"Акатуй" йĕрĕпе,

25 Утă, 2014

е Чăваш лавккисенче чăваш эрехĕ мĕншĕн сахал, вăл мĕншĕн хаклă?

Ял-хулара пулнă май ЧР Пуçлăхĕ лавккасенче Чăваш Енре туса кăларнă продукци тÿпи пĕчĕккишĕн час-часах кăмăлсăрланать те - Чăваш Республикинче йĕркелĕхе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ĕнерхи ларăвĕн кун йĕркине алкоголь продукцийĕн çаврăнăшĕпе çыхăннă ыйтăва кĕртнине пĕлнĕ май журналистсем çивĕч калаçу пуласса малтанах тĕшмĕртнĕччĕ. Çапла пулчĕ те.

Сăмаха Михаил Игнатьев нумай аптека çав-çавах "фанфуриксем" сутни пирки каланинчен пуçларĕ: "Аптекăсене ятарласа кĕретĕп те - мана та "фанфурик" сутрĕç. Паллах, вĕсен сутма ирĕк пур, анчах апла тумалла мар. Аптекăсем наркăмăша çывăх çав шĕвексене мар, эмелсем сутма тивĕç". Анчах чылайăшĕ услам тăвас тĕллевпе çакăн çине алă сулать. Тепĕр енчен, лавккасенче хамăр патра туса кăларнă алкоголь продукцийĕн тÿпи пĕчĕк. Сутаççĕ пулсан та - хамăрăн эрех-сăра тавар туянакансен куçĕ тĕлне тÿрех лекмелли сентресем çинче мар, е аялти, е ытла та çÿлти çÿлĕксем çинче. Çак тата ытти саманта пула акцизсен калăпăшĕ чакни палăрать. "300 млн тенкĕ çухатрăмăр. Çак укçа икĕ ача сачĕ тума çитетчĕ", - пăшăрханса палăртрĕ Михаил Васильевич.

Тĕлĕнмелле, анчах эпир шурă эрехĕн яланах чăвашăн шутланнă "Акатуй" брендне те çухатнă иккен. Çак ятлă эрехе Самарта кĕленчесене тултарма пуçланă. Анчах Шупашкарта ку эрехе "Чăваш Ен продукцийĕ" тесе сутаççĕ-мĕн. Чăн та, халь бренд каялла таврăннă теме юрать: "Акатуй" ятпа "Росспиртпром" тытăмне кĕрекен "Чебоксарский" ликерпа эрех завочĕ продукци тепĕр хут кăларма пуçланă. Çакна çирĕплетме экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕр кĕленчине ларăва та илсе килнĕ - ăна пухăннисене кăтартрĕ.

Владимир Александрович алкоголь çаврăнăшĕпе çыхăннă саккунсене пăснă фирмăсемпе компанисен ячĕсене асăнчĕ, вĕсене мĕнле явап тыттарнипе паллаштарчĕ. Кăçал республикăра суя маркăллă эрех тупса палăртасси чакнă-мĕн. Çак продукцие кÿрекенсем Чăваш Енре тивĕçлĕ органсем çине тăрса ĕçленине пĕлеççĕ - "пирĕн республикăран пăрăнса иртеççĕ". Çынсем суррогатсемпе наркăмăшланнă тĕслĕхсем те 13% сахалланнă.

Министр лавккасенче хамăрăн эрех сахаллине унăн хакĕ пысăккипе сăлтавларĕ. Çур литрлă кĕленче хакĕ вăтамран 220-230 тенкĕпе танлашать, çав вăхăтрах ютран кÿрекен тĕслĕхсем 199 тенкĕлĕххисем те пайтах. Мĕншĕн çапла пулса тухать? Суту-илÿре завод хакне ÿстерекен хушăм пысăк - 17-рен пуçласа 30% таранах. Федерацин мар, хамăрăн, вырăнти шутланакан сетьсенче хайхи хушăм пушшех пысăк.

Тепĕр самант та пур. "Росспиртпром" Шупашкарти завод продукцине уйрăм компанисем урлă кăна курттăммăн сутма хистет иккен. Ку енĕпе "Максима" ТК" тата "Беркут 3000" ОООсем ĕçлеççĕ. Ларăва çав компанисен представителĕсене те чĕннĕ те - вĕсен ЧР Пуçлăхĕнчен кăмăллах мар сăмахсем илтме тиврĕ. Михаил Васильевич вĕсем Чăваш Енре пурăнни, ĕçлени çинчен каланă май патриотлăх туйăмĕ пулмалли, хамăрăн продукцие йÿнĕрех туса ăна ытларах сутма тăрăшмалли çинчен каларĕ.

Шупашкарти завод çулталăкра 1,4 млн декалитр эрех туса кăларма пултарать, анчах çак хăватăн çурри кăна ĕçлет. "Спирта ăçтан кÿретĕр?" - тÿррĕн ыйтрĕ Михаил Игнатьев. "Мордовирен, продукцие апат-çимĕç спиртĕнчен хатĕрлетпĕр - ГОСТпа килĕшÿллĕн. Кавказран спирт кÿместпĕр", - уçăмлă хурав пачĕ завод директорĕ Алексей Селиванов. Михаил Васильевич вара оптовиксем тĕлĕшпе пуçарнă ÿпкевлĕ сăмахне малалла тăсрĕ: "Завод хакĕ çумне 12-16% хушатпăр тетĕр. Чăваш Ен продукцийĕ тĕлĕшпе 3-5% кăна тăвăр та - пур пĕр тутă пулатăр. Халь вара чăваш эрехĕ хаклă теççĕ".

