Тĕллевсем уçăмлă. Вĕсене пурнăçламалли кăна юлать
ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев юнкун республикăн 2020-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине пурнăçлас ыйтусемпе канашлу ирттерчĕ. Яваплă министерствăсен ертÿçисемпе кун йĕркинчи темăсене тишкернĕ хыççăн журналистсен асăннă программăпа çыхăннă ыйтăвĕсене те хуравларĕ.
Кайри мала-и?
Чи малтанах Олег Николаев Раççей Промышленноçпа суту-илÿ министерстви ЧР Правительствипе пĕрле хатĕрленĕ çак программăна мĕн сăлтавланине аса итерчĕ. Чăваш Ен Раççейĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ енĕпе юлса пыракан вунă регионĕн шутне кĕнĕ. 2018 çулта пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тупăшлă çынсен шучĕпе республика çĕршывра – 71-мĕш, Атăлçи округĕнче 12-мĕш вырăнсенче пулнă. Инвестицисен кашни çын пуçне тивекен калăпăшĕпе Раççейре — 79-мĕш, округра — 13-мĕш вырăнсенче. Ĕçсĕрлĕх шайĕ те пысăк пулнă — çĕршывра 39-мĕш вырăн. Ятарлă программа йышăнса экономикăна, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе вăй парас тенĕ те.
Çак плана пурнăçлама пикенесси çĕршыври, Чăваш Енри коронавируспа çыхăннă çăмăл мар лару-тăрупа пĕр килни, паллах, йывăрлăхсем кăларса тăратать. Çапах, Олег Алексеевич шучĕпе, программа шăпах эпидеми тапхăрĕнчи çивĕчлĕхе çăмăллатмалли инструмент та пулса тăрас шанăç пур. Унпа килĕшÿллĕн пурнăçлакан мерăсем пандеми экономикăна кÿрекен сиене чакарма та пулăшмалла.
Уйрăм планри тĕллевсем тĕрлĕ енлĕ. Вĕсем чи малтанах экономикăн тĕрлĕ отраслĕнче ырă туртăмсене, пĕчĕк тата вăтам предпинимательлĕх аталанăвне хăват пама тивĕç. Ăна пурнăçламашкăн федераци бюджетĕнчен 5 миллиард тенкĕ уăрма палăртнă — çуллен пĕрер миллиард. Республика хăй пĕтĕмпе те 50 миллион тенкĕ хушать.
Бизнесшăн — тĕрев
Экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин каланă тăрăх, пĕтĕмпе 19 мероприяти палăртнă — ипотекăна субсидиленинчен пуçласа строительствăна тĕревлесе инженери инфратытăмне аталантарасси таранах. Программăна пурнăçлани республикăри пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тупăшлă çынсен йышне 18,3-рен 16,3% таран чакарма, ĕçсĕрлĕхе 5-рен 4,8% таран антарма май памалла.
Гаранти фончĕн тата Предпринимательлĕхе пулăшакан агентство капитализацине пысăклатнине кура /кăçал программăпа уйăракан 1 миллиард тенкĕ шăпах çакăн валли кайĕ/ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 758 суб±ектне микрозаймсемпе пулăшма май парĕ. Çак тата ытти мера пулăшнипе пĕчĕк тата вăтам бизнес 3 милиард тенкĕрен кая мар инвестици хывма пултарĕ.
Промышленноç министрĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Лекарев республикăра хальччен тунă индустри паркĕсенчи лаптăксене бизнес йышăннине çирĕплетрĕ, юлнă тăваткал метрсен пулас хуçисем те паллă ĕнтĕ. Çавна май çак мел — çĕнĕ инвестици площадкисем йĕркелесси — çине пусăм туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕрпÿ районĕнче — технопарк, Патăрьел районĕнче — агропарк, Çĕнĕ Шупашкарта экотехнопарк пулмалла. Çавăн пекех Шупашкарти «Чăвашторгтехника», «ЧЭАЗ», «Текстильмаш», çĕнĕ Шупашкарти «Химпром», Сĕнтĕрвăррини «НПО Инновациии» предприятисен никĕсĕ çинче промышленноç технопаркĕсем ĕçлесе каймалла.
Çав шутра чылайранпа усă курман промплощадкăсем те çĕнĕрен "çаврăнăша» кĕмелле. Химиксен хулинчи хăвăрт аталану территорийĕ унта сакăр резидентран кая мар ĕçлеме пуçлассине тĕпе хурать, инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 10 миллиард тенке çитмелле. Çĕрпÿри уйрăм экономика зони пирки калас тăк — инвестицисем 6 миллиард тенкĕ патнелле пулмалла, унти çĕнĕ производствăсем çĕнĕ 1,3 пин ĕç вырăнĕ йĕркелессине тивĕçтермелле. Сергей Николаевич çĕнĕ ĕç вырăнĕсенче вăй хуракансен шалăвĕ республикăри вăтам ĕç укçинчен палăрмаллах пысăкрах пулмалли пирки пайăррăн каларĕ.
