Литературăшăн ÿсĕмлĕ ĕçсемпе сапăрланасчĕ

6 Çурла, 2014

Вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ, поэт, драматург, куçаруçă, прозаик, фольклорист, ÿнерçĕ, хальхи чăваш литературин никĕсне хывнă Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 2015 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче 125 çул çитет.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ентешĕмĕрĕн тĕнче пĕлтерĕшлĕ культура еткерлĕхне упраса хăварас, ырă ятне асра тытас тата обществăна литературăпа кăсăклантарас тĕллевпе 2015 çул К.В.Иванов çулталăкĕ пулассине çирĕплетекен Указ кăларчĕ. Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкĕ Раççейри Литература çулталăкĕпе /РФ Президенчĕ Владимир Путинăн 2014 çулхи çĕртмен 13-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн/ тÿр килет.

Çитес çул туса ирттерме палăртнă мероприятисем çĕр-шывăн культурăпа истори еткерлĕхне упраса хăварма, регионсен туслăхне çирĕплетме, Чăваш Республикин ятне-сумне ÿстерме пулăшĕç. Çак шухăша тата ытти пĕлтерĕшлĕ саманта Чăваш Енри культурăн тата искусствăн паллă ĕçченĕсем те палăртрĕç.

 

Профирий АФАНАСЬЕВ, Чăваш халăх поэчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ:

- Константин Иванов çуралнăранпа 100 çул çитнине ЮНЕСКО йышăнăвĕпе тĕнче шайĕнче анлă паллă тунăччĕ. К.Иванов çулталăкне те сумлă ирттересчĕ. Вăл çакна тивĕç çын. 17 çулта гениллĕ поэма çыракан чăвашра унччен те пулман, халĕ те урăх çук. Иван Яковлевпа танлаштарма пулать паллах. Анчах та вăл урăхларах, халăха вĕрентес енĕпе ĕçленĕ. Литературăра К.Иванов пĕртен пĕрре. Каярахпа унăн тĕслĕхĕпе хавхаланса Ухсай Яккăвĕ, Петĕр Хусанкай, ыттисем, çав шутра эпир те, çитĕннĕ.

Республика Пуçлăхĕ Иванов çулталăкне ирттересси пирки алă пусса çирĕплетнĕ Указ питех те вырăнлă. Патшалăх литература енне çаврăнни, писательсем çине пăхма пуçлани савăнтарать. Хальхи вăхăтра писательсем хăйсене мĕскĕнлĕхре туяççĕ. Çавăнпах çырас кăмăлĕсем те çук. Тата Иванов ячĕллĕ премие тавăрасчĕ. Пушкăртсен - Салават Юлаев, тутарсен Габдулла Тукай премийĕсем пур. Вĕсем хăйсен мухтавлă ывăлĕсен ячĕсене чыслă упраççĕ.

 

Арсений ТАРАСОВ, «Тăван Атăл» журнал редакторĕ, драматург:

- Республика Пуçлăхĕн Указне ырласа йышăнатăп. Пире кирлĕ, шăп вăхăтлă пулчĕ вăл. Чăваш литература тĕнчи нишлĕленсе кайнă самант халĕ. Писательсен союзĕ виççĕ, анчах пĕри те ĕçлемест. Çыракан писательсем те юлмарĕç. Раççей Писательсен союзĕн членĕ тени кăна. Литература журналĕнче ĕçленĕ май çакна лайăх туйса тăратăп.

Паллах, акци вăхăтĕнче нумай мероприяти иртĕ. Писательсене, союзсене укçа-тенкĕпе те пулăшĕç. Çавăн пекех чи малтан, манăн шухăшăмпа, писательсен пĕрлĕхĕсен тĕлĕшпе татăклă реформăсем тумалла. Унтан та ытларах вулакана тăван сăмах, тăван чĕлхе енне туртăнтарассишĕн тăвакан ĕçе политикăлла йĕркелемелле. Тĕрĕссипе, чăвашра Литература çулталăкĕ кăна мар, Литература вунă çуллăхне ирттерме вăхăт çитнĕ.

 

Анатолий КИПЕЧ, çыравçă, халăх академикĕ:

- Шел, Чăваш Республикинче юлашки çулсенче литература пĕлтерĕшне пысăк хак пани сисĕнмест. Патшалăх, правительство писательсен ĕçне хисепе хуни курăнмасть. Хальхи вăхăтра чи тÿлевсĕр ĕçлекенни - чăваш писателĕ. Хамăра çак шайра аванах туймастпăр. Манса кайнă пире. Писатель лидер пулнине асăрхамастăп. Лозунг нумай, анчах вăл чăн тунă ĕç мар. Тăван чĕлхене пĕтерекен политика вăй илсе пынă май чăваш литературине пăчăртаса лартрĕ. Паян вăл питĕ тунсăхлă, çÿлтисем асăрхаман пулăм. Кам вулать хальхи вăхăтра? Ватăсемпе ачасем. Анчах аслă ÿсĕмрисем вăйсăр ĕнтĕ, вĕсем пурнăçа улшăну кĕртеймĕç.

