Порталта — наци проекчĕсем кăна

16 Ака, 2020

Республика ертÿçин пуканне йышăннă хыççăнах йĕркеленĕ канашлусенчен пĕринче наци проекчĕсен темине сÿтсе явнă май ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев кăмăлсăрланнăччĕ: регионта наци проекчĕсене пурнăçланипе çыхăннă информацие тупма йывăр-мĕн, ятарласа шыранă, анчах интернетра самай вăхăт шыраса та тулли информаци пухайман. Çавăнпа ун чухнех ку енĕпе ятарлă портал хатĕрлеме хушнăччĕ. Информполитика министерстви нумай кĕттермерĕ: çак кунсенче Правительство çуртĕнче çĕнĕ портал презентацийĕ иртрĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн шучĕпе, наци проекчĕсене тÿрре кăларас енĕпе çине тăрса ĕçленипе пĕрлех çак ĕç çинчен халăха каласа пани, тулли информаци пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Наци проекчĕсен порталĕ шăпах çак тĕллеве пурнăçлама пулăшĕ, терĕ Олег Николаев.

Информполитика министрĕ Михаил Анисимов портала хатĕрленĕ май хăйне евĕрлĕ мелпе усă курни пирки каларĕ. Чăваш Енĕн ИТ—кластерне явăçтарнă та, çак ассоциаци Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи 25 командăна хутшăнтарса онлайн-хакатон йĕркеленĕ. Ку хаçат вулакансемшĕн кăна мар, журналистсемшĕн те çĕнĕ сăмах пулнине кура ассоциаци председателĕ Владимир Лидерман уçăмлатрĕ: программистсен ăмăртăвне çапла калаççĕ иккен. Çынсем пухăнаççĕ те талăкĕпех ниçта пăрăнмасăр пĕр-пĕр проект хатĕрлеççĕ. Çапла вара хайхи 25 команда тупăшса ĕçленĕ — наци проекчĕсем тĕлĕшпе Раççейре кунашкалли хальччен пулман-мĕн. Тупăшу çимĕçĕ — шăпах паян паллаштаракан портал.

Мĕнешкел пысăк ĕç пурнăçлама тивни куçкĕрет. Экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕ Екатерина Кузьмина çакна цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Чăваш Ен 11 нацпроекта хутшăнать. Регион шайĕнчи вĕсене пурнăçлассипе çыхăннă проектсен шучĕ пилĕк теçеткерен те иртет. Нацпроектсемпе ĕçленине Мускав 197 кăтартупа хаклать. Тĕрĕслев кăтартăвĕсен пĕтĕмĕшле шучĕ вара пинрен те иртет. Çак кăтартусене пурне те систематизацилесе портала кĕртесси ансат ĕç пулманнине тавçăрма йывăр мар. Çийĕнчен цифрăсен купи кăна кирлĕ мар вĕт — специалистсемшĕн çеç мар, ахаль çынсемшĕн те ăнланмалла, уçăмлă тата интереслĕ информаци пулмалла.

«Мана килĕшрĕ», — терĕ программистсен ĕçне хакласа Олег Николаев. Республикăра пурăнакан ытти çынна та килĕшессĕн туйăнать. Кашни наци проекчĕ тĕлĕшпе уçăмлă информаци пур — мĕнле объектсем хута кайни, халь мĕнле проектсемпе ĕçлени тата çитес вăхăтра хăш енĕпе ĕçлесси таранах. Олег Алексеевич порталти информацие тата пуянлатмаллине палăртрĕ, ăна çĕнетсех пымалли пирки асăрхаттарчĕ.

Республикăн наци проекчĕсен порталне ăçта шырамаллине палăртмалли кăна юлать: http://np.cap.ru ссылкăпа кĕрĕр те — интереслине тупатăрах. Çав шутра, паллах, эсир пурăнакан хулара е районта наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçлакан ĕçпе те паллашма пултаратăр.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Комментари хушас