Комментари хушас

27 Авăн, 2023

Сӗнтӗрвӑрринче республика конференцийӗ иртет

Мероприятие Пӗтӗм тӗнчери туризм кунне халалланă. Пухӑннисем туризм аталанӑвне, кадр ыйтӑвӗсене сӳтсе яваҫҫӗ.

Экономика аталанӑвӗн министрӗн заместителӗ Лариса Рафикова кӑтартусемпе паллаштарчӗ.

"Кӑҫал Чӑваш Ен пирки федераци шайӗнчи 2 телеканал кӑтартрӗ. Пӗрремӗш телеканал эфирӗнче "Повара на колесах" кӑларӑм тухсан тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан пӗлӗш шӑнкӑравларӗ. "Эсӗ пире мӗншӗн хӑнана чӗнместӗн?" - терӗҫ. Кӑларӑма ӳкерекенсем те кӑмӑллӑ юлчӗҫ. Темиҫе хут та шӑнкӑравласа тав турӗҫ", - терӗ Лариса Анатольевна.

Туризм аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене вăл Тав хучӗсемпе чысларӗ.

Ҫак йышра Вероника Степанова та пур. Вӑл тӑрӑшнипе Чӑваш Ен ачисем шкул туризмӗн программине хутшӑнаҫҫӗ.

Сӗнтӗрвӑрри муниципалитетӑн культура пайӗн ертӳҫи Эльвира Упракина, Сӗнтӗрвӑрринчи культурӑпа туризм ҫурчӗн директорӗ Антон Федоров округри туризм аталанӑвӗпе паллаштарчӗҫ.

Иртнӗ эрнере Чӑваш Республикин пысӑк ушкӑнӗ Городец хулине ҫитсе курнӑ, унти ӗҫтешӗсен опычӗпе паллашнӑ. Унта курни-илтнине Территори аталанӑвӗн агентствин ертӳҫи Этнер Егоров каласа кӑтартрӗ.

www.hypar.ru Ольга Калитова сăн ÿкерчĕкĕсем