Тепĕр Мăнкунччен лайăх пурăнасчĕ

14 Ака, 2017

Чăваш ялĕсенче йăла-йĕрке манăçман-и?

Ĕлĕк чăвашсем Мăнкуна епле уявланă? Паян çав йăла упранса юлнă-и? Тури чăвашсемпе анатрисен йăли-йĕрки пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăрать? Çак тата ытти ыйтăва шăпах Мăнкун умĕн хускатас терĕмĕр.

Мăнкунра çерçи те ĕçке чĕнет

Е тата: «Мăнкунра салакайăкăн та сăра пур», «Мăнкун килет мăн çулпа, иртсе каять вак çулпа», «Мăнкун сарă çакать», «Мăнкун пур чух та ташăпа килет», — тенĕ ваттисем. Хресченсем Мăнкунпа çур аки пĕр вăхăтра килнине сăнанă. Вăл маларах килнĕ çул çуркунне те иртерех пулать. «Мăнкунра хĕвел ташласа тухать», — теççĕ аслă ăрурисем. Хĕвел ташланине курассишĕн ачасем ыйха татса тăрса лараççĕ... Авал нумай халăх, çав шутра чăвашсем те, çĕнĕ çул пуçланнине çуркунне, Мăнкунра, паллă тунă. Православи тĕнĕ сарăлсан чăвашсен Мăнкунĕ Христос чĕрĕлнине уявланипе пĕрлешсе кайнă. Кăçал православи тĕнне пăхăнса пурăнакансен тата католиксен Мăнкунĕ пĕр кунра — ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче — килет. Ытларах чухне вĕсем Христос чĕрĕлнине тĕрлĕ вăхăтра паллă тунă. Турра ĕненекенсем Мăнкун умĕн типĕ тытаççĕ, чиркĕве çылăхсене каçарттарма, сыпма çÿреççĕ. Аслă типĕ кăçал нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланчĕ те акан 15-мĕшĕччен пырать. Чăвашсем Мăнкунра пĕр-пĕрне: «Христос чĕрĕлнĕ», «Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ!» — теççĕ. Хăйсен савăнăçне виçшер хут каласа палăртаççĕ.

Несĕлĕмĕрсен авалхи йăлисене аса илес тĕк, тури чăвашсем Мăнкун умĕн усал-тĕселе хăваламалли уява — Вирĕм — паллă тунă. Анатри чăвашсен Сĕрен ятлă вăл. Тĕне кĕмен чăвашсем Мăнкун умĕн ваттисене асăнса Калăм йăли-йĕркине тунă. Мунча хутнă, ваттисене çăвăнма чĕннĕ. Çав вăхăтрах Калăм кивĕ çула ăсатни те шутланнă. Çавăнпах халăх калаçăвĕнче «Калăм эрни — каялла, Мăнкун эрни малалла» тени пур.

Çĕрле — «Автан кĕллине»

Çулталăкри чи çутă уявра ĕлĕк ачасем ялăн хĕвел тухăç енчи укăлчине хĕвеле кĕтме тухнă, хĕвел хаваслăн ташласа хăпарнине курасшăн пулнă. Пысăк праçник умĕн хĕрарăмсем пÿрте çуса тасатнă, кăмакана шуратнă. Арçынсем вите-лупасра, картишре тирпейленĕ. Праçник валли ятарласа сăра вĕретнĕ, пичке тултарнă. Мăнкун умĕн мунча хутса кĕнĕ, çĕрле чиркĕве «Автан кĕллине» кайнă. Уяв кунĕнче ачасем те, аслисем те çĕнĕ кĕпе тăхăннă. Çăмарта хĕретнĕ, чăкăт, кукăль пĕçернĕ. Ачасемпе çамрăксем урамра чуччу ярăннă, вылянă. «Вĕттисем» килтен киле хĕретнĕ çăмарта пуçтарса çÿренĕ. Аслисем рете пухăннă. Мăнкунра пĕрремĕш килекен çынна минтер çине лартнă. Çурта малтан арçын кĕнĕшĕн хĕпĕртенĕ. Ку ырра-мĕн.

