Çумăр çукки сыхă пулма хистет

25 Авăн, 2023

Тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура вĕрентӳ министрĕ «Профессионалитет» программăпа бюджет вырăнĕсене 3,4 пине яхăн çамрăка вĕренме йышăнни çинчен пĕлтерчĕ. Шăпах — тĕрлĕ сферăра кирлĕ специальноçсемпе. Çак тĕллевпе модăри хăш-пĕр специальноçа коммерци никĕсĕ çине куçарма тивнĕ, тĕрлĕ отрасль ыйтаканнисене симĕс çутă панă. Михаил Ноздряков çак ыйтупа малалла ĕçлемеллине палăртрĕ — ĕç рынокĕнче мĕнле специалистсем ытларах кирлине тимлĕ сăнаса тăма сĕнчĕ. Дмитрий Захаров ку енĕпе предприятисемпе тачă çыхăну тытни пĕлтерĕшлине çирĕплетрĕ. Калăпăр, халĕ производствăра программа управленийĕллĕ станоксемпе ĕçлекен рабочисем çителĕксĕрри палăрать те — вĕсене вĕрентес тĕлĕшпе тимлĕхе ӳстернĕ.

Канашлу пушарсен темине сӳтсе явнипе вĕçленчĕ. Ытти çул ку вăхăтра çакнашкал ыйту кун йĕркинче пулакан марччĕ. Анчах кăçал типĕ çнталăк авăн уйăхĕн вĕçĕнче те вут-çулăмран сыхаланасси пирки калаçма хистет. Çут çанталăк министрĕ Эмир Бедертдинов пĕлтернĕ тăрăх, кану кунĕсенче кăна вăрмансенче виçĕ пушар пулнă. Иккĕшĕ — Йĕпреç, тепри — Шупашкар округĕсенче. Çулталăк пуçланнăранпа вара вăрмансенче вут-çулăм 14 хут алхаснă. Чылай тĕслĕхшĕн чукун çул айăплă-мĕн — типĕ курăк, çулçă тепловозсем сирпĕтекен хĕлхемрен самантрах хыпса илеççĕ. Чукун çул ертӳлĕхне асăрхаттарсах тăраççĕ пулин те — усси сисĕнсех каймасть иккен.

Вăрмансенче кăна мар, ытти çĕрте те тимлĕ пулмалла. ГКЧС ертӳçи Сергей Павлов çулталăк пуçланнăранпа 1172 пушара шута илни çинчен пĕлтерчĕ — пĕлтĕрхи çак тăпхăртинчен нумайрах. Пăшăрхантаракан çак статистикăра, паллах, типĕ çанталăк тӳпи те пур. Çавăнпа ГКЧС ертӳçи профилактика тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленине çирĕплетрĕ. Михаил Ноздряков та асăрхаттарчĕ: «Виçĕ уйăх çумăр çуман та — сыхлăха çухатма юрамасть».

www.hypar.ru
 

Комментари хушас