Суран часах тÿрленмĕ

28 Утă, 2014

...Кама кирлĕ эпир пурнăçра? Никама та. Пурте çурăмпа çаврăнса тăчĕç. Николай сусăррисен урапине пÿлĕм тăрăх хуллен кустарать те чÿречерен пĕр авăк сăнаса ларать. Çынсем кĕтÿ яма тухнă, хĕвелпе тан вăраннă ачи-пăчи сурăх хăвалать. Эсĕ пур - ларатăн пушă пÿртре хăр тăлăххăн. Çук-çук, пĕччен кун кунламастăн. Мухмăр-сухмăрпа аптракан юлташĕсем çиччас чупса килĕç-ха, хĕврен пулăштух туртса кăларĕç. Лавкка уçиччен хаяр шĕвек сутакан патне кайса килнĕ, атя, черкке хыççăн черкке ÿпĕнтерер те чуна кăшлакан япаласем çинчен самантлăха манар. Кăштах кăтăш пулса вырăн çине тÿннĕ хыççăн куç хупанкине асаплăн уçкалатăн та сан тавра каллех ял ĕçкĕçĕсем ларнине курах каятăн. Каллех ĕçкĕ... Вĕçĕ-хĕрри пулать-ши? Тем тĕрлĕ шĕвекпе пыра чÿхенипе ял ачисем леш тĕнчене пĕри те тепри ăсанни ниме те вĕрентмерĕ пулас. Вăрçă тапранман, çапах масарĕ çамрăксемпе тулса ларчĕ, ял пĕтет капла. Пурăнас та килмест. Мĕн тума çуратса янă тулĕк Çĕр çине.

"Манăн пурăнас килмест..."

Вăхăт шав малалла. Афганистанран çарсене илсе тухни чĕрĕк ĕмĕр. Ĕнерхи салтаксен шăпи тĕрлĕ килсе тухрĕ. Пĕрисем, тĕрĕс-тĕкел таврăннисем, лайăх ĕçе вырнаçса пурнăçне ăнтарчĕç. Çемьеллĕ, халĕ ĕнтĕ мăнуксем чупаççĕ. Госпитальте чĕртнисене хăйсене алла илме шанчăк пачĕç-ха, анчах пурин патне ăçтан çитейĕн.

Афганецсен республикăри пĕрлĕхĕн ертÿçи Геннадий Матвеев çартан майор званийĕпе таврăннă. Вертолетчик. Пĕр çапăçура йывăр аманнă. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тата "Паттăрлăхшăн" медале тивĕçнĕ. Сусăрланнисен мĕнле хĕн-асап витĕр тухма тивнине нумай тĕслĕхпе çирĕплетет. Çÿлерех асăннă Николай Петров çинчен ăнсăртран пĕлнĕ вăл. Мате Залка урамĕнчи пĕр çуртра пурăнакан юлташĕ Матвеев мĕн ĕçленине пĕлнĕ пулас.

- Итле-ха, Гена, пĕр афганец Шупашкар районĕнчи Вăрман Çĕктер тăрăхĕнчи ферма çуртĕнче пурăнать. Инвалид. Килĕ те, çемйи те çук-тăр. Çын çамрăклах сÿнет, - тенĕ çакскер.

Мана мĕн ĕç тесе тепри алă сулĕччĕ. Гена ун йышшисенчен мар. Чи шанчăклă юлташĕсем патне шăнкăрав тунă та çав яла çитнĕ. Икĕ хутлă ферма çурчĕ тахçан общежити пулнă-мĕн. Каярахпа, хуçалăх шурлăха путсан, - юхăннă, тĕсне çухатнă. Çын пурăнмалли вырăн мар вăл, выльăх витинче унран тасарах. Çак йĕркесĕрлĕхе Петров салтак мĕнле тÿссе пурăнни питĕ тĕлĕнтерет. Эй, телейсĕр шăпа темерĕн. Чăлаха пăхса пурăнасси чĕр нуша. Пур-çук йывăрлăхĕ хура пĕлĕт евĕр капланса килнипе мăшăрĕ чунпа хуçăлчĕ те хăйĕн çине алă хучĕ. Шкулта вĕренекен ывăлне кам пăхса çитĕнтерĕ?

Çын хуйхине çывăха илекен Матвеев вырăнти пуçлăхсемпе калаçни нимĕнле шанăç та çуратмарĕ. Район администрацийĕнчи тÿре-шара сан умра пĕр тĕрлĕ юптарать, пулăшăвĕ туйăнмасть. Вара Геннадий Петрович инвалидсен кун-çулĕшĕн яваплă ведомствăсене ура çине тăратрĕ, Петрова хăйĕн тăван ялĕнче - Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерте çурт туянса пачĕç. Кирпĕч çурт. Хăтлă, ăшă. Пурнăç йĕркеленсе кайĕ ĕнерхи салтакăн. Çиччĕмĕш класа çÿрекен ывăлне компьютер илсе панишĕн уйрăмах хĕпĕртерĕ. Афганецсен пĕрлĕхĕ инвалидсене компьютера алла илме пулăшассипе грант çĕнсе илнĕччĕ ун чух. Çав укçапа туянса пачĕç чăваш ачине.

Анчах нуши кунпа вĕçленмерĕ. Таçтан-муртан Николай Петровăн хĕрĕ килсе çитрĕ. Унччен Çĕрпÿре пурăннă тет. Ашшĕ-амăш хÿттинче пулманскер те çапкаланса çÿренĕ... Халь пропискăна тăратма тархасласа ыйтать. Туса пачĕç. Чун тĕпренчĕкĕ-çке. Пĕр шутласан юхха хĕр тесе калама чĕлхе çаврăнмасть, çапах ĕçкĕ енне туртăнни сисĕнме пуçларĕ. Унтан сусăр ашшĕне те çав серепене кĕртсе ÿкерчĕ. Урă кун çук. Кĕтеснере тепре çаврăнса çитнĕ Геннадий Матвеев Шупашкара кайма пуçтарăннăччĕ çеç - пÿрте хĕрĕнкĕ виç-тăват çамрăк таплаттарса кĕчĕ, афганеца хăналама килни пăхсах паллă. Хальхинче Геннадий те тÿссе лараймарĕ, килĕсене саланма ыйтса хыттăнах каларĕ. Лешсем чĕрре кĕмерĕç, тухса шăвăнчĕç. Паян саланчĕç, ыран каллех килеççĕ-тĕр. Пуçа çухатиччен эрех лĕрккенипе пурнăç тăваççĕ-ши? Николай Петров тин çеç йăл илме тытăнса йĕркене кĕме пуçланăччĕ - пăсаççĕ кусем. Ял халăхĕ çакна йăлтах курса тăрать. Кÿрши майĕпен черкке ăшне путнине лăпкăн кăна сăнаканни, çакăншăн хĕпĕртекенни те сахал мар. Тепри эрехне ыр сунса сĕнмест. Эпир, айвансем, хывăхне тĕшшинчен уйăраймастпăр курăнать.

 

Ĕмĕр çĕрĕшнĕ çуртра иртет

Çын хăйне этем вырăнне туйтăр, тĕрĕс çулран ан пăрăнтăр тесен нумай кĕрешме тивет çав. Геннадий Петрович Çĕмĕрле ачи Валерий Паршин çинчен каласа пачĕ. Вăл та - офицер-вертолетчик. Çапăçура хăюлăх кăтартнă çын паян-ыран ишĕлес çуртра пурăнать. 87 çулти амăшĕ ватă упăшкипе сусăр ывăлне ăçтан йĕркеллĕ пăхайтăр. Çак ÿкерчĕке курсан Матвеев таçта та çитнĕ. Çĕмĕрле хула пуçлăхĕсене перчетке пек улăштараççĕ те - нихăшĕнпе те путлĕ калаçса татăлаймастăн. Юлашкинчен федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕпе Геннадий Федоровпа тĕл пулнă. Вăрçă ветеранĕсемпе инвалидсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма федераци укçа уйăрать. Пăсма вăхăт çитнĕ çуртсенчи çынсене хăтлă хваттере куçармалли республика программи туса хатĕрлени аван-ха, шел те, çак тĕллевсем йывăррăн пурнăçланни куç кĕрет. Апла пулин те Паршин ыйтăвĕ татăлас шанчăк çуралнă.

Вут-çулăм витĕр тухнисем нăйкăшмаççĕ, пурнăçне йÿнеçтеркелеççĕ. "Вăрçă инваличĕсем" общество организацийĕ хуларисене пурне те шута илнĕ, кам мĕнле сывланине пĕлсе тăраççĕ. Аякри ялсенчи сусăрсемпе çыхăну хавшакрах. Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăс ялĕнчи Анатолий Пыркин ячĕ тухнă пĕррехинче. Матвеев хăйĕн çывăх хастарĕсемпе вĕсен ялне çитсе килнĕ.

- Анатолий мĕнлерех пурăнать тесе ыйтрăмăр та: "Мунчара, ара, ăçта пултăр", - çапла хуравларĕç ял çыннисем. Мунчана виçĕ çын кĕрсе тăрсан ура пусма вырăн çук. Стена çумĕнче выртса тăмалли вырăн майлаштарнă. Çак мĕскĕн пурнăçшăн юн тăкнă-и вăл? Кун пек мăшкăла тÿссе çитет тесе каларăмăр. Инкекре юлташсене пăрахмастпăр.

 

Ачана çăлнă, хăй йывăр сусăрланнă

- Пĕрне компьютер илсе панă, теприне хваттерпе тивĕçтернĕ. Халсăррисене пулăшма тивĕçлĕ патшалăх тытăмĕсен тÿпи пур-и çак ĕçре?

- Паллах, эпир коммерсантсем мар, патшалăх органĕсене хускатса яраканнисем. Социаллă хÿтлĕх тытăмĕнче патронаж е халсăррисене пăхса тăракан служба витĕмне ÿстерсен тем пекехчĕ. Вĕсен штат пĕчĕк, ĕç укçи те чăх кулли.

- Геннадий Петрович, сирĕн организаци Çурçĕр Кавказра пулнисене те пулăшать. Санаторие яма путевка тупассишĕн те çапăçма тивет-и?

- Пурнăç - кĕрешÿ. Эпĕ çакна каласшăн. Шупашкарти ветерансен госпиталĕ - Раççейри чи лайăх сиплев учрежденийĕсенчен пĕри. Кунсăр пуçне Мускав облаçĕнче М.А.Лиходей ячĕллĕ медицина центрĕ пур. Çавăнта çуллен 170 çынна яхăн яратпăр. Ĕнерхи салтаксем хăйсен çемйипе /мăшăрĕпе тата ачисемпе/ кайса канаççĕ, сипленеççĕ. Инвалид урапипе çÿрекен 12 çын пирĕн. Вĕсене пăхакансен чунĕнче мĕн пулса иртнине шута илмелле, çавăнпа мăшăрĕпе ачисен кăмăл-туйăмне кăштах та пулин çĕклессишĕн унти тухтăрсем, психологсем вăй-хала шеллемеççĕ. Кунашкал реабилитаци центрĕн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Аманса таврăннисем унта кашни çул сывлăхне çирĕплетеççĕ, ветерансем - икĕ çулта пĕрре.

- Килтен сайра тухса çÿрекенсене е вăхăта тăватă стена хушшинче ирттерекенсене уйрăмах пулăшмалла ĕнтĕ.

- Çапла. Малтанхи çулсенчех "Ренова" ыр кăмăллăх фончĕпе "Ветерансемпе сусăррисене - сывă пурнăç йĕрки" проект ĕçе кĕртрĕмĕр. Волейбол, сĕтелçи теннис, кире пуканĕ йăтас, ишес енĕпе ирттернĕ ăмăртусене афганецсем çемйисемпе хутшăнаççĕ. Кăçал Муркаш районĕнчи Каршлăх тăрăхĕнче культурăпа спорт мероприятийĕ йĕркелерĕмĕр. Улттăмĕш хут пухрăмăр çапăçури юлташсене. Кашни районтан килнĕ, урапапа çÿрекенсем те килте ларас темен. Пичĕ-куçĕ савăнăçпа çиçет, çарта пĕрле пулнисемпе курса калаçни мĕне тăрать. Чун-чĕрепе хавхаланса, пурăнасчĕ-ха тесе таврăнаççĕ тăван кĕтесе.