Мăнкун умĕн пÿрт çăвас йĕрке ялсенче паянхи кунчченех упранса юлнă. Кирек кам та Мăнкуна Çĕнĕ çула кĕтнĕ чухнехи пекех хатĕрленет. Ытларахăшĕ сухан хуппипе çăмарта хĕретет, хăшĕсем сăра тăваççĕ, Мăнкун çăкăрне /кулич/ пĕçереççĕ, тăпăрчăпа иçĕм çырлинчен пасха янтăлаççĕ. Тури чăвашсемпе анатрисен йăли-йĕрки пĕр-пĕринчен кăштах уйрăлса тăрать. Калăпăр, Елчĕк районĕнчи Энтепере Мăнкун речĕ ирттересси те пĕтмен-ха. Ăратнерисем уяв кĕрекине пухăнаççĕ. Кунта праçник тĕлне кашни килтех йăвача пĕçереççĕ. Мăнкунра ачасем хутаçпа çăмарта пухса çÿреççĕ, килĕрен киле кĕреççĕ. Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçсем те ратнерисемпе пухăнассине манăçа кăларман. Ырă йăлана упраса хăварас тесе культура ĕçченĕсем Мăнкунра ратнесене библиотекăна пуçтараççĕ. Кашни ратне хăйсен юррисене шăрантарать, харпăр хăйĕн тĕррипе, апачĕпе паллаштарать. Кун пек мероприятие вунна яхăн ратне пухăнать. Ялта пурĕ 20 ытла ратне.

Трак тăрăхĕнче вара ратнесем пухăнмаççĕ. Хĕретнĕ çăмартана тăвансем патне кайса ылмаштарма та пăрахнă ĕнтĕ халĕ. Уяв тĕлне çăмарта хĕретнисĕр пуçне хăй вăхăтĕнче чăкăт, çăмарта хăпартни тунă, çĕр улми, тăпăрчă икерчисем, çÿхÿ, кукăльсем пĕçернĕ. Ачапчана мăйăрпа хăналанă. Халĕ Мăнкун сĕтелĕ çине мĕн тутли пур — йăлт лартатпăр. Самана ылмашнă май хăналанмалли çимĕçĕсем те улшăнаççĕ. Пулăпа, какайпа, лавашпа йăваланă рулет, пицца, салат... Анатри чăвашсем Мăнкун сĕтелĕ хушшине ларсан паянхи кунчченех «паттăра» палăртаççĕ. Камăн хĕретнĕ çăмарти çĕмĕрĕлмест — çавă паттăр. Ку çăмартана упраççĕ. «Паттăрĕ» урăх çăмартана çиет. Çĕмĕрĕлмен çăмартана турăш умне хураççĕ. Ăна çулталăк, тепĕр Мăнкунччен, упраççĕ. Тури чăвашсен хушшинче ку йăла анлă сарăлман.

Çынсем халĕ чиркĕве ытларах çÿреме пуçларĕç. Анчах чылайăшĕ уяв йăли-йĕркине туллин пĕлмест. Йăла-йĕркене çирĕп тытса пынă ватăсем вилсе пыраççĕ. Шел те, çамрăкраххисем вĕсенчен ыйтса, вĕренсе юлма тăрăшмаççĕ.

Роза ВЛАСОВА

 

ШУХĂШСЕМ

Алина КАРПОВА, журналист:

— Хĕрлĕ Чутайсем Мăнкуна хăйне евĕр ирттереççĕ. Пускапупа пускаçу /хреснашшĕпе хреснамăшне çапла калаççĕ. — Авт./ хăйсем чиркÿре тытнă ачисем патне хĕретнĕ çăмартасемпе, парнесемпе çÿреççĕ. Пĕр кунра темиçе ачана савăнтараççĕ. Пирĕн хресна ывăлпа хĕр нумай та Мăнкунра кунĕпех парнесемпе çÿретпĕр. Унчченхи çулсенче хĕретнĕ çăмартапа канфет кăна панă тăк, халĕ парнесемпе /ытларах чухне кĕпе-тумтирпе/ савăнăç кÿреççĕ. Чутайсен Мăнкун сĕтелĕ Çĕнĕ çулти пекех пуян. Ара, уява кумсем те килеççĕ вĕт. Кил-çурта малтанах çуса тасатаççĕ. Çăмарта хĕретеççĕ, çăмарта хăпартни, Мăнкун çăкăрĕ /кулич/ пĕçереççĕ, салатсем лартаççĕ. Пускапупа пускаçуна пĕчĕккисем уйрăмах кĕтеççĕ. Эпĕ хамăн хресна ачасем патне вĕсем шкул пĕтеричченех çÿренĕ. Ачасем çак кун çăмартана вылямалла кăна çĕмĕреççĕ.

