Çĕнтерÿсемпе савăнтарать
5 Aug, 2014 | Спорт | Чемпионка

Пултаруллă марафонçă, спортăн тĕнче класлă мастерĕ Светлана Захарова çĕр-шыв чысне Олимп вăййисенче икĕ хут /2004, 2008çç./ хÿтĕленĕ. Паллă спортсменка халĕ те пире хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать.

Нумаях пулмасть шалти служба майорĕ, МЧС тытăмĕнче ĕçлекенскер, полицейскисемпе пушарнăйсен Европа вăййисенчен çĕнтерÿпе таврăннă. Брюсельте иртнĕ ăмăртура пакунлă атлетсем спортăн 37 енĕпе тупăшнă. Пирĕн ентеш тăватă медаль çĕнсе илнĕ: вăл 800, 1500, 5000 тата 7300 /кросс/ метрлă дистанцисене пĕрремĕш вĕçлеме пултарнă. Европа вăййисене спортсменка иккĕмĕш хут хутшăннă, тăватă çул каялла Андоррăра иртнĕ турнирта та МЧС ĕçченĕ пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине виçĕ хут хăпарнă.

Вăрмар районĕнчи Атайкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ марафонçă хăй вăхăтĕнче чылай ăмăртура малти вырăнсене йышăннă. Вăл - Чăваш Ен чемпионки тата рекордсменки, çамрăксен хушшинче иртнĕ Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи /1994/, тĕнче чемпионачĕн тата кубокĕн призерĕ /2001, 2003/. Берлинта, Лондонра, Бостонра, Чикагора иртнĕ пĕтĕм тĕнчери марафонсене темиçе хут хутшăннă, 2003 çулта икĕ ăмăртура çĕнтернĕ. Тĕрлĕ çулсенче Раççей хĕç-пăшаллă вăйĕсен çăмăл атлетика ăмăртăвĕнче тата çар хĕрарăмĕсен тĕнче чемпионатĕнче чи пысăк наградăсем çĕнсе илнĕ. Светлана Захарова - РФ спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Гавай утравĕнчи Гонолулу хулин Хисеплĕ гражданинĕ.

Андрей ПЕТРОВ

Андрей ПЕТРОВ