Наци проекчĕсене пурнăçланă чухнехи саккунлăх ыйтăвĕсене ытларикун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен канашлу ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.
Тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура вĕрентӳ министрĕ «Профессионалитет» программăпа бюджет вырăнĕсене 3,4 пине яхăн çамрăка вĕренме йышăнни çинчен пĕлтерчĕ. Шăпах — тĕрлĕ сферăра кирлĕ специальноçсемпе. Çак тĕллевпе модăри хăш-пĕр специальноçа коммерци никĕсĕ çине куçарма тивнĕ, тĕрлĕ отрасль ыйтаканнисене симĕс çутă панă. Михаил Ноздряков çак ыйтупа малалла ĕçлемеллине палăртрĕ — ĕç рынокĕнче мĕнле специалистсем ытларах кирлине тимлĕ сăнаса тăма сĕнчĕ.
Тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура пăхса тухнă темăсенчен пĕри — Улатăр, Çĕмĕрле, Куславкка хулисенчи ăшăпа тивĕçтерекен хуçалăха çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесси. Строительство министрĕ Михаил Коледа асăннă виçĕ хулари ăшă сечĕсене çĕнетме, юсама пысăк укçа — 3,3 миллиард тенкĕ — уйăрнине аса илтерчĕ. Çавна май ĕçсен калăпăшĕ те питĕ пысăк.
Республика кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 957 пин тонна пухса кĕртнĕ. Кашни гектар тухăçĕ вăтамран 33,2 центнерпа танлашнă. Çак тата ытти кăтартăва тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова пĕлтерчĕ.
«Аслисем — ачасем валли» акцие хутшăннă май Тăвай округĕнче 150 пин тенкĕлĕх чупмалли ятарлă йĕлтĕрсем туяннă.
Вĕсене «Аль» спорт шкулне панă. Сăмах май, кунта вĕренекенсем йĕлтĕрпе чупас енĕпе лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Çакнашкал пулăшу спортсменсене çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлмашкăн хавхалантарĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ ирттерекен тунтикунхи канашлура вузсем, вăтам професси вĕрентӳ организацийĕсем яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа вĕренме йышăнмалли кампани кăтартăвĕсене тишкерчĕç. Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров кăçал çамрăксене вĕренме йышăнмалли 912 бюджет вырăнĕ хушăннине палăртрĕ — пĕтĕмпе 11522 вырăн. Çав шутран 4346-шĕ — вузсен тӳпи.
Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче республикăн промышленноç производстви иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 23% пысăкланнă. Промышленноç производствин ӳсĕмĕпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче малти вырăна тухнă. Çакăн çинчен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтерчĕ.
«Халăхсен хушшинчи коопераци тата экспорт» наци проектне пурнăçа кĕртнипе пĕрлех çуллен çĕршывра халăхсен хушшинчи коопераци тата экспорт енĕпе «Çулталăк экспортерĕ» преми парас тĕллевпе Пĕтĕм Раççейре конкурс ирттереççĕ.
Кăçал Чăваш Енрен унта 51 заявка тăратнă, конкурсра пăхма 43-шне йышăннă.
«Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн регионти филиалĕ мĕн йĕркеленнĕренпе ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пур енлĕ пулăшать. Унăн ертÿçи Елена Зайцева каланă тăрăх, 3 уйăхра 922 çынна йышăннă, 1300 ытла ыйтăва пăхса тухнă.