Нĕркеçпе Сĕнтĕр тăрăхĕн маттур арĕ

6 Çурла, 2014

Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿел спортсменĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчен пуçласа Каçалпа Пăла тăрăхĕнче кăна мар, республикăри ăмăртусенче те пысăк çитĕнÿсем тума пуçланă. Пантелеймон Лукияновпа Зинон Иванов учительсен вĕренекенĕсем 30-40 çул каялла республикăри ăмăртусенче те çăмăл атлетика енĕсемпе, велосипедпа тата йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртса «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисенче темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăннă.

Çавăнтанпа Аслă Çĕрпÿел вăтам шкулне пĕтернĕ каччăсемпе хĕрсенчен вăтăр атлет ытла спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртса СССР е Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕн е кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Вĕсенчен чи пĕрремĕшĕ - халĕ Мускав облаçĕнче пурăнакан Олег Константинов велосипедист. Ун хыççăн 1972 çул вĕçĕнче Мурманск облаçĕнчи Североморск хулинче самбо енĕпе иртнĕ Çурçĕр флочĕн чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă Евгений Зимцов палăрнă. Çамрăк моряк çавăн хыççăн Ригăра иртнĕ Пĕтĕм Союзри турнирта та кĕрешнĕ: Балтика флочĕн чемпионне, тĕнче спорт мастерне Игорь Вайцеховские кăна темиçе очко выляса ярса кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

Çурçĕр флотĕнче виçĕ çул хĕсметре пулнă хыççăн Евгений Зимцов Комсомольски районне таврăнать. Çирĕм пĕр çулти СССР спорчĕн мастерĕ КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Петр Теплов сĕннипе часах Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçлеме пуçлать.

Хăйĕн тăван ялĕнчен сакăр çухрăмра вырнаçнă çак шкулта самбо енĕпе спорт мастерĕ, çирĕп кăмăллă, вăйлă та хăюллă ĕнерхи моряк пурĕ те икĕ çула яхăн кăна ĕçленĕ. Апла пулин те Нĕркеçпе Сĕнтĕр тăрăхĕнче вăл яланлăхах ырă йĕр хăварнă. Пысăках мар вăтам шкулта Евгений Вениаминович Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕпе В.В.Воронков военрукпа уйрăмах килĕштерсе ĕçленĕ. Вĕсен вĕренекенĕсем 1976 çулта комсомолецсемпе çамрăксен «Орленок» çарпа спорт вăййин республикăри финалĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă, унтан Днепропетровскра иртнĕ Пĕтĕм Союзри финалта ăнăçлă ăмăртнă.

Комсомольски районĕнче ĕлĕкрех те, пирĕн саманара та самбо ниепле те лайăх аталаннă спорт енĕ шутланман. Апла пулин те Каçал тăрăхĕ хăйĕн пăхаттирĕсемпе тивĕçлипе мăнаçланма пултарать. 1970 çулта республика чемпионĕ ятне пуçласа Аслă Çĕрпÿел каччи, вăл вăхăтра Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ Юрий Зимцов çĕнсе илнĕ. Çав çулсенче вăл каникула яла килсен урамрах е çырма хĕрринчи ешĕл лапамра самбо мелĕсемпе шăллĕне Женьăна тата унăн юлташĕсене паллаштарнă.

1980 çулта Чăваш АССР чемпионатĕнче пур паллă атлета та çĕнтерсе, унччен нимĕнле пысăк ăмăртура та палăрман Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи факультечĕн студенчĕ, Çĕнĕ Кипеçри вун тăххăрти Олег Михайлов мала тухнă. Унăн пĕрремĕш тренерĕ, паллах, Е.Зимцов. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче самбо енĕпе СССР спорчĕн мастерĕ РСФСР чемпионачĕн ылтăн медальне икĕ хутчен çĕнсе илнĕ, Пĕтĕм Союзри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă. Олег Меркурьевич халĕ Шупашкарти пĕр предприятире вăй хурать.

Евгений Вениаминович вунă çул ытларах Мускавра ĕçлесе пурăнать. Вăл - кĕрешекенсен ятарлă спорт шкулĕн директорĕн çумĕ. Çĕр-шывĕпе чапа тухнă Раççей тĕп хулинчи çак шкул директорĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Р.Лапшев хистенипе пирĕн ентеш 50 çул тултарсан каллех кавир çинче хăйĕн ăсталăхне кăтартма пуçлать. Юлашки çулсенче вăл Болгарире, Италире, Чехире, Францире, Тунисра тата ытти çĕр-шывра иртнĕ пĕтĕм тĕнчери ăмăртусене хутшăннă, çирĕме яхăн медаль çĕнсе илнĕ.

Нумаях пулмасть Чул хула облаçĕнчи Кстово хулинче самбо енĕпе çĕр-шыври ветерансен чемпионачĕ иртнĕ. Кавир çине сакăр чăваш атлечĕ тухнă. Пирĕн ентешсенчен унта Шупашкарти ятарлă спорт шкулĕн тренерĕ, 64 çулти Владимир Мальков, Çĕнĕ Шупашкарти тĕнче спорт мастерĕ Анатолий Петров тата республика тĕп хулинчи тĕнче чемпионĕ Анатолий Кузьмин уйрăмах ăнăçлă кĕрешнĕ. Пурте вĕсем хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Комсомольски районĕнчен тухнă тĕнче спорт мастерĕ Евгений Зимцов пуçласа йывăр виçеллĕ самбистсен ушкăнĕнче ăмăртнă, Мускав облаçĕнчи тĕнче чемпионне Марк Салова çеç выляса ярса иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Петр СИДОРОВ

Рубрика: