Уй-хир кунсерен пушанать
30 Jul, 2014 | Ял хуçалăхĕ

Республикăри ял хуçалăх ĕçченĕсем пур районта та вырмана тухнă. Тыр-пул пиçсе çитнине тата техникăна хатĕрлесе çитернине кура пĕрисем - маларах, теприсем - каярах. Елчĕксемпе Хĕрлĕ Чутайсем, Муркашсемпе Шăмăршăсем хальлĕхе малта пыраççĕ. Ĕç хĕрсе пынине пула цифрăсем, паллах, улшăнма пултараççĕ.

Хăш-пĕр районти аграрисем талăкри ĕç кăтартăвне ÿсĕмлетнĕ. Патăрьелсен вăл 227 гектарпа танлашать, Красноармейскисен - 251, Çĕрпÿсен - 330... Çав вăхăтрах Йĕпреçсемпе Пăрачкавсен вăл ытла та пĕчĕк: 51-шер гектар çеç.

Юлса пыракан Вăрмарсемпе Пăрачкавсен вырмана ултшар комбайн кăна хутшăнать. Çĕмĕрлесен вăл мĕн пурĕ те 3 çеç. Тырă пухса кĕртмелли лаптăк ыттисенчен темиçе хут пĕчĕк пулнăран /танлаштарма: Çĕрпÿсен - 20144 гектар, Çĕмĕрлесен вара - 2613/ вĕсен кăтартăвĕ хальлĕхе аптрамасть-ха, анчах талăксерен паянхи пек 20-шер гектар кăна тырă пухса кĕртсен вĕсен вырма вăраха тăсăласси пирки никам та иккĕленмĕ.

Республикăра утă уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне 334 комбайн хире тухнă. Çав вăхăтрах тĕрлĕ формăллă ял хуçалăх предприятийĕсенче 900 хир карапĕ шутланать. Тĕплĕн юсаса çитермелли техника çурри ытла вĕт! Пурне те каçалăк умне тăратсан ĕççи хăвăртланатех.

Çанталăк шăрăх тăнăран тырă кунсерен мар, сехетсерен пиçет. Çуртрисен уйне куçас вăхăт çитет. Çавăнпа та техника йышне хушăнтарса пырса вырма хăвăртлăхне тата та пысăклатмалла.

Кăçал республикăра тыр-пул пухса кĕртмелли лаптăк пĕлтĕрхинчен 34 пин ытла гектар йышăнать. Ĕç калăпăшĕ хушăннине те шута илесчĕ

Тырă шăпи канăçсăрлантарать пулсан та ытти ĕç пирки те манмасть ял çынни. Пахча çимĕç пуçтарать, ир çитĕнекен çĕр улми кăларать. «Иккĕмĕш çăкăра» Куславкка, Вăрмар, Елчĕк тăрăхĕсенче 7 гектар кăларса пухнă ĕнтĕ, тухăçĕ япăх мар - 202,9 центнер. Пĕлтĕр çак вăхăтра 127,1 центнерпа танлашнăччĕ.

Выльăх апачĕ хатĕрлесси те малалла пырать. Çак таранччен Чăваш Енри аграрисем 112,2% - утă, 122,6% сенаж янтăланă. Пĕрремĕшĕпе Куславккасем плана 9 хута яхăн ирттерсе тултарнă, çав вăхăтрах 5 район тĕллеве пурнăçлайман.

Уй-хирте ĕç вĕресе тăрать. Ял хуçалăх культурисен лаптăкĕсем вара кунсеренех пушанса пыраççĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Валентин ГРИГОРЬЕВ