Новости по теме

1 Çурла, 2014

Ĕмĕтсем пурнăçа кĕреççĕ

Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ АПШри Çурçĕр Каролина штатĕнче утă уйăхĕн иккĕмĕш çурринче иртекен Пĕтĕм тĕнчери 31-мĕш фольклор фестивальне хутшăнасси пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Вăхăт сисĕнмесĕрех шуса иртрĕ, коллектив Шупашкара таврăнчĕ те.

1 Çурла, 2014

“Çамрăксен хаçатне” планшетпа вулаççĕ

«Çамрăксен хаçачĕн» электрон версине вулама май пуррине пĕлетĕр ĕнтĕ. Анчах вăл чылай йÿнĕреххине, тен, кашниех тавçăрмасть те. Ансат çак мелпе Комсомольскинчи 1-мĕш шкулта ĕçлекен Петр Родионов чи малтан усă куракансенчен пĕри пулнă.

31 Утă, 2014

"Хыпар", 2013 çулхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕ.

  • ...Пирĕн çут çанталăк ытти çĕр-шывринчен нихăш енĕпе те начар мар. Тепĕр чухне ыттисен çукки те пайтах кунта. Шăпах вĕсене пропагандăламалла пирĕн, хăнасене хамăрлăхпа тĕлĕнтермелле. 1 стр
31 Утă, 2014

"Сывлăх", 30 /795/ №, 31. 07. 2014

  • Пилĕке лăсă пиçиххи çыхса.
  • Ылтăн куккурус.
  • Бронхитран - шурă явăнчăк курăк.
  • Пирĕн иккĕмĕш çăкăр.
  • Йÿçеклĕх пысăк чухне.
  • С витамин нумай çырла.
  • Ангинăран хăвăртрах хăтăласчĕ.
  • Пыл тутиллĕ курăкпа.
  • Типĕ çанталăкра пухмалла.
30 Утă, 2014

Чăваш Енре - Мускав çыравçисем

Республикăна Раççей тĕп хулинчен писательсем, поэтсемпе куçаруçăсем тата ыттисем килсе çÿрени тĕлĕнтермĕш мар ĕнтĕ. Çапах та çак кунсенче Чăваш Ене Мускавран килсе çитнĕ пысăк делегаци чăннипех кăсăклану çуратать. Йышра - 11 çыравçă.

30 Утă, 2014

Районсем вырмана мĕнле хутшăнни

/ЧР Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, утă уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне/

Цифрăсен пĕрремĕш колонки - тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене вырса пухнă /процентпа/, иккĕмĕшĕ - гектар тухăçĕ /центнерпа/, виççĕмĕшĕ - хирте комбайнсем ĕçленĕ /штукпа/, тăваттăмĕшĕ - кĕрхи тырăсем акма çĕр хатĕрленĕ /гектарпа/, пиллĕкмĕшпе улттăмĕшĕ - утă тата сенаж янтăланă /процентпа/

30 Утă, 2014

Уй-хир кунсерен пушанать

Республикăри ял хуçалăх ĕçченĕсем пур районта та вырмана тухнă. Тыр-пул пиçсе çитнине тата техникăна хатĕрлесе çитернине кура пĕрисем - маларах, теприсем - каярах. Елчĕксемпе Хĕрлĕ Чутайсем, Муркашсемпе Шăмăршăсем хальлĕхе малта пыраççĕ. Ĕç хĕрсе пынине пула цифрăсем, паллах, улшăнма пултараççĕ.

30 Утă, 2014

Пирĕн те тĕнчене тĕлĕнтермелли çук мар

Патăрьел районĕнчи Турханта кун çути курнă Алексей Кокель художнике асра тытса паянхи ÿнерçĕсем 2007 çулта ырă ĕç турĕç - ун ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери пленэр йĕркелерĕç. Тĕнче шайĕнчи теме мĕн хистет-ха? Унта çулленех Украина художникĕсем хутшăнаççĕ. Алексей Кокель ячĕ шăпах Украинăпа тачă çыхăннă. Вăл Харьковри ÿнер институтне /халĕ академи/ йĕркелекенĕ пулнă, çавăнпа та унта ентешĕмĕре пĕлекенсем, ун ĕçне малалла тăсакансем пур-ха.

30 Утă, 2014

«Чирлĕ çын сывални - чи хаклă тав сăмахĕ»

«Турă вĕсене тухтăр пулма пилленĕ», - çак сăмахсене Елчĕк районĕн тĕп больницинче вăй хуракан тĕлĕнмелле мăшăр - Анатолий тата Любовь Молоствовсем - çинчен каланăнах туйăнать.

30 Утă, 2014

«Халăх тĕрĕслевĕ» сĕт хакĕсене тĕрĕсленĕ

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пуçарнă «Халăх тĕрĕслевĕ» проектпа килĕшÿллĕн ытлари кун ирхине ирех асăннă партин вырăнсенчи уйрăмĕсен ĕç тăвакан комитечĕсен ертÿçисем Тăвай, Красноармейски, Елчĕк тата Вăрмар рай онĕсенче пурăнакансемпе - сĕте тирпейлеме паракансемпе, сĕте сутăн илекенсемпе тĕл пулусем ирттернĕ.

Тĕллев - республикăра халăхран сĕт сутăн илессин рынокĕнчи конкуренцие аталантармалли мерăсене мĕнле пурăнăçланине, сĕт пухакансен тÿрĕ кăмăллăхне тĕрĕслесси, потребительсен сĕт пухакан кооперативĕсен тухăçлă ĕçне йĕркелеме пулăшасси.

Pages