Комментари хушас

25 Авăн, 2023

Çухатусем чакĕç

Тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура пăхса тухнă темăсенчен пĕри — Улатăр, Çĕмĕрле, Куславкка хулисенчи ăшăпа тивĕçтерекен хуçалăха çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесси. Строительство министрĕ Михаил Коледа асăннă виçĕ хулари ăшă сечĕсене çĕнетме, юсама пысăк укçа — 3,3 миллиард тенкĕ — уйăрнине аса илтерчĕ. Çавна май ĕçсен калăпăшĕ те питĕ пысăк.

Калăпăр, Çĕмĕрле хулинче улăштарма палăртнă сетьсен тăршшĕ кăна — 26 километр ытла. Планпа авăн уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă ĕçсем тĕлĕшпе чăрмавсем пур иккен — графика пăхăнаясси иккĕленӳллĕ. Çакна саккасçă — «Чăвашгаз» ертӳçи Эдуард Никифров — хулара проектра пăхса хăварман тĕрлĕ сеть питĕ нумаййипе сăлтавларĕ. Кабельсем, пăрăхсем, ытти — вĕсем вăхăта нумай илеççĕ. Вăл гаражсен хуçисемпе нумай «çапăçма» тивнине те пытармарĕ. Юрать, хула влаçĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ те — чылай ыйтăва вĕсем пулăшнипе сирме май килет.

Чи кирли — хуласене ăшăпа тивĕçтерекен тытăма тĕпрен çĕнетни çынсене ăшă энергийĕ парса тăрассин шанчăклăхне çирĕплетни, ăшă çухатăвне чакарма май пани. Çĕмĕрлере, сăмахран, çак кăтарту 22% шайĕнче пулнă, хальхи ĕçсене пурнăçланă хыççăн çухатусен калăпăшĕ 7% шайне анĕ. Хулара кивелсе юхăннă сетьсем çинче эрнесерен тенĕ пек виçшер авари пулнă. Малашне пĕтĕмпех йĕркене кĕмелле. Михаил Ноздряков халăха çакна ăнлантармаллине палăртрĕ: «Çынсем ку ĕçсене мĕншĕн тунине ăнланччăр. Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра асăннă хуласенче вăхăтлă пуçламалла».

Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров республикăра федераци шайĕнчи «Профессионалитет» программăна пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Владимир Путин Президент пуçарнă çак проект рынокра кирлĕ специалистсене васкавлă майпа хатĕрлессине тĕпе хурать. Вĕренӳ вăхăчĕ 3,5-4 çултан 2,5 çул таран кĕскелет. Яшсемпе хĕрсем техникумсен пĕремĕш курсĕнченех производствăра вăй хума тытăнмашкăн пултараççĕ. Чăваш Енре вĕрентĕвĕн темиçе кластерне йĕркеленĕ ĕнтĕ — ăнăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсене оборудованипе, ыттипе тивĕçтермешкĕн Мускав уйăракан грант пулăшать. Ăна Чăваш Енри чылай техникумпа колледж илнĕ ĕнтĕ.

www.hypar.ru