Комментари хушас

28 Авăн, 2023

Парăнманнисен йăхĕнчен

Чăваш Ен вĕренекенĕсем Халăхсен хушшинчи «Парăнманнисем» проекта хутшăнакансен йышне кĕнĕ.

Шупашкарти 2-мĕш лицейри Ксения Исаевăпа Александра Кудряшова, 65-мĕш шкулти Анастасия Васильева, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов ячĕллĕ 22-мĕш шкулти Илья Якимов, 61-мĕш шкулти Герман Лапшин, 59-мĕш шкулти Дарья Андреева çул çÿреве тухĕç. Ачасен Волгоградран пуçласа Пятигорска çитиччен 9 хулана çитме май пулĕ. Вĕсем Кавказшăн тата Сталинградшăн пынă çапăçусем вĕçленнĕренпе 80 çул çитнине халалланă мероприятисене хутшăнĕç. Герой-хуласенче, çар мухтавĕн хулисенче пулса курĕç. Çула май хастарсем Çĕнтерÿ чи пысăк ялавне сарĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: