“Çамрăксен хаçатне” планшетпа вулаççĕ

1 Çурла, 2014

«Çамрăксен хаçачĕн» электрон версине вулама май пуррине пĕлетĕр ĕнтĕ. Анчах вăл чылай йÿнĕреххине, тен, кашниех тавçăрмасть те. Ансат çак мелпе Комсомольскинчи 1-мĕш шкулта ĕçлекен Петр Родионов чи малтан усă куракансенчен пĕри пулнă. Икĕ çул хаçата почта урлă çырăннăскер кăçал унăн электрон версине вулама тытăннă.

- «Çамрăксен хаçачĕн» электрон версине çырăнни çемье бюджетне перекетлеме май парать. Вăл 50 тенкĕ çеç. Ăна эпир эрне кунсерен çемйипех планшетпа усă курса вулатпăр. Маларах эпĕ Мускав хаçачĕсен электрон версийĕсене çырăнаттăм, халĕ вара «Хыпарпа» «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕсем те çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртрĕç, - калаçу пуçарчĕ Петр Васильевич.

Вăл 35 çулта. Мăшăрĕпе Аленăпа ывăл ÿстереççĕ. Кил вучахĕн управçи ача садĕнче воспитательре вăй хурать. Çемье хаçатри «Юратупа наркăмăш» кăларăма чи малтан шĕкĕлчет.

- Манăн анне Марья Васильевна «Çамрăксен хаçатне» питĕ кăмăллать. 75 çултискер планшета хăех ярать те пĕр статья хăвармиччен вулать. Эпĕ Шупашкарта ÿсрĕм, 1-мĕш шкулта вĕрентĕм. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн химипе фармацевтика факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Халĕ информатика предметне вĕрентетĕп. 8-мĕш классене ертсе пынă май класс сехечĕ вăхăтĕнче ачасене «Çамрăксен хаçачĕн» электрон вариантне вуласа паратăп, вăл пулăшнипе пурăнма вĕренетпĕр, - калаçăва вĕçлерĕ Петр Родионов.

Алена АЛТУХОВА.

 

Редакцирен: «Çамрăксен хаçачĕн» электрон версине кирек хăçан та çырăнма пулать. 50 тенкĕ тÿлетĕр те хаçата планшет, ноутбук е компьютер урлă ултă уйăх вулаятăр.