«Ыттисен» шалăвĕ те хушăнать
Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнчи уйрăм тема — ĕç укçи. РФ Президенчĕн указĕсемпе килĕшӳллĕн бюджет ĕçченĕсен шалăвĕн ӳсĕмне шута илнĕ. Вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи кăçал 14,7% хушăннă — 38,3 пин тенкĕрен иртнĕ. Çитес çул та ӳсĕм курăмлă пулмалла — 8,9% ӳссе 41,4 пин тенкĕ патне çывхармалла. Вĕрентекенсемпе медиксемсĕр, культура ĕçченĕсемсĕр пуçне бюджетран укçа илекен ытти çын та пур — «ыттисем» тесе палăртакан çак йышăн шалăвĕ Çĕнĕ çултанах 8,5% пысăкланĕ. Ку, паллах, бюджетшăн ансат мар, анчах кирлĕ укçана резервланă.