Комментари хушас

25 Юпа, 2023

Бюджет тупăшĕ 6% пысăкланать

Юнкунхи ларура Министрсен Кабинечĕ республикăн 2024 çулхи, планпа пăхнă 2025 тата 2026 çулсенчи тапхăрти бюджечĕн поектне ырларĕ.

Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков, ларăва ертсе пынăскер, палăртнă тăрăх, регионăн çитес çулхи тĕп финанс докуменчĕн параметрĕсене çирĕплетнĕ чухне федераци бюджечĕн проекчĕн положенийĕсене тĕплĕ шута илнĕ — ăна халь Патшалăх Думи тишкерет. Çавна май Мускав республикăна паракан дотацисен калăпăшĕ те уçăмлă мар-ха, эппин, республика бюджетне кайран тӳрлетӳсем кĕртме тивесси куçкĕрет. Михаил Геннадьевич ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ытларикун Патшалăх Канашĕн ертӳçисемпе курнăçнине палăртрĕ — шăпах çитес çулхи бюджет тавра калаçу пулнă.

Министр пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çул бюджечĕпе çыхăннă пĕтĕмĕшле лару-тăру кăçалхи евĕр. Тĕп вырăнта — социаллă тĕллевсене, халăх ĕçлевне, граждансен тупăшĕн шайне, инфратытăм аталанăвне, ытти отрасле укçапа тивĕçтересси. Чи пысăк тăкаксем — вĕрентӳ /26,9 миллиард тенкĕ/, социаллă политика /17,2 миллиард/, наци экономики /15,8 миллиард/ валли.

Регион агропромышленноç комплексне, çурт-йĕр строительствине, пĕчĕк бизнеса, промышленноçа аталантарма уйăракан укçа виçине çуллен пысăклатса пырать — 2024 çулта та çаплах пулĕ. Нумаях пулмасть Министрсен Кабинечĕ социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн прогнозне çирĕплетнĕ — вăл, Михаил Геннадьевич шучĕпе, позитивлă. Çакă регионăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕн виçине те, инвестицисене, вăтам ĕç укçине те пырса тивет.

2924 çулхи бюджет тупăшне хальлĕхе 84,9 миллиард тенкĕ шайĕнче палăртнă — кăçалхи бюджетăн малтан çирĕплетнĕ виçинчен 6% пысăкрах. Федераци бюджетĕнчен уйăракан, каялла тавăрса памалла мар укçа хальлĕхе кăçалхинчен пĕчĕкрех. Çав вăхăтрах хамăрăн тупăш ӳсĕмĕ пысăк — 24,5% хушăнмалла, 52,5 миллиард тенкĕпе танлашмалла. Çак хушăм чи малтан налуксем çинче никĕсленĕ.

www.hypar.ru