Комментари хушас

21 Авăн, 2023

Куç сывлăхĕн урокĕ

Офтальмологсем ачасем валли куç сывлăхĕн урокĕсене ирттереççĕ.

Ку эрнере республикăри клиника офтальмологи больницин специалисчĕсем Шупашкарти 206-мĕш ача садне çитнĕ. Калав урлă куç тытăмĕпе паллаштарнă. Çакă куç суранĕнчен, чирĕсенчен сыхланма пулăшĕ. Тухтăрсем вăйă мелĕпе ятарлă хусканусем тума вĕрентнĕ. «Профилактика ĕçне йĕркелени пирĕншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Васкавлă пулăшу пÿлĕмне куçне суранланă ачасене кулленех илсе килеççĕ. Пирĕн тĕллев — инкеке лекесрен хăрушсăрлăх мелĕсем çинчен каласа кăтартасси. Ку енĕпе профилактика ĕçне анлăлатасшăн, ытларах ача садне çитесшĕн», — палăртнă больницăн тĕп тухтăрĕ Ирина Васильева.

www.hypar.ru

Рубрика: