Асӑннӑ вĕрентӳ заведенийĕнче тĕплĕ юсав хыҫҫӑн мĕнле улшӑнусем пулнипе паллашрĕ. Лицейра учительсен ҫурла уйӑхĕнчи канашлӑвĕ умĕн "ҫавра сĕтел" иртрĕ. Унта пултаруллӑ вĕрентекенсене, ветерансене чĕннĕ. Мероприятире вĕрентӳ ĕҫĕнчи ҫĕнĕлĕхсемпе ҫитменлĕхсем ҫинчен калаҫу пуҫарчĕҫ. Ку вара Педагогпа наставник ҫулталӑкĕнче уйрӑмах пĕлтерĕшлĕ.
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттерекен тунтикунхи канашлура шкулсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлесе çитерес ыйтупа вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров сăмах илчĕ. 759 шкулпа садикрен, техникум-колледжран 666-шне тивĕçлĕ комиссисем йышăннă ĕнтĕ — вĕсем Пĕлӳ кунне хатĕр. Ыттисене те авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнĕç.
Регион экономикин аталанăвĕн хăвăртлăхĕ Раççейри вăтам шайран пысăкрах. Çакна тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Кранов цифрăсемпе çирĕплетрĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттерекен тунтикунхи канашлура калаçу çак кунсенче иртнĕ пысăк мероприятисем тавра пулчĕ. Спорт министрĕ Василий Петров патшалăхăн физкультурăпа спорт аталанăвĕшĕн яваплă органĕсене туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ. Пăнчă ларман-ха — юбилей çулталăкĕ малалла пырать. Çак тапхăрта ветерансене, спортра паллă йĕр хăварнă ентешсене чыслас тĕлĕшпе тимлĕх уйрăмах пысăк пулмалла.
Унăн пĕр лапамĕнче - Чăваш наци музейĕнче - "Укça-тенкĕ енĕпе пĕлÿ паракан волонтерсемпе ĕçлемелли май-меслет: регионсен опычĕ" ятпа "çaвра сĕтел" хушшинчи калаçy иртрĕ.
Чăваш Енри 20 вĕрентÿ учрежденийĕ республика Пуçлăхĕн грантне илнĕ.
Çак йыша çĕнĕ йышши программăсемпе усă куракансене тата ĕçре çитĕнÿ тунисене кĕртнĕ. Вĕсене 500-шер пин тенкĕпе хавхалантараççĕ. Пулăшу çак мелĕ 2023 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнине аса илтерес килет. Конкурса республикăри 58 организаци хутшăннă. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçал республика Пуçлăхĕн грантне 7 ача садне, 11 шкула, професси паракан 2 вĕрентÿ учрежденине пама йышăннă.