Комментари хушас

16 Юпа, 2023

Промышленноçпа строительство уйрăмах ӳсĕмлĕ

«Мĕн пур кăтарту Раççейри вăтам шайран пысăкрах», — çапла каласа пуçларĕ хăйĕн сăмахне вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ерӳçисемпе ирттернĕ канашлура республикăн кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç.

Дмитрий Краснов чи малтан промышленноçри лару-тăрăва тишкерчĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан производство 24% хушăннă. Çав шутра тирпейлекен производство ӳсĕмĕ тата пысăкрах — 28%. Компьютерсемпе оптика, хатĕр металл изделисем туса кăларасси 2,5 хут пысăкланнă, транспортпа оборудовани — 1,8 хут. Производствăна нумай ӳстернисен шутĕнче Дмитрий Иванович «Текстильмаша», «Эларăна», «Каскада, «Пикене», «Эстета», ытти хăш-пĕр компание асăнчĕ.

Çав вăхăтрах 14 организаци «минуспа» ĕçленĕ. Призводствăна пĕлтĕрхи шайран чакарнисен шутĕнче — «Гален» /63% кăна/, «Промэнерго», «Технотрон»... Ĕçе муниципалитетсем тăрăх хаклас тăк — Шупашкар округне мухтамалла: унта промышленноç кăтартăвĕсем 2,6 хут хăпарнă. Куславккасемпе Муркашсем, Канаш, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисем те ӳсĕмлĕ ĕçленĕ. Хĕрлĕ Чутайсен промышленноçĕ вара икĕ хут пĕчĕкленнĕ. Аутсайдерсен йышĕнче çавăн пекех — Улатăрсемпе Вăрмарсем, Тăвайсем тата Канаш округĕ.

Ял хуçалăх производстви пĕлтĕрхи шайрах. Çапах унта та улшăнусăр мар. Сĕт суса илесси ӳсĕмлĕ, çăмарта, аш-какай туса илесси вара чакнă. Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 289,9 пин гектар çинчен пухса кĕртнĕ — палăртнин 98,9%. Пĕтĕмĕшле тухăç 966,8 пин тоннăпа танлашнă — кашни гектартан 33,4 центнер.

Строительсем лайăх ĕçлеççĕ — кăтарту иртнĕ çулхинчен 42,5% пысăкрах. 9 уйăхра пурăнмалли 600 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Канаш хулин кăтартăвне ăмсанма та пулать — 3,4 хут пысăклатнă. Çавăн пекех Улатăрсен, Çĕнĕ Шупашкарсен, Елчĕксемпе Çĕрпӳсен тăваткал метрсен шучĕ пысăк ӳсĕмлĕ.

Тулашри суту-илӳ çаврăнăшĕ те 28% хушăннă. Пĕр тапхăр çакă, тĕпрен илсен, импорт çинче никĕсленнĕччĕ, халĕ ĕç-пуç улшăнни сисĕнет — экспорт та самай хушăннă. Дмитрий Краснов экспорт енĕпе пирĕн чи çывăх ĕçтешсен шутне çĕнĕ çĕршывсем кĕнине пайăррăн палăртрĕ. Паян эпир Кăнтăр Африкăпа, Казахстанпа, Беларуçпа, Китайпа, Узбекистанпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Импорта илес тĕк — суту-илӳ çыхăнăвĕ Китайпа, Беларуçпа, Арменипе, Казахстанпа, Узбекистанпа çирĕп.

Тăхăр уйăхри инфляци те регионта Раççейри вăтам шайран пĕчĕкрех. Çакă, иккĕленмест министр, çулталăкшăн та кăтартуллă пулмалла. Çĕршыв шайĕнчи прогноз 7,5%, республика вара 2023 çула 6,9% шайĕнче вĕçлес тĕллевлĕ. Инфляци тенĕрен, ăна регионта чи малтан пулăшу ĕçĕсен хакĕ самай пысăкланни сăлтавлать-мĕн.

www.hypar.ru