Шупашкарта кĕçнерникун РФ Федераци Канашĕн Конституци саккунĕсем тата патшалăх строительстви енĕпе ĕçлекен комитечĕн вырăна тухса йĕркеленĕ ларăвĕ иртрĕ. Пухăннисем «Судпа айăпланнисен паянхи условисенчи ресоциализацийĕ» ыйтăва сӳтсе яврĕç.
Тунтикунхи канашлу пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе çыхăннă ыйтупа вĕçленчĕ. Вăл, тĕрĕссипе, малтан палăртнă кун йĕркинче çукчĕ, анчах Павел Данилов вице-премьер сăмах памашкăн ятарласа ыйтрĕ те — çакă та сисчĕвленме сăлтав пачĕ.
Хуçасăр гидротехника сооруженийĕсемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов тунтикунхи канашлура çĕклерĕ. Республикăра ГТСсен шучĕ 554-па танлашать. 82-шĕ — хуçасăр. Муниципалитетсен вĕсене хăйсен балансне илмелле — кун пирки вĕсемпе калаçса татăлнă. Çулталăк пуçланнăранпа хуçасăррисен шучĕ самай чакнă, анчах хăш-пĕр округра унашкаллисем çав-çавах чылай-ха. Вĕсен пуçлăхĕсен канашлура çакăн сăлтавне ăнлантарма тиврĕ.
ОРВИ, грипп, коронавирус тĕлĕшпе пулма пултаракан эпидеми тапхăрне хатĕрленесси ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 2022 çулхи ĕçĕн чи лайăх кăтартăвĕсемшĕн паракан гранта ку хутĕнче Шупашкар хулин тата Çĕрпӳ, Красноармейски муниципалитет округĕсен администрацийĕсем илĕç. Çакăн çинчен Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтерчĕ.
Наци проекчĕсене пурнăçланă чухнехи саккунлăх ыйтăвĕсене ытларикун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен канашлу ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.