Литература çулталăкне ирттерни Раççейшĕн пĕлтерĕшлĕ пулĕ. Анчах çакна май Чăваш Енре пысăк улшăнусем пулассине шанмастăп. Писатель куçĕпе пăхса çакна калатăп. К.Иванов юбилейне республика сарлакăш шайра çеç ирттермелле мар, Мускавах çитмелле. 100 çулхи юбилейне сумлă паллă тунăччĕ.

 

Светлана АСАМАТ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чĕмпĕр облаçĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

- К.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕн ертÿçинче ĕçленĕ вăхăтра «Нарспи» поэма авторĕн тата ытти нумай-нумай çыравçăн юбилейне халалласа анлă куравсем, пултарулăх, асăну каçĕсем чылай ирттернĕ. Çамрăксене те, ваттисене те хутшăнтарнă. Литература уявĕсене ирттерме Пушкăртстанри, Тутарстанри, Чĕмпĕр облаçĕнчи ял-хулана, Мускава эпĕ хатĕрленĕ сценарисемпе темиçе хутчен те кайса килнĕ.

Çитес çул Литература çулталăкне Чăваш Енре К.Иванов юбилейĕпе çыхăнтарнине çав тери паха, питĕ тĕрĕс, тарăн пĕлтерĕшлĕ йышăну тесе шухăшлатăп, çакăншăн чунтан савăнатăп. Константин Иванов чăваш çырулăхĕн тымарĕнчен аталанса çĕкленнĕ парка та çÿллĕ, çирĕп туналлă Йывăç. Чăваш турри çав асамлă Йывăçа хăрма паманнине çирĕплетекен куç кĕрет ырă, пуçаруллă пулăм пулчĕ çакă. Çулталăк тăршшĕпех тăван литературăшăн усăллă, ÿсĕмлĕ ĕç туса сапăрланасчĕ.

 

Виталий РОДИОНОВ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш литература кафедрин пуçлăхĕ:

- Литература çулталăкне ирттерни нихăçан пулман япала. Патшалăх литература çине пăхма пуçлани, паллах, кăмăла çĕклет, савăнтарать. Анчах Мускава кайса «чăваш пулнă, пур, пулать» тесе кăшкăрашнипех ирттерсе ярас марччĕ ăна. Курăмлă ĕçсемпе палăрса юлтăрччĕ. Тутарсем Г.Тукайăн 125 çулхи юбилейне ЮНЕСКО шайĕнче ирттерчĕç. Пирĕн ун пек пулаймĕ. «Тюрксой» пĕрлĕхне кĕмесĕр К.Иванов юбилейне çавăн пек тăваймăпăр эпир.

Сăмах тусанĕ вĕçтерни кăна ан пултăрччĕ. Çулталăк тăршшĕпе тумалли ĕç темĕн чухлĕ. К.Ивановăн пултарулăхне туллин тĕпчемелле, унăн словарĕн пĕр томне те пулин кун çути кăтартасчĕ. Тутарсем Тукайăн словарьне тăватă томпа кăларчĕç. Тĕнче шайĕнче конференци йĕркелемелле тата ытти те. Тĕрĕссипе, К.Иванов çулталăкне ирттерме тахçанах хатĕрленме пуçламаллаччĕ.

 

 

Денис ГОРДЕЕВ, Чăваш халăх писателĕ:

- Хăй вăхăтĕнче эпир Константин Иванов юбилейне ЮНЕСКО шайĕнче паллă тунă. Çав шайран чакас марччĕ. Паян çак ыйтăва çĕклемеллех. Совет саманинче Ухсай, Шелепи юбилейĕсене Мускавра Литература çуртĕнче ирттернĕ. Халĕ кун пирки пĕр сăмах та çук.

ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов К.Иванов юбилейĕн планне хатĕрлени çинчен каласан пуçа çакăн пек шухăшсем пырса кĕчĕç. «Нарспи» поэма сюжечĕ тăрăх мюзикл лартрĕç. Вăл каçхи клубсем, стриптиз залсем валли тунă япала. Шухăшласа пăхăр-ха. Поэмăри мĕн пур сăнартан «чипер ача Сентти» кăна чĕрĕ юлать, ыттисем пурте вилсе пĕтеççĕ. Халăх трагедийĕ çакă. Халăх трагедийĕнчен çăмăл жанр туса хума юрамасть. Çакă виле çинче ташлани, юрлани пулса тухать. Чăваш çынни нихăçан та апла хăтланман. Шел, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторне ку таранччен те тивĕçлĕ хак парайман-ха эпир.

 

 

Валентина БАГАДЕРОВА ыйтса пĕлнĕ.

Рубрика: