Комментари хушас

18 Авăн, 2023

Промышленноç, строительство отраслĕсем ÿсĕмлĕ ĕçлеççĕ

Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче республикăн промышленноç производстви иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 23% пысăкланнă. Промышленноç производствин ӳсĕмĕпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче малти вырăна тухнă. Çакăн çинчен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтерчĕ.

Республикăри промышленноç предприятийĕсем тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ пушшех ӳсĕмлĕ: 259 миллиард тенкĕлĕх — çулталăк каяллахинчен 35% нумайрах. Министр Канаш, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисенчи предприятисем çак кăтартăва палăрмаллах пысăклатнине çирĕплетрĕ. Куславкка тата Шупашкар округĕсенчи промпредприятисем вара тиесе ăсатнă продукци калăпăшне 2,6-2,5 хут ӳстерме пултарнă, Муркашсем — 1,5 хут. Çав вăхăтрах каялла чакнă муниципалитетсем те пур: Тăвай, Вăрмар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Улатăр округĕсем... Хĕрлĕ Чутай округĕн кăтартăвĕ вара пĕлтĕрхи сакăр уйăхри виçен 57% шайĕнче кăна.

Ял хуçалăхне илес тĕк — производство индексĕ 100,1% танлашнă. Сĕт суса илесси палăрмаллах пысăкланнă, аш-какай, çăмарта туса илесси вара чакнă. Строительсем çав-çавах ӳсĕмлĕ ĕçлеççĕ — кăтарту 48,3% хушăннă. Паллах, çак ӳсĕм чи малтан пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси хушăнса пынипе çыхăннă.

Тулашри суту-илӳ калăпăшĕ те палăрмаллах пысăкланнă — 555 миллион доллара çитнĕ. Çав шутра экспорт 48% хушăннă, импорт 65% «ӳт хушнă». Дмитрий Иванович регионăн тулашри суту-илӳ çаврăнăшĕ Анăç Раççей тĕлĕшпе анлă санкцисем йышăничченхи шайран иртнине çирĕплетрĕ. Палăртни вырăнлă: Чăваш Енри предприятисем хăйсен продукцине ăсатакан çĕршывсен списокĕ анлăланас туртăм вăй илни савăнтарать. Калăпăр, пирĕнпе унччен тачă çыхăну тытнисен ретне халĕ ЮАР та тăнă.

Инфляци çурла уйăхĕнче 2,7% шайĕнче пулнă — Раççейри вăтам кăтартуран /3,7%/ пĕчĕкрех. Ĕç укçи вара çулталăк пуçланнăранпа 20% хушăннă. Шалăвăн уйăхри вăтам виçине министр пайăррăн асăнмарĕ, унăн ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕпе эпир çĕршывра малтисен шутĕнче пулнине палăртнипех çырлахрĕ.

Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков, канашлăва ертсе пынăскер, Тĕп банк кăçалхи прогноз шайĕнчи инфляци виçине пысăклатнине аса илтерчĕ — 6-7% шайĕнче пулма пултарать. Паллах, Чăваш Ен уйрăм утрав мар — Раççейри пĕтĕмĕшле туртăмсем кашни регионах витĕм кӳреççĕ. Апла пулин те Михаил Геннадьевич регионăн пĕчĕк шайри инфляци виçине май пур таран упрама чĕнсе каларĕ, мĕншĕн тесен ку халăхăн пурнăç шайне тӳррĕнех пырса тивет. Финанс министрĕ çавăн пекех республикăра ĕçлекен çынсен йышĕ чакнине палăртрĕ: пăшăрхантакан пулăм — çак туртăма чарас тĕлĕшпе пĕтĕмпех тумалла.

Сакăр уйăхри ĕç пĕтĕмлетĕвне тăснă май вăл бюджета пурнăçласси мĕнлерех пынипе те паллаштарчĕ. Кăрлач-çурла уйăхĕсенче республикăн пĕрлехи бюджечĕн тупăшĕ 70 миллиард тенкĕ урлă каçнă — малтан палăртнинчен нумайрах. Михаил Геннадьевич нацпроектсене пурнăçлас ĕç çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Вăтам кăтарту — 60% патнелле. Сывлăх сыхлавĕпе, вĕрентӳпе, культурăпа, çурт-йĕрпе, цифра экономикипе çыхăннă нацпроектсем тĕлĕшпе кăтартусем аван, çав вăхăтрах демографие вăй памалли, экологие лайăхлатмалли, экспорта, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе, туризма аталантармалли нацпроектсемпе ĕçлесси уксахлать. Юлашкинчен асăннисем валли пăхнă укçана ĕçе хывасси 27-28% шайĕнче кăна.

www.hypar.ru