Татьяна ЛЯВИНА, Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа клубĕн ĕçченĕ:

— Ăратнесем пĕрле пухăнасси йăларах-ха. Мăнкун умĕн пÿрте кăна мар, сарайсене те йăлт шăлса тасататпăр. Мунча таран çăвакан та пур. Чÿрече каррисене çĕннисене çакатпăр. «Юрать, Мăнкун килет», — тетпĕр. Уяв сĕтелĕ валли яланах шăрттан тăватпăр, тĕрлĕ кукăль пĕçеретпĕр, кăмакана хур лартатпăр. Ăна Мăнкун валли тесех юри упратпăр. Йăвача пĕçеретпĕр, пăрçа ăшалатпăр. Ачасем ял тăрăх хĕретнĕ çăмарта пухаççĕ. Пĕлтĕр пирĕн пата 35 ача килнĕччĕ. Чи малтан килекене минтер çине лартатпăр. «Чăхсем, хурсем чĕп лайăх кăларччăр, виçĕ минут та пулин шăп лар», — тетпĕр ачана. Асламăшĕсемпе кукамăшĕсем мăнукĕсене çăмарта пухма чечеклĕ хутаç çĕлесе параççĕ. Çынсем çăмартапа пĕрле шăккалат та, улма-çырла та параççĕ. Çăмартана ытларах чухне сухан хуппипе хĕрететпĕр. Ачасем хутаçсене тултарсан çерем çине çăмарта кустарма каяççĕ. Лапталла, çĕр касмалла, чăх картилле тата ытти вăййа выляççĕ. Ялта таканккипе /чуччупа/ ярăнаççĕ. Çулталăкĕпех çĕнĕ çи-пуç илмелле пултăр тесе Мăнкунра çĕнĕ кĕпе тăхăнатпăр. Хĕпĕртеве палăртма кăпăклă сăра вĕрететпĕр. Сĕтел хушшинче «паттăра» палăртнă чухне паттăр юррине юрлатпăр:

Паттăр çăмартине те, ай, кам тăвать?

Çичĕ çул ларнă чăххи те, ай, тăвать.

Çак уявра паттăра, ай, кам юлать?

Ĕмĕр кам паттăр пулнă, çав та, ай, юлать.

Хамăр тăрăхри йăла-йĕркене упраса хăварас, çамрăксене вĕрентсе хăварас тĕллевпе Мăнкун йĕрки-куркине пĕлтĕр сцена çинче кăтартрăмăр. Çăмарта пухнине, минтер çине лартнине, рет пухăннине сăнларăмăр.

Геннадий КУЗНЕЦОВ, çыравçă:

— Паллах, Йĕпреçсем те çăмарта хĕретеççĕ. Урпаран сăра вĕретеççĕ. Сĕтел çине тин кăна юхма тытăннă хурăн тата вĕрене шывне лартаççĕ. Унтах — кукăль-икерчĕ, çăмарта хăпартни. Мăнкун эрнинче тăвансем патне Калăм пăтти çиме çÿреççĕ. Эпир Хурамала каятпăр. Мăнкунра пĕр килте хăналанаççĕ. Ытти кун вара темиçе киле те çитеççĕ. Калăм пăттине хура тул, рис, вир кĕрписенчен пĕçереççĕ. Ун çине пĕçернĕ çăмартана вĕттĕн тураса сапаççĕ. Çав тери тутлă пăтă. Ачасене çĕнĕ кĕпе тăхăнтартаççĕ. Астăватăп-ха: пире хăй вăхăтĕнче таканлă çăпата туса, пир кĕпе çĕлесе паратчĕç. Уншăн та савăннă. Çамрăк чухне ялти йăмра çине чуччу çакатчĕç. Унта хĕрсемпе ярăнни те куç умĕнчех. Халĕ яшсемпе пикесене ун пекки илĕртмест.

Сергий ПЕГАСОВ протоиерей, Улатăр-Пăрачкав Епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ, Аслă Арапуçри Раштав ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ:

— Мăнкун — питĕ пысăк праçник, уявсен уявĕ. Кирек кам та — Турра ĕненет-и вăл, çук-и — пĕрех Мăнкуна лайăх кĕтсе илме тăрăшать. «Тепĕр Мăнкунччен лайăх пурăнасчĕ», — тет кĕрекере ларнă чухне те. Йăли-йĕркине йăлтах пĕлмеççĕ пулсан та ăна кĕтеççĕ. Мăнкунра чиркĕве халăх çулран-çул ытларах пырать. Ĕненменнисем те çурта тытса тăраççĕ, чиркÿ тавра утса çаврăнаççĕ. Йăлтах ăнланмаççĕ пулсан та — пыни паха. Христоса эпир Çăлакан тетпĕр, вăл пире çăлма, пирĕн çула уçса пама килнĕ. Эпĕ çынсене тĕрĕс пурăнасчĕ тесе вĕрентетĕп, çамрăксемпе калаçатăп. «Пĕлменнине Турă каçарать, ыйтма, калаçма ан вăтанăр», — тетĕп.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.