"Ҫак чире ҫĕнтеретпĕрех"

21 Ака, 2020

Паян ЧР Правительство ҫуртĕнче ЧР Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑх пурнăçлаканĕ Олег Николаев ертсе пынипе Хулари тĕп больница врачĕсемпе ВКС ҫыхӑну иртрĕ.

Вĕсен, 16 шурӑ халатлипе 7 пациентӑн акан 13-мĕшĕнчен хупӑнса пурӑнма тивет. Апла пулин те тухтӑрсем хӑйсене лайӑх туйни пирки пĕлтерчĕҫ. Кулленхи кун йĕркине те пӑхӑнаҫҫĕ-мĕн вĕсем, зарядка тӑваҫҫĕ.

"Пысӑк тав сире, ĕҫĕршĕн, лайӑх кӑмӑллӑ пулнӑшӑн. Лайӑх кӑмӑл чире парӑнтарма пулӑшать. халӑха манӑн ҫапла чĕнсе калас килет: "Сыхланӑр, килтен тухса ҫӳреме ан тӑрӑшӑр. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫак чире ҫĕнтеретпĕрех. Сывлӑх учрежденийĕсене хатĕрленĕ эпир. Муниципалитетсене дезинфекци хатĕрĕсене ҫитернĕ", - терĕ Олег Алексеевич.

Тĕплĕнрех -"Хыпар" хаҫатӑн черетлĕ кӑларӑмĕнче.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

Комментари хушас