Çапма пĕлмен пушă...

6 Çурла, 2014

Общество шухăшне тĕпчекенсем палăртнă тăрăх - пирĕн çĕр-шыври аслă ăру çыннисен виççĕмĕш пайĕ кăна пурнăç пахалăхĕпе кăмăллă. Апла пулин те вĕсенчен чылайăшĕ хăйне телейлĕ тесе шухăшлать. Урăхла епле-ха? Тĕрĕссипе, вĕсене çапла вĕрентнĕ - ÿпкелешмесĕр пурăнмалла, умри çутă тĕллевсем патне ăнтăлмалла, пилĕк çуллăх плансене тултармалла, ачасене халăха юрăхлă çитĕнтермелле, мăнуксене уралантармалла. Çавăнпа ватлăх кунĕсенче те канăç мĕнне пĕлмеççĕ, вăй çитнĕ таран тĕпренчĕкĕсене пулăшаççĕ. Укçапа мар пулсан та /ара, пĕчĕк пенсипе хăйсем те аран-аран сыпăнтаркаласа пыраççĕ вĕт/ иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче илнĕ сад-пахчара çитĕнтернĕ таса улма-çырлапа, пахча çимĕçпе.

...Хула транспорчĕн пирвайхи рейсĕпех автовокзала васкакан кутамкаллă ватăсене курсан хăшĕ-пĕри вĕчĕрхенме пăхать: ларасчĕ килĕсенче, чăрмантарса çÿреççĕ, тÿлевсĕр катаччи чупаççĕ...

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх - тивĕçлĕ канăва тухнă виçĕ пенсионертан пĕри ĕçрен уйрăлма васкамасть. Пирĕн республикăра унашкаллисем 93 пин ытла. Шăпах çавăн йышшисем ялти музейсемпе вулавăшсене тытса тăраççĕ, сыватмăшсенче тасатаççĕ-çăваççĕ, тĕрлĕ çĕрте тирпейлÿçĕре тăрăшаççĕ те ĕнтĕ, мĕншĕн тесен иртнĕ саманара ÿссе çитĕннĕ ăру кăна ĕçе чун хавалĕпе, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçеллĕ шалупа пурнăçлама пултарать.

Çĕр-шыв ертÿлĕхĕ те аслă ăру çыннисем ĕçлес туртăма çухатманнине ырлать. Ахальтен мар: вĕсен опычĕ пуян, яваплăхĕ пысăк, тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ, ĕçе çиелтен тумаççĕ. Пенсин çĕнĕ, 2015 çулта пурнăçа кĕрекен саккунĕсемпе килĕшÿллĕн тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитнĕ, анчах пенси йĕркелеме васкаман граждансене уйрăммăн хавхалантарма тытăнаççĕ.

Аслă ăру çыннисемех чылай чухне мăнукĕсене пăхса ÿстереççĕ /мĕнех тăвăн, пĕчĕкскерсем валли ясли-садик çав-çавах çитмест/, вĕсене ырă юмах вуласа парса япăххине лайăххинчен уйăрса илме вĕрентеççĕ, таса чунпа, тÿрĕ кăмăлпа пурăнмаллине, тус-юлташа сутма юраманнине, аслисене хисеплемеллине ăша хывтараççĕ.

Кинемей-мучие тиркешсе-хурласа пăхакан хальхи вăй питти ăру асламăшĕн-кукамăшĕн сăпка юррийĕпе тутлă ыйха путман, ырă халапне итлесе çунатланман пулас...

Шел. Унашкаллисем вара халăхăмăрăн сахал мар, вĕсем ламран-лама куçса пыраççĕ, чунăмăрсене пуянлатаççĕ...

Вырăссен паллă педагогĕн, çыравçин К.Д.Ушинскин çамрăк ăрăва халалланă хайлавĕсем - пурте ăса вĕрентекенскерсем, пурнăçран илнĕскерсем. Вĕсемпе паллашни çитĕннисемшĕн те усăллă пулассăн туйăнать. Тĕслĕхрен, вăл ялта пурăнакан çемьери лару-тăру çинчен çырнă калавах илер.

Ывăлĕпе кинĕ ватă ашшĕне хисеплемеççĕ, ăна апатланмашкăн сĕтел хушшине лартмаççĕ. Алли чĕтренĕ май йĕркеллĕ савăт-сапа та тыттармаççĕ. Яшкана е пăтта япăхраххине, кивĕреххине, ÿксен çĕмĕрĕлменнине тултарса параççĕ. Çакна вĕсен ывăлĕ ăша хывнă курăнать. Йывăç пуленккине каскаласа ларакан шăпăрлан патне пынă амăшĕ вăл мĕн тунипе кăсăклансан, хуравĕ хĕрарăма ураран чутах ÿкермест: «Аттепе иксĕр ватăлсан сире тăрантарма йывăçран савăт касса кăларас тетĕп. Халĕ асаттене кăмака хыçне хупса усранă евĕр ун чухне сире те унтах вырнаçтарăп». Вирлĕ каланă вĕт, э?

Чăвашсен те пур ăса вĕрентекен çакăн йышши хайлавсем. Тĕслĕхшĕн пĕлĕшĕм каласа панине илсе кăтартни вырăнлă пулĕ. Кунта та ывăлĕпе кинĕ ватă çынна хисеплемен. Халсăр та чирлĕ старике хĕллехи пĕр кун çунашка çине лартса тăвайккинчен тĕпсĕр çырмана сиктернĕ. Çакна курса юлма ĕлкĕрнĕ арçын ача аслашшĕ хыççăн вирхĕннĕ. «Тăхта-ха, ачамккă, ăçта чупатăн?» - тенĕ ашшĕ. Лешĕ хашкаса çунашка кирлине пĕлтернĕ. Мĕн тума? Кивĕскер кăна вĕт. «Асатте ÿсĕмне çитсен сире те çак тăвайккинчен çав çунашкапа антарса яма», - çухалса кайман ывăлĕ.

«Мĕн каласшăн çакнашкал халапсемпе пуçа минретсе?», - теме пăхĕ хăшĕ-пĕри. Паллах, Америка уçма шухăшламастпăр, ăна Колумб тахçанах шыраса тупнă. Анчах та пурте эпир çут çанталăк саккунĕпе пурăнатпăр: тĕнчене тăватă уран упаленсе килетпĕр, тĕрекленсе вăй илетпĕр, унтан ватлăх енне сулăнатпăр, виçĕ урапа /виççĕмĕшĕ - алăри туя ĕнтĕ/ пурнăç ани вĕçне çитсе тăратпăр. Çак чăнлăх пирĕнтен кашнинех пырса тивет: çурăмĕ хыçне тулли кутамкка çакса хăй пахчинче çитĕнтернĕ улма-çырлапа мăнукĕсене савăнтарас тесе кăштăртатакан карчăк-кĕрчĕк вырăнне ыран теприсем, паян ăнăçлисем те паттăррисем, урăхла каласан хăйсене çĕр кăвапи тесе шухăшлакансем, ватă çынсен чунĕсене мĕнле те пулин чĕпĕтсе илсе ыраттарас текенсем, тăрĕç. Çавăнпа та аслă ăрурисене çамрăксем умĕнче хурличчен, тĕплĕнрех шухăшламалла: бумеранг текен кукăр туя каялла вĕçсе таврăнса хăвăра ан суранлатăр...

 

Валентина СМИРНОВА