- Каçалти Пыркин çинчен кĕскен каласа патăр. Вăл ал-урасăр юлни вăрçăпа çыхăнман пулас.

- Чикĕ сыхлакан чаçре службăра тăнăскер. Пограничник киле чипер сывă таврăнать. Пĕр çулхине ялтисемпе Чĕмпĕр облаçне шапаша кайнă-и вĕсем е урăх ĕçпе çÿренĕ - ĕç-пуç чукун çул вокзалĕнче пулса иртнĕ. Анатолий перрон çинче тăнă. Часах пуйăс курăнса каять. Пăхать - рельс çинче пĕчĕк ача вак чул пухса çÿрет. Тепловоз кăшкăртнине илтмест те пулас. Ним шухăшласа тăмасăр унта ыткăнать йĕкĕт. Ачана юлашки çеккунтра сирсе ывăтма ĕлкĕрет Толя, анчах хăй... Ал-урине татрĕç, нумай асап тÿсрĕ. Тăнăçлăхра та паттăрлăх кăтартаççĕ ентешсем.

- Вĕсен хăюлăхĕ, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлессине тĕп тивĕç вырăнне хуни - çитĕнекен ăрушăн паха тĕслĕх.

- Питĕ тĕрĕс калатăр. Пирĕн вăхăтра пионер организацийĕ, комсомол пулнă. Халь идеологи çук. Ноутбук, планшет, Интернет - пурнăç кустăрми çакăнта чарăнса ларчĕ-и? Укçа идеологийĕ пуç пулса тăнă, яшсем çартан тарса çÿренĕ саманара çамрăксемпе ĕçлеме çав тери йывăр.

Мĕн вăл патриотлăх? Тĕл пулусенче манран час-часах çапла ыйтаççĕ. Вăл - пире кун çути панă атте-аннене, асанне-асаттене юратни, çемье тĕрекне упрани, ял-йыша, тăван-пĕлĕше хисеплени, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме хатĕр тăни, ун хăвачĕшĕн ырми-канми ĕçлени. Шкулсенче иртекен паттăрлăх урокĕсем, асăну вахтисем, экскурсисемпе марафонсем, çапăçуран таврăнайманнисен çемйисене пулăшни - çак акцисем чунра тарăн йĕр хăвараççех.

- Пĕтĕм Раççейри "Вăрçă инваличĕсем" организацин Чăваш Енри пĕрлĕхĕ чи лайăх вунă регион шутне кĕнĕ. Сирĕн ĕçе пысăк хак параççĕ. Мускаври правлени президиумĕ чăвашсене яланах тĕслĕх вырăнне хурать.

- Пĕрлехи ÿсĕм районсенчи уйрăмсем аван ĕçлесе пынинчен килет. Олег Ширшов /Шупашкар хули/, Александр Горбунов /Çĕмĕрле районĕ/, Юрий Егоров /Хĕрлĕ Чутай/, Юрий Майрушкин /Патăрьел/, Илья Сизов /Комсомольски/ - питĕ шанчăклă ачасем. Кулленхи пурнăçра та, ĕçре те маттур. Канашпа Муркаш уйрăмĕсене ырласшăн. Укçашăн, чапшăн ĕçлемеççĕ. Чун хистевĕпе юлташĕсене хавхалантарса пыраççĕ.

- Геннадий Петрович, нумай япала çинчен калаçрăмăр, хăвăрăн çемье пурнăçĕ ăнчĕ-и?

- Эпĕ Çĕмĕрле тăрăхĕнчен. Манăн атте ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçинче чылай çул ĕçленĕ. Коллектива ертсе пырас пултарулăх унран куçнă пулĕ. Мăшăрăмпа иксĕмĕр йĕкĕреш ÿстеретпĕр. Эпĕ каярах юлса авлантăм, вĕсем 2003 çулта çут тĕнчене килчĕç.

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ

Новости по теме