Укçапа тухăçлă усă курмалла
Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков тунтикунхи канашлура кăрлач-авăн уйăхĕсене бюджет тупăшĕ-расхучĕ урлă хакларĕ. Республикăн пĕрлехи бюджетне пурнăçласси профицитлă — тупăш 77,7 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çакă çынсен ĕç укçи хушăннине кура налуксен калăпăшĕ пысăкланнипе те сăлтавланать. Михаил Геннадьевич республика уйăхсерен бюджетăн 6-7 миллиард тенкине тăкакланине çирĕплетрĕ. Юлнă виçĕ уйăх валли вара тата 30 миллиард юлать, эппин, уйăхсерен усă курмалли виçе те пысăкланать — 10-шар миллиард патнелле. Çавна май вăл тăкак статйисене пурнăçлас тĕлĕшпе çине тăрарах ĕçлеме чĕнсе каларĕ.
Укçапа хуçаланакан тĕп тытăмсен кăтартăвĕсене тишкерсен те хăшĕ-пĕри юларах пыни палăрать. Вĕрентӳ министерстви кăçал уйăрма палăртнă укçан 74% усă курнă, Сывлăх сыхлавĕн, Ĕçлев министерствисен кăтартăвĕсем те аван, ГКЧС, Строительство, Цифра, Экономика аталанăвĕн министерствисем тĕлĕшпе вара ӳпкев пулчĕ. Юлашкинчен асăннă министерствăн хайхи кăтартăвĕ 27% шайĕнче кăна.
Бюджета тӳрлетме палăртнине, тупăш тата 7,5 миллиард тенкĕ хушăнассине кура кăçалхи тăкаксен пĕтĕмĕшле виçи 98 миллиард тенкĕ урлă та каçмалла. Патшалăх парăмĕ пирки те сăмах пулчĕ. Вăл та пысăкланнă — 13,2 миллиард тенке яхăн. Михаил Геннадьевич ку çулсем, ФАПСем тума, автобуссем туянма кредитсем илме тивнипе çыхăнни çинчен каларĕ. Анчах çав кивçен пĕтĕмпех — бюджет кредичĕсем, вĕсем коммерци кредичĕсенчен самай йӳнĕрех.
Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев укçа-тенкĕ тĕлĕшпе уçăлнă майсемпе тухăçлă усă курма чĕнсе каларĕ. Çав майсем «шала кайнă» ыйтусене, чи малтанах вĕрентӳ учрежденийĕсемпе çыхăннисене, татса пама та, аталану тĕллевĕсене пурнăçлама та пулăшмалла.
Комментари хушас