Тăваткал метрсем çителĕксĕр
Тунтикунхи канашлу пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе çыхăннă ыйтупа вĕçленчĕ. Вăл, тĕрĕссипе, малтан палăртнă кун йĕркинче çукчĕ, анчах Павел Данилов вице-премьер сăмах памашкăн ятарласа ыйтрĕ те — çакă та сисчĕвленме сăлтав пачĕ.
Юлашки вăхăтра çурт-йĕр строительствинчи çитĕнӳсем пирки нумай калаçнине кура унта кăлтăксем пулма пултарасси асра та çук, Павел Владимирович вара ку отрасльте те тумхахсем пуррине аса илтерчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Ен пурăнмалли 597 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — «пĕлтĕрхипе танлаштарсан 70% кăна». Уйрăм çынсем тăвакан çурт-йĕр строительстви пушшех ыйтуллă: «палăртнине пурнăçлас тесен уйăхсерен 42 пин тăватал метр пулмалла, чăннипе вара авăн уйăхĕнче, сăмахран, 35 пин кăна пулчĕ...» Çавăнпа та вăл вырăнсенчи влаçсене хуласемпе округсенче уйрăм çынсем тунă, анчах регистрацилеме васкаман çурт-йĕре тупса палăртас, регистрацилес енĕпе çине тăрарах ĕçлеме чĕнсе каларĕ.
Ку çеç те мар: социаллă категорисене çурт-йĕрпе тивĕçтересси такăннă тĕслĕхсем те пур. Çулталăкăн юлашки кварталне кĕтĕмĕр, Йĕпреçре вара авари пулма пултаракан çуртра пурăнакан пĕр çемье валли хваттер туянайман. Муркашра та икĕ çемьене тăваткал метрсемпе тивĕçтермелли строительство ерипен пырать. Патăрьелте тăлăхсем валли хваттерсем тянаймаççĕ иккен. Укçапа мĕн тумалла? — «Шупашкар хăйĕн çине илеймĕ-ши?» Комсомольскинче те контракта пăрахăçлаççĕ иккен — «кунпа тата мĕн тăвăпăр?»
Мĕн тăвасси пирки хальлĕхе уçăмлă хурав пулмарĕ, анчах асăннă тĕслĕхсене Олег Николаев вырăнсенчи пуçлăхсем ĕçлеменнин кăтартăвĕ тесе хакларĕ те — хăшĕсен явап тытмашкăн хатĕрленме те юрать пуль.
Комментари хушас