Салтаксен ыйтăвĕсене татса параççĕ

14 Авăн, 2023

«Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн регионти филиалĕ мĕн йĕркеленнĕренпе ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пур енлĕ пулăшать. Унăн ертÿçи Елена Зайцева каланă тăрăх, 3 уйăхра 922 çынна йышăннă, 1300 ытла ыйтăва пăхса тухнă.

Чылай чухне фонда пыракансем социаллă пулăшупа, çар ĕçĕсен ветеранĕн статусне тивĕçессипе çыхăннă ыйтусемпе пыраççĕ. Унсăр пуçне медицина тата психологи, юридици пулăшăвĕ пама ыйтаççĕ. Ĕç тупассипе, çĕнĕ професси алла илессипе çыхăннă ыйтусене татса пама калаççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăннă Максим халĕ операци хыççăн реабилитаци витĕр тухать. Вăл çар ĕçĕсен ветеранĕсене паракан çăмăллăха илмешкĕн пулăшма ыйтнă. Ăна ветеран пулнине ĕнентерекен удостоверение панă, уйăхсерен укçа тÿлеме тытăннă. Максимăн тĕп тĕллевĕ çĕнĕ професси алла илесси пулнă. Вăл службăна таврăнас тĕллевпе пурăнать. Çавăнпа пилотсăр вĕçекен аппаратпа ĕçлекен оператор пуласшăн. Социаллă координаторсем вăл кирлĕ специальноçпа вĕрентĕр тесе ĕç сĕнекен центр ĕçченĕсемпе тĕлпулу йĕркеленĕ.

Сергей та фонда çавнашкалах ыйтупа пынă. Вăл ятарлă çар операцийĕнчен таврăнсан ĕç шырама тытăннă. Социаллă координаторсем ăна урăх енпе вĕренме сĕннĕ. Çитес вăхăтра вăл урăх профессие алла илĕ. Фонд ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, пулăшу ыйтса пыракан кашни çынпа, çав шутра çар ĕçĕсен ветеранĕсемпе тата пурнăçран уйрăлнă салтаксен тăванĕсемпе те, уйрăммăн ĕçлеççĕ. «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн Чăваш Енри уйрăмĕ Шупашкарти Мускав проспектĕнчи 3-мĕш çуртра вырнаçнă. Унта 8/8352/ 70-94-26 номерпе шăнкăравласа канăçсăрлантаракан ыйтăва пама, пулăшу ыйтма пулать.

www.hypar.ru

Комментари хушас