«Чирлĕ çын сывални - чи хаклă тав сăмахĕ»

30 Утă, 2014

«Турă вĕсене тухтăр пулма пилленĕ», - çак сăмахсене Елчĕк районĕн тĕп больницинче вăй хуракан тĕлĕнмелле мăшăр - Анатолий тата Любовь Молоствовсем - çинчен каланăнах туйăнать. Анатолий Ефимович сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче - 53, Любовь Сергеевна вара 43 çул тăрăшаççĕ, хăйсенчен чирлисем пулăшу кĕтнине пĕлсе ĕçе кашни ир ырă кăмăл-туйăмпа васкаççĕ. Çак тапхăрта миçе пин çынна сыватман-ши, пурнăçа тата ытларах хакламашкăн хăнăхтарман-ши вĕсем?

Пурнăçланнă ĕмĕт

«Пире атте-анне мĕн пĕчĕкрен халăхшăн ĕçлемелле тесе вĕрентнĕ, çакă пуçра яланлăхах тăрса юлнă», - чунне уçать Анатолий Ефимович нарколог тата психиатр. Çывăх çыннисем ăс парса каланă çак сăмахсене вăл Канашри медучилищĕре тата Чул хулари С.М.Киров ячĕллĕ патшалăх медицина институтĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă çулсенче те, çар ретĕнче медик пулнă тапхăрта та, Елчĕк больницинче невропатологра, тĕп тухтăрта, психоневрологра, наркологра, психиатрта ĕçленĕ вăхăтра та, район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне /1991-1996 çç./ йышăннă чухне те асра тытнă. Хăйĕн ĕçне чĕререн юратни, мĕн пуçланине вĕçне çитерме ăнтăлни, çынсене пулăшас тени яланах хавхалантарса пынă ăна. Пациентсем сывални вара уншăн - чи хаклă тав сăмахĕ.

«Темиçе çул каялла манăн 82-ри хуньăм Çĕнĕ çул хыççăнхи кану кунĕсенче чирлесе ÿкрĕ. Шалкăм çапнăран ăна вырăнтан та хускатма юрамасть. «Васкавлă медицина пулăшăвне» машинине, ялти медсестрана чĕнсе илтĕмĕр. Вĕсем пĕрремĕш пулăшупа тивĕçтерчĕç. Эпĕ Анатолий Ефимовичпа - ăна тахçантанпах лайăх пĕлнĕрен - çыхăнтăм. Вăл часах Кавала çитрĕ, мĕн тума юрани-юраманнине тĕплĕн ăнлантарчĕ. Хуньăм аран калаçать, алли çĕкленмест. Молоствов пĕр эрне кашни кун килсе çÿрерĕ, уяв пулнине те пăхса тăмарĕ: чирлĕ çыннăн чĕлхе мышцисем хускалччăр тесе ăна калаçтарчĕ, «Илья Федорович, мăнукусене ыталасах çÿрĕн-ха», - тесе хавхалантарчĕ, алли-урине массаж турĕ. Тухтăра бензиншăн та пулин укçа тÿлес терĕм те - килĕшмерĕ. «Маншăн çак çын тăрса утса çÿреме пуçлани чи пысăк тав пулĕ», - терĕ. Чăн та, хуньăм çавăн хыççăн тепĕр икĕ çул утса çÿрерĕ, чиперех пурăнчĕ. Çакăн пек тĕслĕх - пациента килне кайсах сыватни - Анатолий Ефимович практикинче темĕн чухлех пулнă», - каласа кăтартрĕ Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Леонид Григорьев.

Анатолий Молоствов ачаранпах тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕсем - Зинонпа Анатолий Волковсем /хисеплĕ ентешĕмĕрĕн - педагогика наукисен докторĕн, академикăн Геннадий Никандровичăн - пĕр тăванĕсем/, тăван аппăшĕ Зинаида врача вĕренсе тухни те витĕм кÿнĕ паллах: ача вĕсен кĕнекисене тăтăшах тыта-тыта пăхнă, унта мĕн çырнипе кăсăкланнă. «Çакă витĕм кÿчĕ ахăртнех. Медицинăна педагогикăран ытларах килĕштертĕм. Атте Ефим Михайлович - Чăваш АССР тата РСФСР шкулăн тава тивĕçлĕ учителĕ-çке, пĕр аппа унăн çулне суйларĕ. Тепри, 1932 çулта çуралнăскер, Хусанта вĕреннĕ хыççăн тухтăрта ĕмĕрĕпех ĕçлерĕ. Анатолий Никандрович, пĕлетĕр ĕнтĕ, хирург, медицина наукисен докторĕ, профессор, академик, 80 çултан иртнĕ пулсан та Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлет. Иккĕмĕш сыпăкри тепĕр пичче Зинон Никандрович та медицина наукисен кандидачĕ, шел, вăл çĕре кĕчĕ ĕнтĕ», - пĕлтерчĕ Анатолий Ефимович хăй те, тăванĕсем те суйласа илнĕ специальноçпах ĕçленине палăртнă май.

Çулталăкранах чăвашла вĕреннĕ

Пулас мăшăрĕпе вăл Чул хулари медицина институтĕнче вĕреннĕ чухне паллашнă. Чăваш каччи ăслă та хитре, ырă кăмăллă вырăс хĕрне алăран вĕçертес темен, качча тухма сĕннĕ. 5-мĕш курсра пĕрлешнĕ вĕсем. Любовь Сергеевна шкула медальпе, института хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. «Манăн арăм декабристка пекех. Вĕренсе пĕтерсен ăна Чăваш Ене илсе килтĕм, çулталăкранах чăвашла вĕренчĕ», - мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса калаçăва тăсать шурă халатлă специалист. «Ку майра ялта нумай тытăнса тăмасть, Анатолий Ефимовича та каялла хăйпе пĕрле илсе каять акă», - вырăнти çынсенчен чылайăшĕ малтанлăха çапла каланă-мĕн. Анчах майра Елчĕк больницинчех ĕçленĕ, хăй çеç мар, ачисене те чăвашла калаçма вĕрентнĕ. «Чăваш Ене килме малтанлăха кăшт шиклентĕм паллах, анчах юрату вăйлăрах пулчĕ. Юратнă çыннăм кирек ăçта та пулăшасса шанни те хавхалантарчĕ. Чăваш Ене килнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп, кунти халăх килĕшет мана», - чунне уçрĕ Любовь Сергеевна, райбольницăн терапи уйрăмĕн заведующийĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ.

Ăна халăх питĕ юратать, хисеплет, унăн энергетики лайăх пулнине палăртать. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕн Леонид Григорьевăн сăмахĕсем те çакнах çирĕплетеççĕ: «Сыпăсем сурнăран хушăран терапи уйрăмĕнче сипленетĕп. Любовь Сергеевна хама мĕнле туйни пирки ыйтсанах мĕн ыратнине манса каятăп. Эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплет теççĕ ун пеккисем çинчен. Çак тухтăр организмăн шалти ресурсĕсене ĕçлеттерсе яма пултарать. Пĕрре çапла терапи уйрăмĕнче выртнă чухне утайман 80-ри старике илсе килчĕç. Пĕр палатăри çынсем ăна: «Любовь Сергеевна сире кунтан чупса çÿрекен туса кăларать акă», - терĕç. Вĕсене, паллах, ĕненмерĕ ватă çын. Любовь Сергеевна ун патне кунне 3-4 хут килчĕ, тĕрлĕ хăнăхтарупа хускану тутарчĕ. «Эсир ура çине тăратăрах. Утма çеç мар, ташлама та пуçлатăр-ха акă», - çапла каласа хавхалантарма та манмарĕ. Чăн та, старик 2-3 кунран ура çине тăма, кăштахран икĕ койка пуçĕнчен тытса кукленсе ларма тата каялла çĕкленме, коридора тухса çÿреме пуçларĕ. Любовь Молоствовăна çынсем пациентсене пулăшас тесе хăйĕнчен мĕн килнине йăлтах тунăшăн, ырă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ».

Савăнăçра та, хурлăхра та пĕрле

Молоствовсем 47 çул пĕр-пĕрне юратса тата çур сăмахранах ăнланса пурăнаççĕ. Анатолий Ефимович мăшăрне кирек мĕнле йывăрлăхра та пулăшса-хавхалантарса пынăшăн тав тăвать. Йывăрлăхĕ вара сахал мар пулнă. Çамрăк мăшăр диплом илсен малтан Канаш хулинчи больницăна вырнаçнă. Темиçе уйăх ĕçлесен невропатолог-тухтăра Вăрмар районне тĕп врач пулмашкăн кайма сĕннĕ. Анатолий Ефимов килĕшмен, хăй çуралса ÿснĕ тăрăхра ĕçлеме кăмăл тунă. «Ун чухне Елчĕкре 37 пин çын пурăнатчĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр больницăран тухма та пĕлместĕмĕрччĕ. Кĕçех пире 2 пÿлĕмлĕ хваттер пачĕç», - иртнине куçĕ умне кăларать врач. 1975 çулта А.Молоствова тĕп тухтăра уйăрса лартнă. Аспирантурăна кайма хатĕрленнĕ специалиста малтан çĕнĕ больница тума хушнă. Хушнине пурнăçламаллах. Киввинче чирлисене пăхмашкăн лайăх условисем çукки, тахçанхи çуртсене юсанин усси пулманнине тĕп тухтăр хăй те лайăх ăнланнă. Анчах çĕнĕ больница тума укçа ăçтан тупмалла-ха? «Пĕр пухура çапла йышăнтăмăр: колхозсенчен пĕр гектар пуçне 1-ер тенкĕ укçа пуçтарас. Тепĕр çулхине 3-шер тенкĕ панăччĕ хуçалăхсем, пуянраххисем 5 тенкĕ те шел мар терĕç. Çапла вара 3 çул хушшинче икĕ хутлă корпус - хирурги уйрăмĕ - туса лартрăмăр. Каярахпа сиплев тепĕр корпусне хăпартрăмăр», - аса илет Анатолий Молоствов. Апатлану блокĕ, гараж, котельнăй, юхса тухакан шывсене тасатакан сооруженисем тунă, асфальт сарнă. Елчĕкри больница республикăра чи лайăххисен шутне кĕнĕ. Тăрăшса ĕçленĕшĕн тата пуçарулăхшăн Анатолий Ефимовича 1981 çулта «Хисеп Палли» орденпа наградăланă. Анчах тепĕр икĕ çултан çĕнĕ больница тăвас тесе нумай чупнăскерне чутах тĕрмене хупса хуман. Çĕрпÿ районĕнчи халăх сучĕ 1983 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнчи приговорĕнче çапла çырнă: «А.Молоствов хăйĕн интересĕсене мала хурса патшалăха сиен кÿнĕ. Хăйĕн интересĕсем службăра ăнăçлăх туса хурассинче палăраççĕ...» Ăна ĕçрен кăлараççĕ, партирен хăвалаççĕ. Юрать-ха, Чăваш АССР Аслă Сучĕ ку ĕçе «преступлени паллисем çуккипе» пăрахăçлать. «Должноçри çынна айăплă тесе йышăнма вăл ĕç вырăнĕпе ытлашши усă курнинче хăйшĕн е хăйĕн ытти интересне мала хуни кирлĕ. Молоствов ĕçĕнче кун пек паллăсем çук. Медперсонал валли, çав шутра тĕп врач валли те, лайăх ĕç условийĕсем туса хуни, халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕç культурин шайне ÿстерни Молоствов службăра ăнăçлăх туса хума тăрăшни пулмасть», - тенĕ Аслă Суд президиумĕ.

Паллах, çак тапхăрта Любовь Сергеевна та нумай пăшăрханнă, мăшăрне май килнĕ таран хавхалантарнă. Унăн амăшĕ хĕрĕпе кĕрÿшĕ валли хăй пурăнакан çĕрте /Владимир облаçĕ/ ĕç те тупнă, çурт та пăхса хунă иккен. Çапах Молоствовсем унта кайман, Елчĕкрех юлнă. Икĕ ача пăхса ÿстернĕ вĕсем. Хĕрĕпе ывăлĕ ашшĕпе амăшне канмалли кунсенче те, çĕр варринче те чирлисем патне чĕне-чĕне кайнине курса çитĕннĕ. Çынсене пулăшас туртăм вăйлăран хĕрĕ Татьяна та медицина çулнех суйланă. Хальхи вăхăтра вăл Шупашкарти хула клиника центрĕнче хĕрарăмсен консультацине ертсе пырать. Аслă категориллĕскерĕн ĕç стажĕ - 17 çул. Ывăлĕ вара ШĔМ академине пĕтернĕ, халĕ строительство тытăмĕнче тăрăшать.

Молоствовсем сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ, пациентсене те ăна пăхăнни аван иккенне ăнлантараççĕ. «Эпир мĕн каланине 53 çул хушшинче 50 çын ăса хывнă пулсан та аван. Пĕр старике пĕлетĕп. Хăй вăхăтĕнче ăна эпĕ эрех ĕçсен, пирус туртсан нумаях пурăнаймăн тесе ăнлантарнăччĕ. Çакна халĕ те асра тытать вăл. 80 çултан иртнĕскер халĕ хăйсен пысăках мар ялĕнче - чи асли», - сăмах çăмхине сÿтет Анатолий Ефимович. Сывă пурнăç йĕрки çинчен, вăл е ку чиртен мĕнлерех сыхланмалли пирки вăл район хаçатĕнче тăтăшах статья пичетлет. Унсăр пуçне сывлăх ушкăнне - унта çулланнă çынсем çÿреççĕ - ертсе пырать. Вĕсем эрнере икĕ хут пуçтарăнаççĕ: волейболла выляççĕ, физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейнра ишеççĕ, сауна пирки те манмаççĕ. А.Молоствов, хăй вăхăтĕнче йĕп рефлексотерапийĕн вăрттăнлăхĕсене алла илнĕскер, хăй хускану-хăнăхтару комплексне хатĕрленĕ. Кашни кунах пурнăçлать вăл ăна, тен, çавăнпах-тăр хăйĕн çулĕсенчен чылай çамрăкрах курăнать.

Анатолий Ефимовичпа Любовь Сергеевнăн чи пысăк ĕмĕчĕ - мăнукĕсем ÿссе çын пулнине курасси, вĕсен ачисемпе савăнасси. Пысăк чун-чĕреллĕ тухтăрсен ĕмĕт-тĕллевĕ яланах пурнăçланса пытăрччĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: