Комментари хушас

18 Авăн, 2023

Округсенчи техникумсенче вĕренекен сахал

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ирттерекен тунтикунхи канашлура вузсем, вăтам професси вĕрентӳ организацийĕсем яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа вĕренме йышăнмалли кампани кăтартăвĕсене тишкерчĕç. Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров кăçал çамрăксене вĕренме йышăнмалли 912 бюджет вырăнĕ хушăннине палăртрĕ — пĕтĕмпе 11522 вырăн. Çав шутран 4346-шĕ — вузсен тӳпи.

Аслă вĕренӳ заведенийĕсенчи кашни вырăншăн вăтамран 7,1 çын кĕрешнĕ. Ку енĕпе рейтингра Чăваш патшалăх университечĕ малта — унта конкурс 7,7 çынпа танлашнă. Вĕренме кĕмелли вăтам балл та унта чи пысăкки — 208. Педуниверситетра ку кăтарту 186-па танлашнă, аграри универститетĕнче — 155. Министр кăçал абитуриентсем ытларах килĕштернĕ специальноçсене те асăнчĕ: лингвистика, стоматологи, юриспруденци, информаци хăрушсăрлăхĕ, транспорт тата технологи хатĕрĕсем, кадастрпа çĕр йĕркелӳ, фармаци...

Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа вĕренме тĕллевлĕн йышăнмашкăн кăçал вузсем 844 вырăн уйăрнă. Анчах пĕтĕмпе те 402 çынна кăна йышăннă. Дмитрий Захаровăн шухăшĕпе, аслă шкулăн муниципалитетсен влаçĕсемпе тачăрах çыхăну тытмалла — тĕллевлĕ вĕрентӳпе туллин усă урмалла.

Техникумсенчи ĕç-пуçа хакланă май Дмитрий Анатольевич вĕсенчи бюджет вырăнĕсен шучĕ 7,2 пине яхăн пулнине пĕлтерчĕ. Вĕренме кĕмешкĕн панă заявленисен шучĕ пĕр вырăн пуçне 1,5-пе танлашнă. Ку енĕпе тĕп хулари вĕренӳ заведенийĕсен — электромеханика, професси, медицина колледжĕсен, хула хуçалăхĕн теникумĕн — кăтартăвĕсем лайăх. Муниципалитет округĕсенчи техникумсенче вĕренес кăмăллă çамăрăксем вара йышлă мар иккен — пĕр вырăна вăтамран 0,8 çын кăна тивет.

Патшалăх Канашĕн спикерне Леонид Черкесова çамрăксен пысăк йышĕ тăван республикăра юлманни пăшăрхантарать — çак ĕç-пуçа сăнлакан цифрăсемпе кăсăкланчĕ. Дмитрий Захаров каланă тăрăх, ку лару-тăру лайăхланни палăрать: унччен шкул пĕтернĕ çамрăк ентешсен вузсене ăнтăлакан йышĕн 60% рспублика тулашĕнчи аслă шулсене куç хывнă, халĕ çак кăтарту пĕчĕкленнĕ — 30-40% шайĕнче.

Михаил Ноздряков вара вузсенчи тĕллевлĕ вырăнсем «вакантлă» пулнинчен тĕлĕнчĕ: «Хамăр çав вăхăтрах муниципалитетсенче кадрсем çитменни пирки калаçатпăр. Тĕллевлĕн вĕрентни шăпах çамрăк çынна вăл е ку территори çумне «çыхса хума» май парать...»

Дмитрий Захаров çак ĕç-пуçа сăнлакан слайда ятарласа, тема çивĕчлĕхне палăртас шутпа, презентацие кĕртни пирки калама тăчĕ те — Михаил Ноздряков ăна татăклăн пӳлчĕ: «Эсир хăвăрăн слайдăра ан мухтăр — вузсем вырăнсенчи влаçсемпе çыхăну тытса ĕçлессине йĕркелесси пирки калăр!» Кадрсен дефицичĕ медицинăра уйрăмах çивĕччине кура калаçăва Сывлăх сыхлавĕн министерствин представителĕн те хутшăнма тиврĕ. Вăл палăртнă тăрăх, вăл е ку медучрежденире ĕçлемешкĕн укçа тӳлесе тĕллевлĕн вĕрентнĕ чылай çамрăк алла диплом илнĕ хыççăн хăйсене çирĕплетнĕ медучрежденисене каясшăн мар иккен. Министерствăн чылайăшĕнпе судлашма, тăкаксене суд урлă саплаштарма тивет. Çавăнпа, ун шучĕпе, тĕллевлĕн вĕрентессин хальччен усă урнă мелĕсене улăштармалла — хальчченхи йĕрке тухăçсăр.

Улăштарассине Михаил Ноздряков та хирĕçмест, вăл округсенчи техникумсен ĕçне те тĕпрен çĕнетемелле тесе шухăшлать: «Пĕр вырăна — 0,8 çын... Çакă е унти вĕрентӳ шайĕ ниме юрăхсăррине, е вĕрентекен специальноçсем никама та кирлĕ маррине кăтартать. Эпир вĕсене тытса тăма пысăк укçа тăкаклатпăр. Е специальноçсене çĕнетмелле, е вĕрентӳ учрежденийĕсен ĕçне оптимизацилемелле».

Улатăрти технологи техникумĕнче абитуриентсен йышĕ пĕр вырăна 0,6 çын кăна — çакăн пирки калаçу пулнă май /«урамран кама та пулин тытса кĕрсе вĕрентме хатĕр — анчах çавна та тăваймаççĕ»/ каллех Леонид Черкесов сăмах хушрĕ — Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ, автофургон комбиначĕ рабочисем çитменнипе нушаланнине аса илтерчĕ. Мĕншĕн хайхи техникума çав предприятисем валли ĕçлеттерес мар? Ку шухăшпа Михаил Ноздрякова та килĕшрĕ — вĕренӳ заведенийĕсен тĕллевĕсене çавнашкал пысăк предприятисен нушисене пăхăнтармаллине палăртрĕ.

www.hypar.ru