Канашсем вăхăтпа пĕр канашлă пуласшăн

5 Çурла, 2014

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ĕнер Канашра ĕçлĕ çул çÿревре пулнăскер, хулапа паллашма кунти автовокзалтан тытăнни ăнсăртран мар. Пассажирсене кĕтсе илсе ăсатса яракан вырăн - сăваплă. Çавăнпа та унăн кирек хăçан та хăтлăхĕпе, тасалăхĕпе илĕртмелле.

"Чăвашавтотрансăн" Канашри предприятийĕнче ĕçлекенсем тĕп тивĕçе чыслăн пурнăçланипе пĕрлех тавралăха тирпей-илем кÿме хутшăннине те асăрхарĕ Михаил Васильевич. Ăçталла куç ывăтатăн - çавăнта тĕрлĕ тĕспе хĕмленсе çиçекен чечексене куратăн. Автовокзал тулашĕнче те, шалта та тирпей хуçаланать. Республика Пуçлăхĕ предприятире вăй хуракансен ĕçне-хĕлне лайăх хак пачĕ. Кĕç-вĕç рейса кайма хатĕрленсе тăнă автобуссен водителĕсемпе ăш пиллĕн калаçрĕ. Унтан вăл кун каçипе пин-пин çынна йышăнакан пысăк та капмар çуртри залсене кĕрсе курчĕ, буфетра минерал шывĕпе пылак сĕткенсене ăçтан кÿрсе килнипе кăсăкланчĕ. Чипер хĕр-сутуçăн хуравĕ тивĕçтерчĕ республика Пуçлăхне, мĕншĕн тесен ассортиментри продуктсен ытларах пайне хамăр тăрăхрах туса кăлараççĕ.

Автовокзал пуçлăхĕ Любовь Кондратьева коллективăн ăнăçу-ÿсĕмĕпе паллаштарчĕ. Михаил Игнатьева пур ыйту та кăсăклантарать иккен. Тĕслĕхрен, вăл ... туалетра мĕнлерех йĕрке хуçаланнине те пĕлесшĕн пулчĕ. Унăн шухăшĕпе - "патша та çуранах çÿрекен вырăнта" йĕркесĕрлĕх пулмалла мар. Пĕтĕмлетсе каласан - Канаш автовокзалĕнче паян санитарипе гигиена йĕркисене çирĕп пăхăнаççĕ.

Тепĕр чарăну "Восход" çурт-йĕр хуçисен юлташлăхĕ вырнаçнă микрорайонта пулчĕ. Юлташлăх виçĕ çул каялла йĕркеленнĕ. Кăçалхи çу уйăхĕнче ăна А.Кузнецов ертсе пыма пуçланă. Александр Сергеевич шанăçа тÿрре кăларассишĕн çине тăрсах тăрăшать. Хальлĕхе вăраха ямасăр татса памалли ыйту пайтах. Михаил Игнатьев хула çыннисемпе калаçнă чухне пысăк çитменлĕхсем пурри уçăмлăн курăнчĕ. Вĕсенчен уйрăмах пĕлтерĕшли - нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси вăраха тăсăлни, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн çынсем вăхăтра тÿлеменни, микрорайонта тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшассине иккĕмĕш вырăна хăварни т.ыт.те.

Республика Пуçлăхĕ хулари ярмăрккăра палăртнинчен ытларах чарăнса тăчĕ. Вăл тавар сутакансемпе тата туянакансемпе калаçнă чухне Канаш автовокзалĕнче хускатнă ыйту патне тепĕр хут таврăнчĕ. "Хушма хуçалăхра туса илнĕ апат-çимĕçрен пахараххи, тасараххи, тутлăраххи тек нимĕн те çук, - терĕ вăл. - Сентресем çинче пĕтĕмпех Чăваш çĕрĕ çинче çитĕннĕ продукци пултăрччĕ".

Хулан Ленин проспектĕнче вырнаçнă "Чайка" лавккан ĕçĕ-хĕлĕпе Михаил Васильевич кăмăллă юлнă пек туйăнчĕ. Кунти таварсен хушшинче тăван республикăра туса кăларакан кăлпасси те, аш-какайран хатĕрленĕ ытти продукт та - курăмлă вырăнта. Çавăншăн Михаил Васильевич коллектив ертÿçине Сергей Петрова пĕтĕм кăмăлтан ырларĕ...

Ĕçлĕ çул çÿрев кăнтăрла иртсен малалла тăсăлчĕ. Тĕплĕнрех - хаçатăн çитес номерĕнче.

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Людмила ШУРЕКОВА сăн ÿкерчĕкĕ