех, коронавирус сарӑласран пурнӑҫламалли условисемпе килӗшӳллӗн ватӑсене пулӑшма регионти "Эпир пӗрле" (#МЫВМЕСТЕ) штаб ӗҫлет.

Ҫак кунсенче волонтерсенчен 600 ытла ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Ытларахӑшне аптекӑран эмел, лавккаран ҫимеллисем кирлӗ пулнӑ.

Пулӑшу ыйтас тесен ҫак номерпе шӑнкӑравламалла:  8-800-200-34-11

15 Ака, 2020

Тĕллевсем уçăмлă. Вĕсене пурнăçламалли кăна юлать

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев юнкун республикăн 2020-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине пурнăçлас ыйтусемпе канашлу ирттерчĕ. Яваплă министерствăсен ертÿçисемпе кун йĕркинчи темăсене тишкернĕ хыççăн журналистсен асăннă программăпа çыхăннă ыйтăвĕсене те хуравларĕ.

Кайри мала-и?

15 Ака, 2020

Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене пăхса тухрĕç

Паян Правительство çуртĕнче республикăра çуркуннехи-çуллахи тапхăрта чрезвычайлă лару-тăрăва сирме хатĕрленессине, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессине, ачасен çуллахи кану вырăнĕсенче профилактика ĕç-хĕлне йĕркелессине сÿтсе яврĕç. Ларăва ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ.

15 Ака, 2020

Коронавирус ыйтăвĕпе хĕрÿ лини иртрĕ

Паян Чăваш наци телевиденийĕпе, Чăваш наци радиовĕпе тата Тăван радиопа тÿрĕ эфирта Чăваш Республикинче коронавирус сарăлассине чарас тĕллевпе йĕркеленĕ оперативлă штабăн хĕрÿ линийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, ЧР сывлăх сыхлав министрĕ В

Pages