Новости по теме

6 Çурла, 2014

Çапма пĕлмен пушă...

Общество шухăшне тĕпчекенсем палăртнă тăрăх - пирĕн çĕр-шыври аслă ăру çыннисен виççĕмĕш пайĕ кăна пурнăç пахалăхĕпе кăмăллă. Апла пулин те вĕсенчен чылайăшĕ хăйне телейлĕ тесе шухăшлать. Урăхла епле-ха? Тĕрĕссипе, вĕсене çапла вĕрентнĕ - ÿпкелешмесĕр пурăнмалла, умри çутă тĕллевсем патне ăнтăлмалла, пилĕк çуллăх плансене тултармалла, ачасене халăха юрăхлă çитĕнтермелле, мăнуксене уралантармалла. Çавăнпа ватлăх кунĕсенче те канăç мĕнне пĕлмеççĕ, вăй çитнĕ таран тĕпренчĕкĕсене пулăшаççĕ.

6 Çурла, 2014

Литературăшăн ÿсĕмлĕ ĕçсемпе сапăрланасчĕ

Вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ, поэт, драматург, куçаруçă, прозаик, фольклорист, ÿнерçĕ, хальхи чăваш литературин никĕсне хывнă Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 2015 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче 125 çул çитет.

6 Çурла, 2014

Арктикăри кашни кун кăсăклă

Геннадий Антипович Тарасов - Раççей ăслăлăхĕнче паллă çын: профессор, РФ наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ, Мурманскри тинĕс биологи институчĕн директорĕн çумĕ, АПШ, Германи, Польша ăсчахĕсемпе пĕрле тĕпчев ĕçĕсем ирттерет, 160 ытла ăслăлăх ĕçĕн авторĕ, РФ Правительствин премийĕн лауреачĕ...

6 Çурла, 2014

Нĕркеçпе Сĕнтĕр тăрăхĕн маттур арĕ

Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿел спортсменĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчен пуçласа Каçалпа Пăла тăрăхĕнче кăна мар, республикăри ăмăртусенче те пысăк çитĕнÿсем тума пуçланă.

5 Çурла, 2014

Канашсем вăхăтпа пĕр канашлă пуласшăн

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ĕнер Канашра ĕçлĕ çул çÿревре пулнăскер, хулапа паллашма кунти автовокзалтан тытăнни ăнсăртран мар. Пассажирсене кĕтсе илсе ăсатса яракан вырăн - сăваплă. Çавăнпа та унăн кирек хăçан та хăтлăхĕпе, тасалăхĕпе илĕртмелле.

5 Çурла, 2014

Федераци хыснинчен укçа мĕншĕн куçмасть?

Ял хуçалăхĕн мĕн пур харпăрлăхлă предприятийĕсем производствăна ÿстерме кредит нумай илеççĕ. РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн банка тавăрмалли проценчĕн пĕр пайне хыснаран уйăракан субсидирен саплаштармалла. Патшалăх хăйĕн тивĕçне мĕнле пурнăçлать-ха? Ыйтăва Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирина КОШКИНА хуравлать.

5 Çурла, 2014

Кашнин сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла

Комсомольски районĕнчи Хирти Явăш ялĕнче пурăнакан Давыдовсене, чăн та, спорт сывлăш пекех кирлĕ. "Ăмăртусене хутшăнни, кашни кун тренировкăна тухни вăй-хăват парать, пурăнма хавхалантарать, яланах çĕнтерÿ патне талпăнас килет", - çирĕплетет кил хуçи Анатолий Клементьевич.

5 Çурла, 2014

Çĕнтерÿсемпе савăнтарать

Пултаруллă марафонçă, спортăн тĕнче класлă мастерĕ Светлана Захарова çĕр-шыв чысне Олимп вăййисенче икĕ хут /2004, 2008çç./ хÿтĕленĕ. Паллă спортсменка халĕ те пире хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать.

Pages