«Паянхи хăвăртлăх пире тивĕçтерет»

5 Çурла, 2014

Йĕпреç тăрăхĕнче вырмана чи малтан тухаканĕсем «Трудовик» агрофирма» ООО механизаторĕсем пулчĕç.

Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Владимир Арсентьевпа Яков Ерилеев хăйсене шанса панă «хир карапĕсемпе» «Московская-39» сортлă кĕрхи тулă пуссинче малтанхи çаврăмсем турĕç. Çак культура начар мар çитĕннĕ, унăн кашни гектарĕ вăтамран 25 центнер тухăç парать. Кăçал ăна 350 гектар çинче акса ÿстернĕ. Вырмаçăсем кĕске хушăрах пĕтĕм лаптăк çинчи кĕрхи тулла пухса кĕртнĕ хыççăн çуртри пиçсе çитиччен агрегачĕсене техника паркне кĕрсе лартмарĕç, çийĕнчех «Патман» ЯХПК уйне çул тытрĕç. Çĕнĕ Выçлисен «Енисей» пĕрре кăна иккен, вăл та пулин час-часах чăхăмланать-мĕн. Владимир Арсентьевпа Яков Ерилеев вĕсене вăхăтра пулăшу пачĕç, кооператив ĕçченĕсен кĕрхи тырă пуссинче виçĕ кун ĕçлесе, вырмаçăсем 150 гектар çинчи ылтăн пуянлăха çапса тĕшĕлеме ĕлкĕрчĕç.

Хĕрÿ ĕççи пуçланиччен кăна Пысăк Упакассисем çĕнĕ «Агрос-530» комбайн туяннă. Хуçалăхăн кун пек агрегат халĕ иккĕ. Пĕрремĕшĕн штурвалне Владимир Арсентьева, ăста комбайнера тата сухаçăсен районти ăмăртăвĕнче пĕрре кăна мар çĕнтернĕ механизатора, шанса панă. Вăл иртнĕ кĕркунне ку уя хăех акса хăварнă. Унпа танлаштарсан - Яков Ерилеев çамрăк-ха, çирĕмрен тин иртнĕ. Апла пулин те агрофирма ертÿçи Сергей Ярчеев ăна пысăк шанăç кÿчĕ: çĕнĕ комбайн кăçалхипе иккĕмĕш хут кăна ĕççине хутшăнаканăн аллинче кал-кал та пĕр тикĕс ĕçлет. «Манăн тĕп тĕллев - ял-йыш шанăçне тÿрре кăларасси, - тет Яша. - Эпĕ Владимир Арсентьевпа ăмăртса ĕçлетĕп. Владимир - манăн наставник, сăмахпа та, ĕçпе те пулăшса тăма кирек хăçан та хатĕрскер».

Кăçал Пысăк Упакассисем хăйсен мухтавлă ентешĕн, Чăваш халăх поэчĕн Çемен Элкерĕн 120 çулхи юбилейне чаплăн паллă турĕç. Савăнăçлă пуху вăхăтĕнче /вăл шăпах çур аки хĕрсе пынă тапхăрта иртрĕ/ тыр-пул ăстисем çуртри йышăнакан пĕр пусса «Элкер уйĕ» тесе ят пама йышăнчĕç. «Унта çитĕнекен тырă талккишпех пиçсе çитессе тÿсĕмсĕррĕн кĕтетĕп, - савăк туйăмне уçса пĕлтерчĕ Яков Ерилеев. - Çав пусăри каçалăка уçма эпĕ тивĕçлĕ пултăм, куншăн питĕ савăнатăп. Тата тепĕр сăлтав та хистет мана çак уйра ĕçлеме. Ара, Çемен Элкер хăйĕн вилĕмсĕр «Хĕн-хур айĕнче» поэминче манăн мăн асатте - Ериле мучи сăнарне те ăшшăн çырса кăтартнă-çке. Ерилесен йăхĕнче пĕтĕмпе тенĕ пекех - çĕр çыннисем. Манăн асатте те, атте те «Кушлавăш уйĕнче» «хурçă ут» çÿретнĕ. «Элкер уйĕнче» вара çĕнĕ ăру çынни çĕнĕ йĕр хăварать. Куншăн епле мăнаçланмăн?» Ытла та кăмăллă кунашкал калаçăва итлеме.

Пĕтĕмĕшле илсен - Упакасси тăрăхĕнче ĕççи шавĕ пĕр тикĕссĕн илтĕнсе тăрать. «Хир - йĕтем - хир» конвейер чăрмавсăр ĕçлет. Транспорт звенин членĕсем Петр Тряковпа Александр Ерилеев /вăл та - Ериле мучи йăхĕнченех/ тырра йĕтем çине вăхăтра турттараççĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрленĕ чухне те çак шоферсемех тăрăшулăхпа тата хастарлăхпа палăрчĕç.

Пысăк Упакассипе юнашарах вырнаçнă Пĕчĕк Упакассинчи «Путиловка» Агрофирма» ООО уйĕнче те хĕрÿ ĕç шавĕ самантлăха та лăпланмасть. Кунти кĕрхи тулă пуссинче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Николай Захаров тытса пыракан агрегат лайăх кăтарту туни çинчен хавхаланса каласа пачĕ агрофирма ертÿçи Эдуард Марушев: «Николай Петрович - ăста акаçă та, маттур вырмаçă та. Ĕççи ăнăçлăхĕ пĕтĕмпех унран килет. Пирĕн пĕр «Енисей» кăна. Ютран пулăшу кĕтмесĕрех, хамăр вăйпах пурне те вăхăтра тата паха пурнăçлама ĕлкĕретпĕр эпир...»

Ÿстерсе каланă сăмахсем мар кусем. Пĕчĕк Упакассинче уй-хир ĕçĕсем пĕр-пĕринпе черетленсе пыни куç кĕрет: каçалăк та хăвăрттăн катăлать, улăм та тĕркемленсе кĕрет, уй-хир пушанса юлнă хыççăнах ăна суха агрегачĕ йышăнать.

Агрофирма ертÿçи «Московская-39» кĕрхи тулă уйрăмах ăнса çитĕннине палăртрĕ. Вăтам тухăç 35 центнерпа танлашнă. Хальлĕхе ку кăтарту - районта чи лайăххи.

Сысна ĕрчетекен «Рассвет» предприятире, Киров ячĕллĕ тата «Красный партизан», «Красный фронтовик» колхозсенче те вырма ĕçĕсене лайăх йĕркеленĕ. Районĕпе илсен - куллен уйсенче 30 ытла комбайн кунсерен ĕçлет.

Укçа-тенкĕ тĕлĕшпе йывăрлăхсем сиксе тухнине пăхмасăрах кăçал «Искра», Киров ячĕллĕ колхозсем, «Трудовик» агрофирма» ООО тата «Рассвет» предприяти «Агрос-530», «Дон-1500» çĕнĕ комбайн туянма май тупнă.

- Районĕпе 8600 га çинчи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелле, - тет район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Валерий Гаврилов. - Паянхи хăвăртлăх тивĕçтерет пире. Вырма пĕлтĕрхинчен чылай ăнăçлăрах пырать. Кунпа пĕрлех çитес тухăç пирки те халех шухăшлатпăр. Кăçал 3100 гектартан кая мар кĕр тыррисем акмалла. Çĕртме сухи тăвасси те - кун йĕркинчех.

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Рубрика: 
Теги: