Олег Николаев: «Мăнкун савăнăçĕ кашни киле çиттĕр»
Хаклă юлташсем!
Чăваш Республикинчи православи христианĕсене Мăнкунпа пĕтĕм чунтан саламлатăп!
Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ кăçал, шел те, ăна унчченхилле ирттерме кансĕрлерĕ. Уява эпир хăнăхнă йăлапа чиркÿсенче кĕтсе илеймĕпĕр, пирĕн килте пулма тивĕ — çакă хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен хăрушсăрлăхĕшĕн кирлĕ.