Программăра агропромышленноç комплексĕ тĕлĕшпе те тимлĕх пысăк. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов агропарк йĕркелени, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли фермăсем туни АПК аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшли çинчен каларĕ. Çуллен республикăра туса илекен 30 пин тонна аш, 79 пин тонна сĕт, 130 пин тонна пахча çимĕç Чăваш Ен тулашне каять. Çак чĕр тавара тирпейлесе ăсатни чылай тупăшлăрах пулĕччĕ — ку енĕпе çине тăрса ĕçлемелле.
Çĕнĕ ял хуçалăх об±екчĕсем тăвасси чăрмавсăр мар. Ял-хула чиккисене кĕрейместĕн, Чăваш Ен территорийĕ çырма-çатраллă пулни те пысăк инвестпроектсене пурнăçламалли çĕнĕ производствăсене вырнаçтарма чăрмантарать. Çапах хальлĕхе 6 лаптăк палăртнă — вĕсене тĕпчесе усă курма хатĕрлемелле. Ĕне фермисем тăвасси уйрăм плана кĕмен, анчах ку ĕç валли укçа уйăрассине федераци шайĕнчи тепĕр программăра палăртнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарни ÿсен-тăран çитĕнтерессине те тÿррĕнех витĕм кÿни паллă, эппин, çак программăпа усă курас тĕлĕшпе те çине тăрса ĕçлемелле. Олег Николаев асăннă ĕçре çынсене валеçсе панă пай çĕрĕсемпе усă курас ыйтăва та тишкерме сĕнчĕ. Нумай лаптăк ахалех выртать — вĕсене çаврăнăша кĕртни усă кăна кÿрĕ.
Чухăн кивçен ыйтать…
Уйрăм программăн çурт-йĕр строительствипе çыхăннă тĕллевĕсемпе строительство министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Максимов паллаштарчĕ. 2024 çулччен инженери инфратытăмне проектлама, тума 500 миллион тенкĕ уйăрĕç. Шупашкарти Çĕнĕ хула, Хĕвеллĕ микрорайонсем, ытти территори валли. Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесем валли уйăрнă, хальлĕхе пушă çĕр лаптăксене кирлĕ инфратытăмпа тивĕçтерес ĕç те вырăнтан тапранмалла.
Ял ипотеки ĕçлесе кайнине кура çемьесем çав лаптăксенче çурт-йĕр тăвасси вăй илес шанăç пур. Олег Николаев çак ипотекăн процент виçине 0,1 пункт таран чакарнине çирĕплетрĕ те — пушшех перекетлĕ кивçен. Программăра палăртнă тепĕр мероприяти те шăпах ипотекăна субсидилессипе çыхăннă. Ку пулăшупа 4 пин çын патнелле усă курма пултарĕ. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, локомотив вырăнĕнчи строительство аталанăвĕ ытти отрасле те хăйĕн хыççăн туртмалла.
Финанс министрĕ Михаил Ноздряков каланă тăрăх, программа валли кирлĕ укçана федераци бюджетне хывса хăварнă. Халь çак укçа республикăна килессине васкатас енĕпе ĕçлемелле. Ку палăртнă тĕллевсене пурнăçлас ĕçе хăвăртрах кÿлĕнме кирлĕ.
Программăри мĕн пур мероприяти вара пĕтĕмпе 200 миллиард ытла тенкĕлĕх 100 ытла инвеспроекта пурнăçланă май Чăваш Ене çĕнĕ 7 пин ытла ĕç вырăнĕ кÿмелле. Çав вăхăтрах журналистсем ĕçсĕрлĕхе - 0,2, чухăнсен шутне 2% кăна чакарни ытла та сахаллине палăртрĕç те — Олег Николаев та çакăнпа килĕшрĕ, пысăкрах тĕллевсем палăртмаллине çирĕплетрĕ. Çавăнпа ĕнтĕ аталану çак уйрăм программа çинче кăна никĕсленмест. Республика паян социаллă пурнăçпа экономикăн хăвăрт аталанăвĕн пилĕк çуллăх планне те тăвать — ятарлă ушкăн ăна кĕçех хатĕрлесе çитерĕ. Çак икĕ программа пĕр-пĕрне хирĕçлемеççĕ — пуянлатаççĕ кăна. Пилĕк çуллăх планри тĕллевсем вара, чăнах та, чылай пысăкрах.
Республикăра пурăнакансем кредитсен тыткăнĕнче пулнипе çыхăннă ыйтăва та Олег Алексеевич уççăн хуравларĕ. Чăннипе, Чăваш Ен çыннисем нумай кредит илни шăпах уйрăм программа хатĕрлемелли сăлтавсенчен пĕри пулнă тени те йăнăш мар. Çынсем хваттерлĕ пуласшăн, анчах республикăра тупăш пысăк мар та — ирĕксĕрех кредит илме тивет. Çакă çынсене банксенчен нумай кивçен илме хистет. Тĕрĕссипе, регион ертÿçин шучĕпе, çынсем кредитсем илсе строительство отрасльне ĕçлеме майсем туса панă. Программăпа килĕшÿллĕн ипотекăна субсидилени çынсем çине лекекен пысăк çĕклеме çăмăллатнипе пĕрлех строительство индустрине те хушма укçапа тĕревлĕ.
Николай КОНОВАЛОВ.