Темăна Монополипе кĕрешекен служба управленийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов аталантарчĕ. Унăн шухăшĕпе - Шупашкарти завод продукцине "Максима" тата "Беркут" урлă кăна курттăммăн сутнинче конкуренцие хĕстерни те пулма пултарать. Оптовиксем йышлăрах пулсан пĕр-пĕринпе тупăшĕç те - хак чакасси куç кĕрет. Вăл çавăн пекех "Акатуй" бренд ютра пулнинче те "тÿрĕ кăмăллă мар конкуренци" сĕмне курать. Сăмах май, 2010 çулччен хайхи оптовиксем чылай ытларах пулнă, ун чухне вĕсем завод хакне ÿстерсе палăртнă хушăма та 6% шайĕнче кăна тытнă.

"Максима" менеджерĕ хушăма пысăк тунине "эпир реклама валли нумай укçа уйăратпăр, ытти тăкак та пур" тесе тÿрре кăларма тăчĕ-ха, анчах ЧР Пуçлăхĕ çакна йышăнмарĕ. Чăн та, Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ Олег Мешков хайхи оптовиксен хутне кĕчĕ теме юрать. Унăн шухăшĕпе - ликерпа эрех заводĕнчех хак пысăк, ăна чакарма тăрăшмалла. Çапла тусан лавккари хак та пĕчĕкленĕ.

Тĕрĕсех-тĕр: пĕрне хурласа теприне мухтани вырăнсăр - хамăрăн продукци сутăнассине анлăлатас ĕçе пурин те хăйсен тÿпине хывмалла. Ку енĕпе хак кăна мар, эрех пахалăхĕ, ытти самант та пĕлтерĕшлĕ - кĕленче илемлĕ пулни таранах. Сăмах май, Шупашкар эрехĕн савăчĕ кĕçех хăйĕн дизайнне улăштарма пултарать. Иван Моторин премьер çак кунсенче "Росспиртпром" ертÿçисемпе курнăçнă-мĕн, тĕл пулура Шупашкарта туса кăларакан алкоголь продукцине тултаракан кĕленчесен дизайнне улăштарасси пирки те калаçу пулнă.

Пурин те тÿпе хывмалла тенĕрен - вырăнсенчи влаçсем те айккинче юлма пултараймаççĕ. ЧР Пуçлăхĕ ларура Шупашкар пуçлăхне Леонид Черкесова ахальтен сăмах памарĕ ĕнтĕ. Леонид Ильич "сулахай" эрехпе, саккуна пăсакансемпе мĕнлерех кĕрешнипе паллаштарнă май 580 пин тенкĕлĕх штраф пирки каларĕ те - Михаил Васильевич тÿрех пÿлчĕ: "Çак сферăра миллиард-миллиард тенкĕ çаврăнать, эсир вара темиçе çĕр пин тенкĕлĕх штраф çинчен калаçатăр! Вĕсемпе хăвăр та çыхланнă-им - çакна çапла ăнланмалла-и? Ÿкĕтленипе кăна нимĕн те тăваймăпăр, çирĕп мерăсем йышăнмалла, унсăрăн çынсем пире шанма пăрахĕç".

Полици асăннă сферăра мĕнлерех ĕçлени çинчен ЧР ШĔМĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Тимофеев каласа пачĕ. Çакнашкал ларусенчен пĕринче шалти ĕçсен органĕсене тиркевлĕрех сăмах тивнĕччĕ те - ку хутĕнче пакунлисем çине тăрсах ĕçленине Андрей Владиимрович цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Уголовлă кодексăн 238 статйипе кăна 43 преступление тупса палăртнă. Çавăн пекех тавар паллисемпе саккуна пăсса усă курнă тĕслĕхсене те тăрă шыв çине кăларнă. Сыщиксен ăнăçлă ĕçĕн кăтартăвĕсен шутĕнче - ютран йÿнĕ эрех кÿрсе ăна Шупашкарта, республикăн темиçе районĕнче сутассине анлăн йĕркеленĕ ушкăна сиенсĕрлетни. Унăн йышĕнчи 3 çын 10 млн тенкĕ ытла услам тунă-мĕн.

Нумаях пулмасть кăна республикăри алкоголь рынокĕ контрафакт йышши продукципе тулса ларнăччĕ. Ютра кĕленчине 40-50 тенкĕпе туянаççĕ те кунта чылай хаклăрахпа сутаççĕ. Паян рынок чылай тасарах, кирек мĕнле пулсан та саккунсăр алкоголь калăпăшĕ унчченхи мар - çапларах пĕтĕмлетÿ турĕ Андрей Владимирович. Çакăнпа темăна вĕçлеме те юратчĕ пуль, анчах Михаил Игнатьев полици ĕçĕ тĕлĕшпе пичкери пыла юрăхсăра кăларакан "пĕр кашăк тикĕт" тупрĕ - полицейскипе çыхăннă пăтăрмахлă ĕç-пуçпа кăсăкланчĕ. Андрей Тимофеев сăмах мĕн пирки пынине тÿрех ăнланчĕ - уççăн ăнлантарчĕ. Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Экономика аталанăвĕн министерстви пĕр лавккара эрех суту-илĕвĕн саккунлăхне тĕрĕсленĕ. Вĕсене вара никам та мар - Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕ чăрмантарма тăнă. "Объективлă служба тĕрĕслевĕ ирттертĕмĕр - çирĕп мерăсем йышăнтăмăр. Çапла хăтланнă сотрудник службăна туллин тивĕçтермет тесе палăртнă. Çавăн пекех асăннă территоришĕн яваплă участковăя та явап тыттарнă - лавккари йĕркесĕрлĕхе Экономика аталанăвĕн министерствинчен маларах асăрхаманшăн", - терĕ ШĔМ ертÿçи.

Николай КОНОВАЛОВ

Рубрика: