Тухăç кăçал та 1 миллион тоннăна çывăх

25 Авăн, 2023

Республика кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 957 пин тонна пухса кĕртнĕ. Кашни гектар тухăçĕ вăтамран 33,2 центнерпа танлашнă. Çак тата ытти кăтартăва тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова пĕлтерчĕ.

Тĕш тырă лаптăкĕсен 98% ытла пайĕ пушаннă ĕнтĕ. Çапса илмелли куккурус кăна юлнă — хайхи 1 миллион тонна чикки пушшех çывăхланĕ. Инна Волкова уйрăм округсем мĕнле ĕçленипе те паллаштарчĕ. Улатăрсен тырă тухăçĕ кăçал 41,3 центнера çитнĕ, Çĕрпӳсем кашни гектартан — 37,7, Елчĕксем 35,7 центнер тырă пухса кĕртнĕ. Çав вăхăтрах Красноармейскисен, Сĕнтĕрвăррисен, Муркашсен тухăç мухтанмалăхах çук.

Чылай хуçалăх паян çĕр улми кăларать. Ăна кăçал 5,7 пин гектар лартса хăварнă. 4 пин гектарне кăларнă ĕнтĕ. Кашни гектарăн вăтам тухăçĕ 227 центнерпа танлашать. Хăмла пирки те калаçу пулчĕ. Унăн ултă округри плантацийĕсем 133 гектар йышăннă. Пысăк пайне пухса кĕртнĕ ĕнтĕ. Кашни гектартан 5,7 центнер — пĕтĕмпе 184 тонна.

Хресчен çитес çулхи тухăç пирки те паянах шухăшлать. Кĕрхи культурăсене 105 пин гектар акма пулăртнă, хальлĕхе 94 пинне акма вăй çитернĕ. Инна Волкова ку енĕпе Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри округĕсем юларах пыни çинчен каларĕ — унта палăртнин 70% те акайман-ха. Выльăх апачĕ тĕлĕшпе лару-тăру япăх мар. Аграрисем 101 пин тонна утă, 318 пин тонна сенаж тата 1118 пин тонна силос хатĕрленĕ.

Халăха ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтересси пирки каланă май министр тивĕçĕсене пурнăçлакан муниципалитетсенче ярмăрккăсем йĕркеленине ырларĕ — çакă хаксене чакарма та пулăшать. Хаксем тенĕрен, çĕр улмин пĕр килограмне хуçалăхсем сутакан хак 12,2 тенкĕ шайĕнче, сутлăхра вара вăл 24 тенкĕ патнеллех çитет. Ытти пахча çимĕç пирки те çавнах каламалла: аграрисем 19,5 тенкĕпе тиесе ăсатнă кишĕршĕн лавккара икĕ хут нумайрах, 38,7 тенкĕ, кăларса хума тивĕ. Сухан сутлăхра 30 тенкĕ урлă каçать, купăста та йӳнĕ мар — 24 тенкĕ ытла. Хайхи ярмăрккăсенче çынсем хăйсен пахчинче туса илнĕ пахча çимĕçе те сутма пултараççĕ. Хула çыннисене меллĕ пултăр, вĕсем перекетлеме пултарччăр тесе Шупашкарта малтан палăртнă пек тăваттă мар, пилĕк ярмăрккă йĕркеленĕ.

Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков, канашлăва ертсе пынăскер, суханпа кишĕрĕн республикăри хакĕсем Атăлçи округĕнчи вăтам шайран пысăкраххин сăлтавĕсемпе кăсăкланчĕ. Инна Волкова палăртнă тăрăх, сухан хакĕ Чăваш Енре яланах пысăкрах пулнă. Кишĕр — урăх калаçу: нумай хуçалăх ăна кăларман-ха. Кăларма тытăнсанах, иккĕленмест Инна Вячеславовна, çак çимĕç хакĕ те тăруках чакĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас