Пĕр тĕвĕри хÿтлĕхпе яваплăх
25 Jul, 2014 | Хула

Саккунлăхпа право йĕркине сыхласси, граждансен прависене хÿтĕлесси - прокуратура органĕсен тивĕçне кĕскен çапларах палăртма пулать-тĕр. Чăннипех - анлă ĕç. Вăл мĕнле пурнăçланать - çакна курса хаклас тĕллевпе Шупашкарти Калинин районĕн прокуратуринче пултăмăр. Александр Толстов прокурор хаçат корреспондентне тарават йышăнчĕ, ăна пăхăнса тăракансем «ĕç вăрттăнлăхĕсемпе» паллаштарчĕç.

Коррупципе кĕрешни çинчен

Çĕр-шыв ертÿçисем коррупципе кĕрешесси право хуралĕн органĕсен ĕçĕнчи тĕп çул-йĕрсен шутĕнче пулнине аса илтерсех тăнине кура, паллах, прокуратура айккинче тăма пултараймасть. Çак кĕрешĕве йĕркелесе-ертсе пырать тени те вырăнлă. «Следстви ирттерместпĕр, - каласа парать прокурор çумĕ Евгений Алексеев, - анчах патшалăх тата муниципалитет служби çинчен калакан саккунсем мĕнле пурнăçланнине тĕрĕсленипе кăна та çырлахмастпăр. Тĕллевсен шутĕнче - коррупци палăрăмĕсене тăрă шыв çине кăларасси, ăна çуратакан сăлтавсемпе условисене кăкласси».

Çак ĕçĕн пĕр пайĕ - муниципалитет служащийĕсем хăйсен тупăшĕпе тата пурлăхĕпе çыхăннă кăтартусем панине тĕрĕслесси. Паллах, ку йĕркене пăсакансем пирки коррупционер тееймĕн, анчах пысăкки вак-тĕвекрен пуçланать вĕт. Çавна май çичĕ служащие асăрхаттарнă, пай пуçлăхĕ тĕлĕшпе вара шанчăкран тухнă тесе ĕçрен хăтарас ыйту тăратнă. Чăн та, ĕç-пуç чиновнике должноçран хăтарасси патнех çитмен, вăл хăйĕн тăкакĕсемпе тупăшĕсем саккунлă пулнине документсемпе çирĕплетнине кура ăна та дисциплина енĕпе явап тыттарнă - выговор панă.

ЖКХри йĕркесĕрлĕх çинчен

Ĕçĕн анлă тепĕр енĕ - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри саккунлăха тивĕçтересси. «Ку сферăра 2014 çулăн пĕрремĕш çурринче саккуна пăснин 83 тĕслĕхне тупса палăртнă, - калаçăва хутшăнать прокурор пулăшуçи Александр Тарапыгин. - 1 протест, 49 представлени çырнă. Должноçри 44 çынна - дисциплина енĕпе, 23 çынна административлă майпа явап тыттарнă».

Управляющи компанисем, ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем хăйсен ĕçне çиелтен туни палăрать, тепĕр чухне правăна пăсни те тĕл пулать - вĕсен должноçри çыннисем çурт-йĕр хуçисен тата бюджетăн çурт-йĕрпе энергетика сферисене аталантармалли укçине айккине яраççĕ.

Çынсенчен тÿлев илес, унăн виçине тĕрĕс палăртас тĕлĕшпе çитменлĕхсем çине-çинех. Калăпăр, «Пик-1» ООО ăшă энергийĕшĕн хывмалли тÿлевне тĕрĕс мар палăртнă. Çакнашкаллине «Текстильщик» УК вара Çамрăксен урамĕнчи 1-мĕш çуртри пÿлĕмсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕн кăтартăвĕсене хăй тĕллĕнех улăштарнă. Паллах, асăннă компанисен ертÿçисен явап тытма тивнĕ.

Çавна май Шумилов урамĕнчи 30-мĕш çуртра пурăнакансене коммуналлă пулăшу ĕçĕсем кÿмесĕрех квитанцисем панăшăн управляющи компани ертÿçи тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă - штраф тÿлеттернĕ.

Çакнашкал йĕркесĕр лару-тăру хула çыннисен хушшинче социаллă çивĕчлĕх çуратнине кура прокуратура ку ĕç-пуçа тĕрĕслессине малалла тăсма шантарать.

ЖКХ сферинчи йĕркесĕрлĕх тĕслĕхĕсем пирки каланă май прокуратурăра «Новоюжный» ОООн 5 млн тенкĕ укçине, çак компани пăхса тăракан çуртсенче пурăнакансене 2013 çул пуçламăшĕнчех тавăрса памалла пулнăскере, «кĕсьене чикни» пирки пĕлтерчĕç. Район прокуратури уголовлă ĕç пуçарас ыйтăва татса памашкăн тĕрĕслев материалĕсене следстви органĕсене панă. «Çухалнă» укçана вара хваттерсен хуçисене тавăрса панă ĕнтĕ.

 

Ĕçлекене тÿлемелли çинчен

Прокурор пулăшуçин Надежда Киркинăн та, ĕçлевпе çыхăннă саккунсене пурнăçланине сăнаса тăрассишĕн яваплăскерĕн, каласа памалли нумай: «Сăмахран, ĕçлекенсене вăхăтра шалу тÿлемен предприятисене тупса палăртас тĕллевпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан, налук инспекцийĕнчен, Пенси фондĕнчен хамăра кирлĕ информацие илессине йĕркелерĕмĕр, ытти тытăмпа тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр. Тата, паллах, прокуратурăна килекен çăхавсене тишкеретпĕр».

Тĕрĕслевсем - çине-çинех. Калăпăр, «Шупашкар» суту-илÿ комплексĕнче ĕçлекен чылай предприниматель - В.Ильина, Н.Фролова, М.Яковлева, М.Попова, Л.Морозова - асăннă йĕркене пăхăнманнине тăрă шыв çине кăларма пултарнă, вĕсем çынсене ĕçе йышăннине çирĕплетекен хушусем кăларман. Унашкаллине «Мега-Молл», «СЭВЕН» суту-илÿ комплексĕсенче те тупса палăртнă. Унта та саккуна пăснă предпринмательсен списокĕ самай вăрăм.

Шумилов урамĕнчи «Shock цена» лавккара вара миграци саккунне пăхăнманни палăрнă. Ширзад Шабхаз оглы Амиров предпринимателе арендăна панă пÿлĕмсенче Азербайджан гражданинĕ Орхан Хандар оглы Акберов кладовщикре ĕçленĕ иккен. Докуменчĕсене тĕрĕсленĕ те - унăн Раççейре ĕçлемелли ирĕк çукки çирĕпленнĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн ĕç параканăн ют çĕр-шыв çыннисене ятарлă ирĕк пулсан кăна ĕçе явăçтарма юрать. Ку тĕслĕхре предприниматель асăннă требование уяман. Район прокуратури ун тĕлĕшпе КоАПăн 5.27 статйин 1-мĕш пайĕпе административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă.

Çут çанталăк хÿтлĕх кĕтни çинчен

Çут çанталăка та саккун хÿтĕлет, апла тăк кунта та прокуратура валли ĕç пур. Вăрман сферинчи саккунсене мĕнле пурнăçланипе кăсăкланса йывăç-хăма сутакан организацисен ĕçне тĕпченĕ - хăйсен продукцине саккунпа килĕшÿллĕн туянни таранах тĕрĕсленĕ. Кунта та çитменлĕх чылай.

Прокурор пулăшуçи Екатерина Харитонова асăннă тĕслĕхсен шутĕнче - «Строительный двор» ООО пушар хăрушсăрлăхĕн тата ĕçлев саккунĕсене пăсни. Фирма директорĕн ячĕпе представлени çырнă.

Тепĕр тĕслĕх - Иккĕмĕш Пионер тата Гоголь урамĕсем хĕресленнĕ çĕрте çÿп-çап тăкмалли санкцилемен вырăн «тупăнни». Çĕр лаптăкĕ муниципалитет харпăрлăхĕнче пулнине кура кун пирки тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕн ячĕпе республика прокуратури урлă представлени çырма тивнĕ.

Çакнашкал тĕрĕслевсене гараж хуçалăхĕсен строительствипе эксплуатацийĕн дирекцине явăçтарса районти гараж кооперативĕсен территорийĕсенче те ирттернĕ. «Станкоремонт», «Станкоремонт-2», «Текма», «Южный» ГКсенче хытă каяшсем çаплипех сапаланса выртакан вырăнсене тупса палăртнă. Прокуратура хушша кĕнĕ хыççăн çак йĕркесĕрлĕхе пĕтернĕ, çийĕнчен должноçри виçĕ çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă.

Кăкшăм шывне пÿлсе тунă пĕвене те тĕрĕсленĕ. Шывра - тĕрлĕ каяш, таса мар. Куншăн «ЖКХпа тирпейлĕх управленийĕ» МБУ ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлаканăн явап тытма тивнĕ. Организацисем тавралăха сиенлĕ витĕм кÿнĕшĕн вăхăтра тÿлев хывнине тĕрĕсленĕ май вара «Хурт-хăмăр ĕрчетекен агентство» АУО тата «МП Таир» ООО енчĕке çÿхетме васкманнине тупса палăртнă. Агентствăн тĕп бухгалтерĕ тата ООО директорĕ пирки адмĕçсем пуçарнă, çак тытăмсен ертÿçисен ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме сĕнсе представленисем çырнă. Çут çанталăка сыхлассипе тата унăн пуянлăхĕпе усă курассипе çыхăннă сферăра кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче саккунсене пăснă 19 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă.

«Шурă вилĕме» пÿлесси çинчен

«Паллах, наркотик сутакансене тÿрремĕнех тупса палăртасси пирĕн тивĕç мар - ку енĕпе Наркотĕрĕслев службин управленийĕ, полици ĕçлеççĕ, - тет прокурорăн аслă пулăшуçи Владимир Федоров, - анчах тивĕçлĕ саккунсене мĕнле пурнăçланине тимлĕ тĕрĕслесе тăнине кура наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес ĕçе прокуратура та сумлă тÿпе хывни пирки иккĕленместĕп».

Çакна ĕçпе çирĕплетеççĕ темелле. 2014 çулăн пĕрремĕш çурринче полицин 2-мĕш тата 3-мĕш пайĕсем /Калинин районĕн территорийĕ/ наркотиксемпе çыхăннă 89 преступление регистрациленĕ. Апла тăк ку енĕпе ĕçлемелли куç кĕрет. Çав шутра - профилактика.

30-мĕш шкулта прекурсорсен çаврăнăшĕпе çыхăннă операцисене регистрацилемелли журнала кирлĕ пек тытса пыман. Çакнашкаллине 38-мĕш, 35-мĕш, 28-мĕш, 33-мĕш шкулсенче, 46-мĕш гимназире те тупса палăртнă.

Кăçал прокурор çумĕнчи наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес ыйтусемпе ĕçлекен ведомствăсен ĕç ушкăнĕн икĕ ларăвне ирттернĕ. Çав ларусен йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Тĕслĕхрен, участковăйсене, Наркотĕрĕслев службин оперативникĕсене явăçтарса ирттернĕ рейдсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Республика прокуратури пуçарнă «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер» акцие те хастар хутшăннă. Наркотик сутакансем пирки граждансенчен темиçе пĕлтерÿ те пулнă-мĕн - вĕсем тăрăх тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.

Хаçатăн перекетлĕ усă курмалли лаптăкĕнче прокуратурăн анлă ĕçĕн кашни енĕпе туллин паллаштараймăн. Çынсен прависене хÿтĕленипе çыхăннă тĕслĕхсенчен нумайăшĕ - уйрăм статья теми. Кашнинчех - çын шăпи, нуши-кулянăвĕ. Сăмахран, инвалидсен хутне кĕниех мĕнешкел пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăпа тени вĕсене ахаль те кÿрентернĕ, çийĕнчен пулăшма тивĕç çынсем тĕрев парасшăн мар. Ирĕксĕрех прокуратурăн хистеме тивет. А.Петрова /ят-шывне улăштарнă/ хăйĕн инвалид ывăлне санаторипе курорт путевки паманни пирки пĕлтернинех илер. Саккунпа килĕшÿллĕн - памалла, путевка валли федераци бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ. Инвалид ача патшалăхăн социаллă пулăшăвĕпе усă курма тивĕç çынсен федераци регистрĕнче. Анчах ăна путевка паман. Прокуратурăн район судне тавăçпа тухма тивнĕ - ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствине ачана путевка партармашкăн ыйтнă. Суд йышăнăвне кĕтеççĕ-ха.

- Пирĕн ĕçе, тен, хăшĕсем асăрхамаççĕ те пуль, - пĕтĕмлетрĕ корреспондент курни-илтнине Александр Толстов прокурор, - анчах камăн саккунлă интересĕсене уяман, камăн прависене пăснă - вĕсен хутне кĕретпĕр, çав çынсем пирĕн хÿтлĕхе туяççĕ-кураççех. Чылай чухне пирĕн пата ытти çĕрте пулăшу-хÿтлĕх тупаймасан килеççĕ - вĕсен шанăçне тÿрре кăлармаллах, саккуна пăснисене вара явап тыттармалла. Çапла вара пирĕн ĕçре хÿтлĕхпе яваплăх пĕр тĕвĕре темелле. Çак ĕçе малашне те саккун çине таянса тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшăпăр.

Николай КОНОВАЛОВ

Николай КОНОВАЛОВ