Ача сачӗсенче - "Халӑх культурин фестивалӗ"
Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарса пынӑ май республикӑри ача сачӗсенче "Халӑх культурин фестивалӗ" пуҫланчӗ. Ҫавӑн пекех ӑна Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑваш халӑхӗн культура пуянлӑхне, йӑли-йӗркине упраса хӑварас, аталантарас тӗллевпе Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ "Халӑх культурин фестивалӗ" ҫулленех иртет.
"Аваллӑх халапӗсем" чӑваш историйӗн кунӗнче шкул ҫулне ҫитмен ачасем виртуаллӑ мелпе хула музейӗсенче пулӗҫ, калаҫӑва хутшӑнӗҫ, презентаци тата фильм курӗҫ. Педагогсем ачасене чӑваш Паттӑрӗпе паллаштарӗҫ, халӑх вӑййисене выляттарӗҫ.
Дежурнӑй ушкӑнсенче кӗвӗ уявӗсем иртӗҫ. Килте ларакан ачасем вара ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле чӑвашла юрӑ шӑрантарса видео хатӗрлӗҫ.
"Ӑстасен хули" халӑх ӑстисен кунӗнче тӑван енпе паллашма пулӗ. Педагогсем ачасене чӑваш ал ӗҫне вӗрентмешкӗн дистанци мелӗпе ӑсталӑх класӗ ирттерӗҫ. Ку мероприяти шӑпӑрлансене тӑван халӑх культурин пуянлӑхне тата хӑйне евӗрлӗхне туйса илме май парĕ.
www.hypar.ru cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас