«Вăрçă ачисем çинчен» саккуна йышăнчĕç

16 Ака, 2020

Коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăх пысăккине шута илсе ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ вăтăр тăххăрмĕш сессине те çĕнĕлле йĕркелерĕç: патшалăх влаçĕн органĕсен представителĕсем унта видеоконференцçыхăну мелĕпе хутшăнчĕç. Министрсем тата ведомство ертÿçисем кун йĕркинчи ыйтусемпе видеоçыхăну урлă калаçрĕç, депутатсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та сессие асăннă мелпех хутшăнчĕ.

Парламентарисем Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн сĕнĕвне — Чăваш Республикин прокурорĕн должноçне Андрей Фомина лартасси пирки — пĕр саслăн пулса ырларĕç. Андрей Валерьевичпа генпрокурорăн заместителĕ Сергей Зайцев видеоçыхăну мелĕпе паллаштарчĕ. Андрей Фомин 1965 çулта Владимир облаçĕнчи Киржач хулинче çуралнă. 1992 çултанпа Ярославль облаçĕн прокуратурин органĕсенче ĕçленĕ. 2010-2014 çулсенче Ярославль облаçĕн прокурорĕн заместителĕ пулнă. 2014 çулхи çурла уйăхĕнченпе — Крым Республикин прокурорĕн пĕрремĕш заместителĕ. Андрей Валерьевич сессие хăй килнĕ, çавна май депутатсем ăна тĕрлĕ ыйту пачĕç. Яваплă çĕнĕ должноçра ĕçлеме ăнăçу сунчĕç. Парламент унăн кандидатурине ырларĕ, халĕ ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн çирĕплетмелле.

Вăтăр тăххăрмĕш сессире нумайăшĕ тахçантанпах кĕтекен саккунăн — «Вăрçă ачисем çинчен» — проектне пăхса тухрĕç. Аса илтеретпĕр: Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулнă вăхăтрах «вăрçă ачисен» статусне палăртасшăн пулнă. Олег Алексеевич хăйĕнчен асăннă статуса çирĕплетме ыйтакан нумай пулни пирки ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе йĕркеленĕ тĕлпулура та, унтан тунтикунсерен иртекен канашлура та пĕлтернĕччĕ. Акă тинех çав çынсен ĕмĕчĕ пурнăçланать: депутатсем Чăваш Республикин «Вăрçă ачисем çинчен» саккунне йышăнас тесе сасăларĕç.

Парламентăн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов пĕлтернĕ тăрăх — «вăрçă ачисем» категорие Раççейĕн 1927 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕччен çуралнă гражданĕсем, Чăваш Республикинче пурăнакансем, кĕреççĕ. Саккунра «вăрçă ачисен» юридици статусне çирĕплетнĕ, вĕсене удостоверени памаллине, финанспа çыхăнман социаллă гарантисемпе тивĕçтермеллине палăртнă. «Вăрçă ачисене» социаллă пулăшу кÿрекен учрежденисенче /тĕслĕхрен, ветерансем, сусăрсем, пенсионерсем валли тунă интернат çуртсенче/, медицина организацийĕсенче черетсĕр йышăнĕç, пахалăхлă пулăшупа тивĕçтерĕç. Килте социаллă пулăшупа усă курас текенсен те черет кĕтме тивмĕ. Олег Николаев шухăшĕпе — «вăрçă ачисен» статусне саккунпа çирĕплетнĕ хыççăн малашне финанс пулăшăвĕн мерисене те йышăнма майсем пулĕç, паллах, республика хыснин майĕсене шута илсе. Патшалăх Канашĕн депутачĕсем çак саккуна пурте пĕр саслăн пулса йышăнчĕç. Асăннă категорие кĕрекен çынсем халех влаç органĕсене тав сăмахĕ каланине пĕлтерчĕç.

Аслă ăрури çынсем тепĕр самантшăн та питĕ савăнасси иккĕлентермест: республика ертÿçин хушăвĕпе килĕшÿллĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене тата инваличĕсене 25-шер пин тенкĕ хушса тÿлесси. Алена Елизарова министр сессире пĕлтернĕ тăрăх — çак укçана çу уйăхĕнче, Çĕнтерÿ кунĕччен, парĕç. 

Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче. 

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас