Суран часах тÿрленмĕ
...Кама кирлĕ эпир пурнăçра? Никама та. Пурте çурăмпа çаврăнса тăчĕç. Николай сусăррисен урапине пÿлĕм тăрăх хуллен кустарать те чÿречерен пĕр авăк сăнаса ларать. Çынсем кĕтÿ яма тухнă, хĕвелпе тан вăраннă ачи-пăчи сурăх хăвалать. Эсĕ пур - ларатăн пушă пÿртре хăр тăлăххăн. Çук-çук, пĕччен кун кунламастăн.