Çулсем, шкулсем, троллейбуссем
Министерсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче инвестицисем çинчен каланă май Михаил Ноздряков «Химпромăн», «Промтракторăн» пысăк инвестпроекчĕсене, Çĕнĕ Шупашкарти индустри паркне, уйрăм экономика зонине асăнчĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине вăй пама тивĕç инвестпроектсен шутĕнче — инфратытăмпа çыхăннă пилĕк теçетке объект: çулсем, ăшă сечĕсем, ытти... Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программипе пурнăçлакан ĕçсен калăпăшĕ те пысăк. Сăмах май, Мускав ăна тата пилĕк çуллăха тăсассине пĕлтернĕ — хушма укçа пулĕ.
Концесси мелĕпе Шупашарти Хĕвеллĕ микрорайонта, Çĕнĕ Шупашарта тата Кӳкеçре тăвакан шкулсем валли уйăракан укçан пĕтĕмĕшле виçи 7,3 миллиард тенкĕпе танлашмалла. Чăн та, пĕр самант пур: Михаил Геннадьевич федерацин пулас бюджечĕн проектĕнче çак виçене чакарнине асăрхани çинчен каларĕ: «Ку енĕпе Раççей Правительствипе ĕçлетпĕр — Вĕрентӳ министерствин хастартарах пулмалла». Чăваш Енĕн Думăри депутачĕ Анатолий Аксаков та виçĕ енлĕ комиссие хутшăннă-мĕн — шкулсем валли кирлĕ укçа виçин малтанхи кăтартăвне тавăрас тĕлĕшпе ĕç пырать. Унсăрăн проектсене йӳнетме тивĕ. Хальлĕхе вара республика бюджетĕнчен уйăракан виçене самай пысăклатма йышăннă.
Кредитсемпе усă курнине сăлтавланă май пĕрремĕш вице-премьер укçа общество транспортне çĕнетме кирлине палăртрĕ. Патшалăх предприятине туса хунă ĕнтĕ — транспорт хăвачĕсене самай пысăклатмалли çул çине тăнă. Çĕнĕ тăхăр теçете ытла троллейбус çулсем çине тухĕ. Çавăн пекех 47 автобус туянма 500 миллион тенкĕ уйăрнă. Концесси мелĕпех Канаш, Патăрьел тата Муркаш округĕсенче хытă кашсене сортлакан комплекссем хута каймалла.
Çитес çулхи расхутсен шутĕнче çавăн пекех — катастрофа медицинин центрĕн гаражĕсен строительстви, йĕлтĕр роллер трассине, Шупашкарти Университет урамĕнчи шкула туса пĕтересси, Муркаш округĕнчи Москакассинчи ача сачĕ тата ытти те. Çĕнĕ объектсем те пур. Сывлăха çирĕплетмелли бассйнлă комплекс тума пуçлаççĕ. Куншăн Михаил Ноздряков каллех Анатолий Аксакова тав турĕ — «вăл республикăри пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсем валли çуллен укçа уйăртттарать». Çав комлекс кирли пирки чылайранпа калаçнă, укçа çукки тытса тăнă — 2,5 миллиард тенкĕ кирлĕ. Аксаков тăрăшнипе Мускав федараци бюджетĕнче çитес çул валлиех 443 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çавăн пекех футбол манежĕ те пулĕ — ĕçсем кăçалах пуçланасса кĕтме те юрать. 2024 çул валли ăна тума 174 миллион тенкĕ уйăраççĕ.
Муниципалитетсем çине те алă сулман. Вырăнсенчи бюджетсене тĕревлемелли трансфертсен виçине 26,5 миллиард тенкĕ шайĕнче палртнă — кăçалхи малтан палăрнă шайран 12,1% пысăкрах. Министр хуласемпе округсене грантсемпе пулăшассине анлăлатма йышăннине çирĕплетрĕ. Хавхалантарăвăн хальччен усă курнă мелĕсен çумне çĕнни те хушăнать. Вырăнти предприятисемпе хуçалăхсен АПК производствине аталантарма пулăшнăшăн грантсем пама 30 миллион тенкĕ уйăрĕç. Çапла вара муниципалитетсене грантсемпе пулăшмалли пĕтĕмĕшле виçе 100 миллион тенке çитĕ.
Комментари хушас