Комментари хушас

15 Ака, 2020

Коронавирус ыйтăвĕпе хĕрÿ лини иртрĕ

Паян Чăваш наци телевиденийĕпе, Чăваш наци радиовĕпе тата Тăван радиопа тÿрĕ эфирта Чăваш Республикинче коронавирус сарăлассине чарас тĕллевпе йĕркеленĕ оперативлă штабăн хĕрÿ линийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Владимр Степанов, ЧР ĕç тата социаллă хÿтлĕх Алена Елизарова тата ыттисем хутшăнчĕç. 

Телекуравçăсемпе радио итлекенсем чылай ыйту пачĕç. Халăха килте ларнă вăхăтра дачăна çÿресси, больничнăйсем илесси тата ытти те пăшăрхантарать. 86 çулти ватă вара коронавирус пирки информаци сахал пулнишĕн пăшăрханать. Чăваш Енри лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашасшăн вăл.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн çитес номерĕнче. 

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.