Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене пăхса тухрĕç

15 Ака, 2020

Паян Правительство çуртĕнче республикăра çуркуннехи-çуллахи тапхăрта чрезвычайлă лару-тăрăва сирме хатĕрленессине, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессине, ачасен çуллахи кану вырăнĕсенче профилактика ĕç-хĕлне йĕркелессине сÿтсе яврĕç. Ларăва ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ.

ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Александр Воробьев пĕлтернĕ тăрăх - республикăра, тĕпрен илсен, çуркуннехи-çуллахи вăхăтра вăрман пушарĕсенчен сыхланма, вут-кăвара сÿнтерме майсем çителĕклĕ. Çивĕчлĕх кăларса тăратаканни, министр каланă тăрăх, çулăм усă курман çĕрсем урлă вăрмансене, ялсене, ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсем çине сиксе ÿкме пултарасси. Çавăнпа та вăл ку тĕлĕшпе уйрăмах асăрхануллă пулмаллине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех ларăва хутшăннисем çĕрсене усăсăр вырттарнăшăн вĕсен хуçисене явап тыттарма пуçлассине палăртрĕç. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче, "Присурский" заповедникре пушарпа кĕрешмелли тапхăр пуçланнă. Вĕсен ертÿçисем пĕлтернĕ тăрăх - вăрмансенче вут-кăвартан сыхланмалли мерăсене йышăнаççĕ.

Кĕркунне тата хĕлле шыв обьекчĕсем çинче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерни çинчен РФ МЧС Чăваш Енри тĕп управленийĕн пай пуçлăхĕ Герман Майков каласа кăтартрĕ. Кăçалхи çанталăк вылянса тăчĕ пулин те çак вăхăтра пысăк инкексем пулман. Умра - çулла. Çак вăхăтра юраман вырăнта шыва кĕнĕрен чылай çын шар курать. Çакăн евĕрлĕ инкексенчен сыхланма ятарлă вырăнсем йĕркелессине, вĕсене хăрушсарлăхпа тивĕçтерессине пĕлтерчĕ Герман Майков: "Çынсем хăрамасăр шыва кĕме, канма пултарччăр".

Кăçал, ЧР вĕренÿ министрĕ Сергей Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, çуллахи вăхăтра 383 сывлăха çирĕплетекен тата кану учрежденийĕ ĕçлĕ, 20 ятарлă смена пулĕ. Пĕтĕмпе республикăри 102 пин ытла ачан канăвне усăллă ирттерме майсем туса парĕç. Çуллахи тапхăрти тĕп тĕллев, министр çирĕплетнĕ тăрăх, ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас